Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
20 Нарӑсӑн , 10:29

Поэтпа «Поэт» туйра тĕл пулни

“Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле” тесе ахальтен каламаççĕ. “Пурнăç тути-масине” кам ăнланса çитĕ? Тĕпсĕр, тĕлли-паллисĕр уçлăхра темле асамлă пулăмсем те килсе тухаççĕ. Ĕмĕрĕ иртсен те çут çанталăк тупсăмне этем уçса пĕтереес çук.

Поэтпа «Поэт» туйра тĕл пулни
Поэтпа «Поэт» туйра тĕл пулни

Çапла, пĕр ятарлă çар операци салтакне отпуск панă. Килне таврăнсан вăл юратнă хĕрне качча илме шутланă. Аллинче укçи-тенки пуррипе усăланса пур тăванĕсене те пуçтараççĕ хайхисем. Хĕрĕн ашшĕ чăваш, амăшĕ – украинка. Каччин ашшĕ те, амăшĕ – те чăвашсем, Пушкăрт Республикинчи чăваш ялĕнчен иккен. Паянхи тĕнчен пĕлтерĕшĕ пулĕ-ши çакă, е Турă йĕркеленĕ тĕлпулу-ши?
Çтерлĕ хули, палăртнă кун, çамрăксене çырăнтарчĕ, çĕнĕ çемье çуралчĕ. Вăхăчĕ çитсен «Ашкадар» ресторан туй хăнисен савăнăçлă шăв-шавĕпе тулчĕ. Унта хăта-тăхлачăсем асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç. Икĕ енлĕ вăрăм кĕреке хушшине хăнасем вырнаçса ларчĕç. «П» саспалли евĕр лартса тухнă сĕтелсен хушшине йăлана кĕнĕ тăрăх, свидетельсемпе çамрăксене вырăн панă. Акă, тамада туй уявне пуçларĕ. Сылтăм енчен украинла та вырăсла юрăсем шăрантара пуçларĕç. Суллахай енчен чăваш юррисем илтĕнеççĕ. Хитре те хаваслă вăйăсем выляççĕ.
Çап-çамрăк мăшăр та ахаль лармасть. Вĕсене темле те тĕрĕслев вăййисем параççĕ. Хĕрĕ те, каччи те тавçăруллă, пурне те хурав пама ăста иккен. Ăста пулмасăр тата! Каччи – СВО паттăрĕ, хĕрĕ вара – унăн мăшăрĕ пулчĕ ĕнтĕ. Паттăрăн арăмĕ те паттăр пулмалла. Пурте çапла пулса тухрĕ – кашни мăшăр хăйĕн пеккине суйласа илет теççĕ.
Ку туй каласа пĕтермелле мар шавлă иртрĕ. Малалла ик енчи тăванĕсем те çамрăк мăшăра саламласа парнесем пара пуçларĕç, вĕсен умĕнчи «копилка» савăчĕ укçа-нухратпа тулса пычĕ, парнесем хучĕç. Хĕрĕн ашшĕ чăваш пулнăран, унăн тăванĕсем те чăвашах ĕнтĕ. Акă, сăмах калама ашшĕ енчи пысăк аппăшне черет çитрĕ. Вăл Чăваш Республикин Çыравçăсен союзĕн пайташĕ, поэтесса. Çамрăксене вăл пăлханса çак туй валли ятарласа çырнă «Кĕтетпĕр сире, салтаксем!» сăввине вул аса пачĕ. Çавăн пекех утиял парнелерĕ, чăвашсен йăлипе: «Иккĕн выртса виççĕн тăмалла пултăр!» – тесе сунчĕ. Вăл кăна-и-ха?
Чăн кĕтрет (чудо) иккĕмĕш кунне ялта пуçтарăнсан пулса иртрĕ. Пирĕн салтакăн, çĕнĕ кĕрĕвĕн, çарта чĕнсе каламалли хушма ячĕ те (позывной) «ПОЭТ» иккен!
Ак, çапла «тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле», пĕр пулăм та ытахальтен килсе тухмасть пулĕ. Пире Турă пĕрле тату пулма хушнă пек, украинсемпе вырăссене, чăвашсемпе ытти халăхсене туслă пурăнма хушать. Çак вăхăта çити эпир украин тăвансемпе туслă пулнă, малалла та çав йăлана туй туса çирĕплетрĕмĕр.
Салтакăн, отпуск вĕçленсен, тепĕр хут Тăван çĕршыва хÿтĕлеме каймалла, фашизм тĕтĕм-сĕрĕмне çĕр çинчен яланлăхах аркатмалла. «Ырă-сывă киле таврăнмалла пултăр, сире, салтаксем!» – тесе, пехиллесе ăсатса ярăпăр.
Лидия ШУРÇĂЛ çыравçă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: