Эпĕ ку тĕнчере нумай пурăнтăм ĕнтĕ - тăхăр вуннăран та иртрĕм. Çавăнпа та пурнăçра чылай шуррипе хурине куртăм. Эпир пĕчĕк чухне аттепе анне пире алхаса пуçласан ялан: «Шăпланмасан часах кашкăрсене парса яратпăр!» - тесе хăрататчĕç.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи умĕн пирĕн тăрăхра кашкăрсем питĕ йышлăччĕ. Хĕлле час тĕттĕмленет. Пÿртре хăйă çуттипе лараттăмăр, керосин лампине уявсенче çеç çутатчĕç. Кашкăрсем çимелли шыраса яла килетчĕç. Вĕсем тискер сасăпа уланине час-часах илтеттĕмĕр, çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх усракансем картасене лайăх питĕрсе тытнă. Мĕншĕн тесен выçă кашкăрсем ялти выльăх-чĕрлĕх çине пĕр хăрамасăр тапăннă. Вĕсем йытăсене тытса кайни те, çынсем çине тапăннă самантсем те пулнă.
Сире кашкăрпа çыхăннă пĕр пулăм çинчен каласа парасшăн. Хĕлле çил-тăман кĕрчĕ пÿрт тăрринченех хурса каятчĕ. Эпир, шăпăрлансем, унтан тумтир пăрланса лариччен ярăнаттăмăр. Вăл вăхăтра пÿрт тăррисене улăмпа витетчĕç. Тăррине калай витнĕ пĕртен пĕр пÿртре ял Канашĕ вырнаçнăччĕ.
Çапла пĕррехинче каç пулсан, кашкăрсем яланхи шиклентерекен юррине тăсса янă самантра эпир кăмака çинче асанне юмахĕсене итлесе лараттăмăр. Кĕтмен çĕртен пÿртумĕнче кĕмсĕр-кемсĕр! туни илтĕнчĕ. Килти арçынсем харăс сиксе тăчĕç те хăйă çутатса сас çине тухрĕç.
- Кашкăр! Кашкăр! - тесе кăшкăрни илтĕнчĕ. Эпир пĕр-пĕрин çумне çыпăçса тăр-тăр! чĕтресе ларатпăр. Пĕр выçă кашкăр улăм пÿрт тăррине шăтарса пÿртумне кĕрсе ÿкнĕ иккен. Аттепе пиччесем ухватпа, турчăкапа, улма тÿмелли тукмакпа хĕç-пăшалланса кашкăра тытма тухрĕç. Сехри хăпнă кашкăр калле-малле чупкаласа ывăнсан пĕр кĕтесе хĕсĕнсе кĕрсе ларнă, асав шăлĕсене шаклаттарса ларать, кĕрсе ÿкнĕ шăтăкран каялла сиксе тухма хăтланать, анчах сиксе çитеймест.
Арçынсем кашкăра çав кĕтесре харăссăн хĕссе, ун çине арккан ывăтса тытаççĕ, урисене пăявпа çыхаççĕ, пуçне хутаç тăхăнтартаççĕ.
Тепĕр кунне кăкарса хунă кашкăра курма пĕтĕм ял пуçтарăнчĕ. Йытăсем кашкăр çине хаяррăн вĕреççĕ, тулама хăтланаççĕ. Куçĕсем сÿннĕ, вăйĕ пĕтнĕ тискер чĕрчуна шел те пулчĕ.
Çапла эпĕ хамăн ĕмĕрте пĕрремĕш хут кашкăр куртăм.
Ольга ЛЕОНТЬЕВА, ĕç ветеранĕ.
Редакцирен: сăмах май, кăçалхи январь уйăхĕнче Пелепей районĕнчи Çирĕклĕ (Савкино) ялĕнче те кашкăрсем килсе тухнине палăртмалла.