Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
30 Декабрӗн 2019, 13:31

Манăн телей

Çĕнĕ çул умĕн асамлă ĕçсем пулса иртеççĕ теççĕ. Чылай çул каялла манпа та çавăн евĕр пулăм пулса иртнĕччĕ. Ун çинчен йĕркипе каласа пама кăмăл пур.

Мĕн пĕчĕкрен эпĕ Галя тантăшпа туслăччĕ. Шкула çÿриччен пĕрле выляттăмăр, каярах пĕр парта хушшинче çичĕ çул юнашар лартăмăр. Федоровка районĕнчи çичĕ çул вĕренмелли Урал (Новоселка) ялĕнчи шкула пĕр вăхăтра вĕренсе пĕтертĕмĕр. Лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракансем малалла та пĕлÿ пухма пултарнă, анчах эпир колхоза ĕçлеме кайрăмăр. Ун чух пурнăç çăмăл пулман çав. Сакăр çул вĕренмелли шкул Дедовăра тата район центрĕнче çеç пурччĕ. Унта хваттерте пурăнма укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулман.
Гальăпа ялан пĕрле пулсан та унăн Витя пиччĕшĕпе улттăмĕш класра вĕреннĕ чух çеç паллашма пултартăм. Çапла пĕрре тантăшпа килти ĕçсене тунă чухне арифметикăпа задача шутлаттăмăр. Мĕн чуль шухăшласан та хуравне тупайманнипе Галя Витя пиччĕшне пулăшма ыйтрĕ. Çав вăхăтран пуçласа эпĕ ăна пĕлетĕп.
1954 çулхи çулла шкулта вĕренекенсем тата ялти çамрăксем утçи çинче тăрăшаттăмăр. Витя тракторпа утă çулатчĕ. Шăпах çав çулла эпĕ ăна килĕше пуçларăм пулмалла. Урамран е клубран киле таврăннă чух вăл мана хапха патĕнче кĕтсе тăратчĕ, хăйĕнпе туслашма ыйтатчĕ. Çамрăкрах пулнă çав эпĕ ун чух, пĕр-пĕр каччăпа çÿреме иртерех тесе шутланă. Сисĕнмесĕр çулла, унтан кĕркунне те иртрĕ. Хĕл кунĕсем те килсе çитрĕç. Витя çаплах ман хыççăн çÿрет, эпĕ унпа тĕл пулма ирĕк памастăп. Çамрăксем хушшинче эпĕ пĕринпе-тепринпе çÿретĕп тесе калаççĕ, анчах та эпĕ пĕр каччăпа та уйрăм туслашман. Маншăн вĕсем пурте пĕр пекехчĕ.
Çапла çĕнĕ çул умĕн «Каччăсенчен кам та пулин пĕрремĕш ман пата ыран пырать, çавăнпа туслашатăп» текен шухăш патне пырса тухрăм. Ыран декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччĕ. Тантăшсемпе клуба елкăна кайрăмăр. Коридора кĕрсенех Витя килсе тухрĕ. Çав каç вăл манран хăпмарĕ те. Клуб хыççăн киле çитиччен ăсатрĕ, вăрахчен хапха умĕнче калаçса тăтăмăр. Эпĕ Витьăна хампа туслашма ирĕк патăм. 1955 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен эпир пĕр тĕвве çыхăнтăмăр.
Кашни кун пĕр-пĕринпе тĕл пулаттăмăр. Эпĕ ăна, паллах, юратса пăрахрăм. Икĕ çул вăл мана тимлĕх уйăрчĕ. Витя хĕсметре тăнă чух эпĕ ăна виçĕ çул кĕтрĕм. Тăтăшах пĕр-пĕрин патне çыру çыраттăмăр. Çав вăхăтра ытти каччăсем те мана кăмăллатчĕç, евчĕсем яракансем те пурччĕ, анчах та эпĕ хамăн юратнă каччах кĕтеттĕм.
Çартан таврăнсан 1959 çулхи ноябрь уйăхĕнче туй туса çемье çавăртăмăр. Витя мана хăй ашшĕ-амăшĕ пурăнакан Кумертау хулине илсе килчĕ. Çулталăк иртсен аслă хĕр тата икĕ çултан кĕçĕн хĕрсем çуралчĕç. Юратупа татулăхра 55 çул пĕрле пурăнтăмăр.
Витьăна унăн юратăвĕшĕн тав тăватăп. Вăл мана яланах май пур таран хÿтĕлетчĕ. Чуна çывăх юратнă çыннăмăр тÿрĕ кăмăллă, сăпайлăччĕ. Халĕ вăл çумра çук ĕнтĕ. Тăваттăмĕш çул çĕр çинче унсăр пурăнатпăр. Пирĕн юрату ачасенче, мăнуксенче тăсăлать...
Çĕнĕ çулта пурне те сывлăх, ырлăх, телей тата чăн-чăн Юрату сунатăп!
Вера СЕМЕНОВА.
Кумертау хули.
Читайте нас: