Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
10 Сентябрӗн 2018, 14:33

Хурăнсем патĕнче юлнă çамрăклăх

Пирĕн ял - йăмраллă ял. Унăн варрипе пĕчĕк юхан шыв юхса иртет. Юхан шывăн ик енĕпе тăван ялăм канлĕн сарăлса ларать. Ялăн хĕвел тухăç енче укăлча, хĕвел анăç енче ыраш пусси шăркараччĕ. Пусăра шăплăх хуçаланать. Кăнтăр енче пысăк пĕве. Пĕве хĕррипе кÿршĕ яла каякан анлă çул. Çул хĕррипе çеремлĕ улăх. Ун çинче чечексем кăн-кăваккăн, хĕрлĕн, шурăн, сарăн курăнаççĕ. Вĕсем çинче ăш хĕвелĕн саррăн сапаланнă шевлисем выляççĕ. Ялăн çурçĕр енче ту-сăртсем.

Кунта хăпарсан пĕтĕм ял курăнса ларать. Çак вырăнтах ял масарĕ вырнаçнă. Ун хĕрринчи такăр çул кÿршĕ яла илсе çитерет. Çулăн çуррине çитсен, урлă тепĕр анлă çул хĕресленет. Суллахаялла кайсан кÿршĕ Шаран районĕнчи чăваш Петровка ялне çитме пулать. Сылтăмалла çул тытсан, эпир шкула çÿренĕ тутар ялне килсе лекетĕн. Çулăн çурçĕр енĕпе йывăçсем çитĕнеççĕ. Кунта хыр, хурăн посадки. Вăл Петровка ялĕнчен пуçласа, эпир шкула çÿренĕ тутар ялне çитичченех тăсăлать.
Çак икĕ çул пĕрлешнĕ вырăнтан иртнĕ чухне асамлă ачалăх, шкула чупнисем аса килеççĕ. Ачалăхăм, çамрăклăхăм айван-çке эс, çапах та яланах асра. Ачалăхăм телейлĕ эс. Пурнăçри чи хаклă вăхăт. Иртсе кайрĕç çамрăк вăхăтсем. Вĕсем урăх каялла килмĕç. Вăхăт иртет. Ирĕксĕрех асаилÿ авăрне путатăн.
Астăватăп, 9-10-мĕш классене тутар ялĕнче вĕрентĕмĕр. Вуннăмĕш класа куçсан шкула кÿршĕ Шаран районĕнчи Петровка ялĕнчен икĕ чăваш хĕрĕ Тамарăпа Валя вĕренме килчĕç. Вĕсем 9-мĕш класра, эпĕ 10-мĕшĕнче пĕлÿ илеттĕм. Манăн чи çывăх юлташ Якур пурччĕ. Эпир Якурпа хĕрсемпе паллашса кайрăмăр. Тамара та, Валя та, иккĕшĕ те чиперччĕ. Ун пеккисем тутар хĕрĕсем хушшинче те çукчĕ. Шкул инçетре пулнăран интернатра пурăнаттăмăрччĕ. Кашни эрнерех пĕр кун, вырсарни куна, яла таврăнса каяттăмăрччĕ. Каялла шкула кайнă чухне, Петровка хĕрĕсемпе калаçса татăлса сăрт çинчи Петровкăран килекен çул юппинче Тамарăпа Вальăна кĕтсе илеттĕмĕрччĕ. Шкула пĕрле утса çитеттĕмĕрччĕ. Çав вăхăтра эпир ача-пăча мар, çамрăк яш-кĕрĕм çулĕсенче пулнă.
Пĕр çул сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Çуркунне, юр ирĕлсе пĕтсе ăшă кунсем çитсен, экзаменсем парса, яланлăхах шкулпа уйрăлтăмăр. Тамарăпа Валя 10-мĕш класа куçса юлчĕç. Эпир Якурпа документсене юхан шыв училищине леçсе патăмăр, комисси иртсе вĕренме кĕтĕмĕр. Пĕр çул иртсен, вĕренсе тухсанах, салтака кайма повестка илтĕмĕр. Хĕсмете кайнă чухне Тамарăпа Валя экзаменсем парса юлчĕç. Хĕрсем экзаменсем тытса аттестатсем илнĕ вăхăтра эпĕ Якур тусăмпа Инçет Хĕвел тухăçĕнче Владивосток хулинчеччĕ ĕнтĕ. Икĕ çул авиацире, Тăван çĕршывăн хĕвел тухăç чиккине сыхларăмăр.
Ун чухне салтакран таврăнсан ялта çавăн пек йăла-йĕрке пурччĕ. Кăнтăрла пĕтĕм çамрăк пуçтарăнса, юманлăхра кăвайт чĕртсе, купăс выляса, юрласа-ташласа савăнатчĕ. Салтакран таврăннисем юлашки хут салтак тумĕпе юманлăха пухăнатчĕç. Каç пулсан клуба гражданский тум тăхăнса килетчĕç. Эпир те Якурпа çапла турăмăр.
Тепĕр кунхине ир ирех иксĕмĕр те тусеймесĕр Петровка ялне кайса Тамарăпа Вальăна курма шут тытрăмăр. Юлташсенчен икĕ мотоцикл илсе хĕрсем пурăнакан яла тухса вĕçтертĕмĕр. Якур Вальăсен килĕ умĕнче тăрса юлчĕ. Вĕсен çурчĕ ял пуçламăшĕнче вырнаçнăччĕ. Эпĕ Тамара патне васкарăм. Вĕсен килĕ клуб хыçĕнчи çырма урлă каçсан виççĕмĕш çуртраччĕ. Кил картишне кĕрсен, йытă вĕрнипе, пÿртрен пĕр хĕр ача тухрĕ. Вăл - Тамаран йăмăкĕ иккен.
- Эпир аннепе иксĕмĕр кăна пурăнатпăр, - терĕ хĕр ача эпĕ мĕн тĕллевпе килнине пĕлтерсен. - Аппа качча тухса, упăшкипе пĕрле, Çĕпĕре ĕç шырама кайрĕ.
Вăл çапла каларĕ те йĕрсе ячĕ. Манăн та Тамарăна урăх нихăçан та кураймассине чĕре сисрĕ-тĕр - куçсем шывланчĕç.
Пусарăнчăк кăмăлпа урама тухсан Якур та мотоциклĕпе ман пата пĕр пĕччен килнине куртăм. “Валя качча кайнă...”, - кĕскен пĕлтерчĕ юлташ. Çапла, эпир шкулта пĕрле çÿренĕ хĕрсене тĕл пулаймасăрах, каялла тăван яла таврăнтăмăр.
Малалли хаçатăн 37, 38№№.
Читайте нас: