Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
29 Мартӑн 2022, 10:15

Çынсем пекех

Март уйăхĕ вĕçленчĕ. Таврара çуркунне хуçаланать. Кунсем самаях вăрăмланчĕç, хĕвел хĕртет. Кăçалхи хĕл юрпа питĕ пуян пулчĕ, çил-тăманĕ те çителĕклĕ тустарчĕ.

Çынсем пекех
Çынсем пекех

Кăнтăрла юр ирĕлсе çул тăрăх шыв чупсан та каç енне çанталăк лайăх шăнтать. Паллах, йĕркене кĕнĕ пек хĕл часах парăнасшăн мар. Анчах та вĕçен кайăксен хăйсен календарĕ пур. Çанталăк сивĕ-и, ăшă-и вĕсен Тăван çĕршыва çитмелле, вăхăтра йăва çавăрмалла, чĕпсем кăлармалла, çитĕнтермелле, вĕçме вĕрентмелле. Çуркуннене хăйсен çунаттисем çинче илсе килекен пĕрремĕш кайăксем – хура кураксем. Пирĕн тăрăха вĕсем март уйăхĕн варринелле, 17-мĕшнелле, çитеççĕ. Çынсем кураксем иртерех вĕçсе килнисене те сăнаççĕ. Пушкăртсемпе тутарсем вĕсене кĕтсе «Курак пăтти» уяв ирттереççĕ. Пĕрремĕш кайăксем вĕçсе килсен урам вĕсен сассипе тулать. Иртнĕ çулхи йăвасене шыраса тупаççĕ, йышăнаççĕ, юсаççĕ, хăш чух хăйсен хушшинче тавлашу хускатаççĕ. Ĕлкĕрейменнисен çĕнĕ йăва çавăрма тивет. Апат-çимĕç шыраса хулара çÿп-çап контейнерĕсем, ялсенче кил картишне чăх-чĕп вити патне вĕçсе анаççĕ. Курак аçипе ами пĕр-пĕринчен калăпăшĕпе çеç уйрăлса тăраççĕ. Аçи аминчен кăшт пысăкрах.
Пĕрре çапла чарăну вырăнĕнче (остановка) автобус кĕтсе тăратăп. Пушă вăхăтпа усă курса тавралăха сăнатăп. Çынсем унталла-кунталла васкаççĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе шавлăн калаçса шкултан таврăнаççĕ. Пăхатăп, çеçке лавкки çывăхне икĕ хура курак вĕçсе анчĕç. Пĕри, кăшт пысăкраххи, тÿрех çимелли шыраса тупрĕ те сăмсипе çаклатса карланкине ăсатрĕ. Ку курак аçи пулчĕ пулĕ терĕм ăшра. Тепри, кĕлеткипе пĕчĕкреххи, сăмсине йыт çăмĕ çаклатнă тата ункайпа кăвакарчăн тĕкне хĕстересшĕн тăрмашать. Ку, паллах, ами ĕнтĕ. Йăва çавăрасшăн, унта тирпей-илем кÿртесшĕн, пулас чĕпсемшĕн вырăн çемçерех пултăр тесе тăрăшать. Çав вăхăтра мана вĕсем çынсем, упăшкипе арăмĕ, пекех туйăнса кайрĕç. Хам сисмесĕрех йăл кулса илтĕм. Тата та вĕсене сăнас килетчĕ, анчах та автобус пырса чарăнчĕ. Транспорта вырнаçсан «пĕлĕшсене» курас тесе çав еннелле пăхрăм, анчах та çунатлă туссем вĕçсе кайма ĕлкĕрнĕ те.
Хаçат редакцине Салават хулинче пурăнакан «Урал сассин» çывăх тусĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Георгий Тихонов çут çанталăк, юрату çинчен тĕрленчĕксем тăтăшах ярса тăратчĕ. Кураксем, шăнкăрчсем çинчен вăл кашни çул тенĕ пек çыратчĕ. Ачаш чунлă, çемçе кăмăллă, ыттисем курманнине сăнама пĕлни çут çанталăкпа чĕр чунсем, юрату çинчен çырнă калавĕсенче уççăн курăнатчĕ. Кăçал пуçласа Георгий Петрович кураксене кĕтсе илеймерĕ. Питĕ шел, 2021 çулхи ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче 83 çул тултарнă хыççăн çут тĕнчепе сыв пуллашрĕ. Вулакансем хушшинче унăн ĕçне малалла тăсакан пулсан аван пулĕччĕ. Çак кураксем çинчен çырнă сăнав Георгий Петровича асăнса лартнă çурта вырăнне пултăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: