- Пушкăртстан Республикинче 2025 çула Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемье пайташĕсене пулăшу памалли çулталăк тесе йышăннă. Паян сире салтаксемпе вĕсен тăванĕсене парăнакан пулăшу мерисем çинчен тĕплĕнрех каласа парăпăр, ыйтусем çине тулли хурав пама тăрăшăпăр, - сăмах каланă Ильдар Рауфович.
Галия Бикбаева «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» СВО участникĕсене пулăшу паракан патшалăх фончĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
- Эпир пуç хунисен, çар ĕçне пăрахнисен тата демобилизаци йĕркипе килĕсене таврăннисен çемье пайташĕсене комплекслă пулăшу паратпăр. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсемпе вĕсен çемйине консультаципе практика пулăшăвĕпе тивĕçтеретпĕр, - тенĕ Галия Наильевна.
Тĕлпулу вăхăтĕнче СВОна хутшăнакансен çемйисене пырса тивекен ултавлă ыйтусене те сÿтсе явнă.
Гузель Чингизова ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене паракан пулăшу мерисем çинче чарăнса тăнă.
Ытти ведомствăсен представителĕсем çăмăллăхсем, çав шутра санаторипе курорт сиплевĕ çинчен каласа панă.
СВОна хутшăнакансен çемье пайташĕсем хăйсене интереслентерекен ыйтусене тăратнă. Чи пĕлтерĕшлисем – вутпа тивĕçтересси, коммуналлă хытă каяшсене турттарнишĕн укçа тÿлесси. Çавăн пекех çав кунхине пухăннисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене асăнса ăсăну хăмисем умне чечексем те хунă.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.