– Аслă ывăла мобилизаципе ятарлă çар операцине илсе кайсан çур çултан маскировка сечĕсем çыхма шутларăмăр. Çак ĕçе хам çуртра, чи пысăк зал пÿлĕмĕнче, йĕркелерĕмĕр. Тетел çыхмалли станока Юрий Елизаровпа Евгений Макаров ăсталаса пачĕç, – каласа парать Çирĕклĕ ялĕнчи волонтерсен ĕçне ертсе пыракан Людмила Акимова. – Кунта кашнинех ĕç тупăнать, арçынсем валли те, хĕрарăмсене те. Пĕрисем хăюсене касса хатĕрлеççĕ, теприсем çыхаççĕ. Тăхăр вунă çулхи анне те айккинче юлмасть. Сурăх çăмне авăрласа çип хатĕрлесе паратăп та вăл салтаксем валли алса-чăлха çыхать. Ăшă япаласене госпитальсенчи суранланнă салтаксене ярса паратпăр. Анне каç пулсан сеть çыхма килекенсене кĕтсех тăрать: «Паян килмеççĕ-им вара?» - тесе хутлă-хутлă ыйтать. Çак ĕçре мана шăллăмсемпе йăмăк пулăшса тăраççĕ.
Пурĕ кăçал 26 маскировка сечĕ çыхрăмăр, çĕре яхăн алса-чăлха çыхса ăсатрăмăр, окоп çуртисем те хатĕрлетпĕр, кил салми касатпăр, посылкăсем пуçтаратпăр.
Мияки районĕнче ятарлă çар операцинчи салтаксене пулăшмалли «За Победу» ушкăн йĕркеленĕ. Людмила Федоровна вĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлет, вăрçăра мĕн ытларах кирли çинчен ыйтса пĕлет.
– Акă нумай пулмасть СВОри УАЗ автомобиле юсама, тепловизор, дронсене тупса палăртмалли хатĕре туянма укçа пуçтарса патăмăр. Халĕ нашлемниксем хатĕрлеме заказ пачĕç, – хăйсен çывăхри ĕç планĕсемпе паллаштарать Людмила Акимова.
Пурĕ Çирĕклĕ ялĕнчен ятарлă çар операцине 9 арçын ăсаннă. Пĕр салтака тăван ялĕн масарне илсе килсе пытарнă, тепри, урасăр тăрса юлнăскер, халĕ килне таврăннă. Маскировка сечĕсене çыхма çÿрекен Макаровсен, Елизаровсен, Яковлевсен, Тимофеевсен çемйисене тата алса-чăлха çыхакан Людмила Яковлевапа Людмила Иванована, Клара Елизаровапа Татьяна Тимофеевана, Маргарита Яковлевапа Зина Макарова ялти ытти ырă кăмăллă çынсене салтаксене пулăшас, Çĕнтерĕве çывхартас ăнтăлу пĕрлештерет. Мĕншĕн тесен чылайăшĕн çывăх çыннисем мĕн вăрçă пуçланнăранпа СВОра çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Тăванĕсем вĕсемпе çыхăнни, мĕн кирлипе тивĕçтерни салтаксене вăй, хавхалану тата тÿсĕмлĕх парса тăрать те.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ,
Çирĕклĕ ялĕ.