Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
20 Декабрӗн 2023, 10:05

Кукамайăн хреновини конфетран та тутлăрах

Кукамай кăнтăрла, никама хыпарламасăр килсе çитнĕ. Эпир ун чухне шкулта, уроксенчеччĕ-ха. Аннепе калаçнă чух, каçару ыйтнă пек, магазина мĕншĕн кĕрсе ĕлкĕрейменни, пире валли канфет илейменни çинчен ăнлантарнине илтрĕм.

Кукамайăн хреновини конфетран та тутлăрах
Кукамайăн хреновини конфетран та тутлăрах

Анчах та кукамай илсе килнĕ кучченеç аппапа иксĕмĕре пĕтĕмпех çырлахтарчĕ. Эпĕ ун чухне кĕçĕн классенче вĕренеттĕм, Галя манран 5 çул аслă - 6-7 класра.
– Кукамай мĕн илсе килнине куртăн-и? – тÿрех ыйтрăм аппаран вăл шкултан таврăнсан.
– Çук, курман, – эпĕ мĕншĕн савăнăçлă пулнине ăнкараймасăр хуравларĕ вăл.
– Пĕр чĕрĕк хреновина! – хаваспах пĕлтертĕм ăна. Çав самантрах хушса хутăм. – Салат тăватпăр-и?
Аппапа иксĕмĕршĕн салат тени хреновинăпа ял хăйми хутăшĕ шутланатчĕ. Эпир ăна пĕчĕк савăтра пăтрататтăмăр та çăкăр çине сĕрсе çиеттĕмĕр. Анчах çăкăр татăкне савăт ăшне чиксе çиме ытларах килĕшетчĕ.
Ноябрь уйăхĕ пыратчĕ, çĕр çине юр ларнăччĕ. Паллах, килти помидорсене вăл вăхăт тĕлне çисе янă. Ял лавккинче вара манăн ачалăхра асăннă çимĕçе нихăçан та сутман. Çавăнпа та пĕр чĕрĕк хреновина аппапа иксĕмĕршĕн чăн-чăн пуянлăх пек шутланчĕ.
– Эсир мĕн хăтланатăр! Желудокăрсене пăсатăр вĕт! – эпир хреновинăна юратса çинине курса аллисене шарт! çапрĕ анне. – Çак апата çавăн чухлĕ çиме юрать-им?
Ун чухне анне эпир çак апата çинине пĕрремĕш хут курчĕ пулĕ. Анчах та асăннă салат аппапа иксĕмĕрĕн тахçанах практикăра пурччĕ, хреновинăпа хăйма юратнă апатсенчен пĕриччĕ.
Мĕн тумалла-ха кун пек чух? Аннене кÿрентермелле мар, паллах, вăл мĕн каланине итлемелле. Малалла аппапа иксĕмĕр çапла турăмăр та. Анне пĕр-пĕр ĕçпе кил картишне вăрах вăхăта тухсан хреновина салатне пăтрататтăмăр. Алăк сассине илтсен е вăл ăнсăртран пырса кĕрсен тÿрех ним пулман пек сĕтел патĕнчен пăрăнаттăмăр. Хреновина чĕрĕкĕ ун чух час пушанчĕ, анчах та кукамайпа тĕл пулни, унăн кучченеçĕ ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ. Тен, çавăн чух кукамай хăйпе пĕрле хреновина вырăнне канфет е урăх пылак кучченеç илсе килнĕ пулсан асра та юлмĕчче пулĕ çак тĕлпулу. Халĕ те асăннă апата хатĕрленĕ май кукамая, ачалăха аса илетĕп, пулса иртни паянхи пек куç умне тухса тăрать.
Нина кукамайпа Михаил кукаçей тата Елизавета мăн кукамай Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнатчĕç. Хамăрăн автомобиль пулманнипе вĕсем патне сайра хутра çеç кайса çÿреттĕмĕр. Анчах та вĕсем патне кайни маншăн пысăк уяв пек туйăнатчĕ. Аппапа иксĕмĕр пĕр-ик кун маларах хатĕрленме тытăнаттăмăр. Мĕнле тумтир, атă-пушмак тăхăнмаллине уйлаттăмăр, хатĕрлесе хураттăмăр. Каçпа вырăн çине выртсан часах тăвансене курас савăнăçпа йăпанса çывăрса каяттăмăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: