Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
1 Мартӑн 2023, 11:40

Чарăнса тăмарăм

Мĕншĕн чылай хĕр ют çĕршыв арçыннине качча тухса унпа чикĕ леш енче тĕпленме ĕмĕтленет-ши? Унта, çичĕ ютра, пурнăç пыл та çу теççĕ-тĕр. Ют çĕршыври паллашу сайчĕсенче регистрациленеççĕ…

Чарăнса тăмарăм
Чарăнса тăмарăм

Эпĕ вара урăх халăх çыннипе çемье çавăрăттăм-ши, татăклăн калаймастăп.
- Каçарăр, тархасшăн! Эсир вырăсла пĕлетĕр-и? – шанăçпа нимĕçле ыйтатăп иртен-çÿренрен.
- Найн, найн, - йăл кулăпа хуравлаççĕ мана.
- Тен, акăлчанла пуплетĕр? – калаçăва тăсас тесе хальхинче вĕсем ман çине шанса пăхаççĕ. Пуçа силлетĕп çеç.
Тин Австри çĕрĕ çине ура ярса пусрăм эпĕ. Аэропортра чи малтан общество транспорчĕпе пĕр эрне çÿремешкĕн билет туянтăм. Урама тухрăм, сылтăмалла, сулахаялла пăхкалатăп. Хăш еннелле утас? Манăн хăна çурчĕ ăçтарах вырнаçнă? Интернетра вăл Вена варринче ларни пирки вуланăччĕ.
- Çак хăна çуртне епле çитмеллине кăтартса яраймăр-ши? – чартăм хирĕç утакан çамрăк мар арçынна. Адрес çырнă хут татăкне тăсрăм. Арçын куç хĕррипе пăхса илчĕ те манăн маршрута нимĕçле васкаса ăнлантарчĕ. Нимĕн чухлаймарăм пулин те сăмах чĕнмесĕр тимлерĕм, таса нимĕç чĕлхипе килентĕм. Вăл шăпланса куçран ыйтуллăн тинкерчĕ: ăнлантăм е çук?
- Тепĕр хут калăр-ха, тархасшăн. Анчах васкамасăр, - ыйтрăм аванмарланса.
Австри çынни кулса ячĕ. Хамăн та кăмăл çĕкленчĕ, вăхăтлăха Тăван çĕршыва таврăнтăм тейĕн. Умри çынна пĕр ĕмĕр пĕлнĕн туйăнчĕ. Хам Раççейрен пулнине ăнлантартăм, хайхискер общество транспорчĕн чарăнăвне утма сĕнчĕ. Кирлĕ автобуса манпа пĕрлех кĕчĕ. Вăл тепĕр еннелле çул тытнăччĕ-çке! Транспортран тухсанах кирлĕ урама çитрĕмĕр, арçын хăна çуртне те шыраса тупма пулăшрĕ. Унта кĕме васкамарăм-ха. Ырă çынна тав тăвасшăн пултăм. Тăснă алла вăл хыттăн чăмăртанă май эпĕ Венăна мĕнле тĕллевпе çитнине кăсăкланчĕ. Хаваспах плансемпе паллаштартăм. Вăл та хăйĕн çемйи пирки кăштах каласа кăтартрĕ, çак хуларах çуралса ÿснĕскер ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Сыв пуллашас умĕн мана тăван атте пек ăшшăн ыталаса асăрхануллăрах пулма, каçа юличчен хăна çуртне таврăнма сĕнчĕ.
Хамăн номер уççине илсе лифтпа виççĕмĕш хута хăпартăм. Алăка уçсан тĕлĕннипе çăвар та карăнчĕ. Чăлт шурă простынь сарнă кравать пÿлĕмĕн пысăк пайне йышăнать. Чăматанри япаласене тирпейлесен тумтире улăштарса илемлĕ хулапа паллашмашкăн урама тухрăм. Ăçта çитсе килмеллине те палăртнă эпĕ: авалхи чиркÿ, парк, музей, кермен… Çав списока пĕрле илтĕм.
Сентябрь уйăхĕн варри пулсан та çанталăк ăшă. Анлă урам леш енне каçса Халăх паркĕ текенскере кĕтĕм. Венăри чи илемлĕ парксенчен пĕри шутланаканскер умĕнче Моцарт костюмĕпе кăтра шурă парик тăхăннă çÿллĕ каччă тăрать. Оперăна каймашкăн билетсем сĕнет иккен. Мана та чарчĕ. Вырăс! Калаçу çăмăллăн сыпăнчĕ, хайхискер кашни кун çак паркра-мĕн. «Пулăшу кирлĕ пулсан – тархасшăн! Кунта кил», - терĕ. Сăмахланă хушăра çывăхран иртекен икĕ çамрăк питĕ тимлесе пăхнине асăрхарăм. Ытла хытă калаçрăм пуль. «Ан пăшăрхансам. Сан пек илĕртÿллĕ чиперкке умĕнчен лăпкăн иртсе кайма çук», - куç хĕсрĕ çĕнĕ тус. Унпа пĕрле уçăлса çÿренĕ май парк тирпейлĕхĕпе, илемĕпе килентĕм. Вун-вун кĕлчечек тĕмĕ куçа йăмăхтарчĕ, вĕсемех таврара ырă шăршă сарнă. Билет сутакан каччă асăрхаттарнă пекех ун чухлĕ кĕлчечек ниçта та курман эпĕ! Фонтанра – лăпкăн ишекен кăвакалсем, пĕр тикĕс каснă газон çинче парк хăнисем канаççĕ… Юмахри евĕр мар-и? Хофбург авалхи кермен патне утса тухрăм, кунта Австрири чи пысăк библиотека вырнаçнă. Кермен çывăхĕнче кÿме кÿлнĕ лашасемпе ярăнмашкăн май пур.
Хăпартлануллă кăмăл-туйăмпа тавралăха каç сĕмĕ çапиччен васкамасăр хăна çуртне утрăм. Шурă парик тăхăннă каччă вырăнтах-ха. Инçетренех пĕр-пĕрне çывăх туссем евĕр култăмăр. Çул урлă каçнă вăхăтра пĕр каччă тимлĕн сăнанине асăрхарăм, куçсем тĕл пулсан сăнĕ кулăпа çуталчĕ. Манпа тăтăшах яшсем паллашасшăн пулнине пытармастăп, вĕсем тимленине хăнăхнă. Кăштахран хыçалалла çаврăнса пăхрăм: вăл чарăнса тăнă, манран куç илмест! Кĕтет-ши? Самантрах именсе пуçа чикрĕм те палăртнă çулпах утрăм…
Хамăн пÿлĕмри çемçе кравать çинче çывăрас умĕн вĕçленнĕ куна куç умне кăлартăм. Çул çинчи каччăпа сăмах хушмасăр йăнăшрăм-тăр. Тен, чарăнса тăмаллаччĕ? Ют çĕршыв каччипе туслашас шанчăка çухатрăм пулас… Сăлтавĕ вара - ют çĕршыв арçыннисемпе çемье çавăрас шухăша çирĕплетменни.
Ирина КУЗЬМИНА.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: