Паян упăшки ĕçрен таврăнсан, пĕр сăмах та чĕнмесĕр, япалисене пуçтара пуçларĕ. Пысăк сумкăна пур тăхăнмаллисене тирпейлесе чикрĕ. Залра кăкăр ачине кипкелекен арăмĕ пĕр сăмах та каламасăр шак! хытса тăчĕ. Кун пек пулса тухĕ тесе уйламанччĕ, Ваçукĕ çÿресе тăранĕ те ăса кĕрĕ, ачисене пăрахса тухса каймĕ-ха тесе уйланăччĕ. Çук ун пек мар иккен. «Чунтан юратнă хĕрарăма тĕл пултăм, урăх санпа пурăнаймастăп», – тени тĕрĕс пулса тухрĕ иккен…
Упăшки туртмаран банк карттине кăларса илсе кĕсйине чикрĕ, хваттер илме тесе çав карттă çине самаях укçа пуçтарнăччĕ. «Анне, атте ăçта каять?» – тесе амăшĕн кĕпи аркинчен туртакан виçĕ çулхи Саша ывăлне пуçĕнчен те хуть шăлса хăвармарĕ. Пĕр сăмах каламасăрах тухса кайрĕ.
Çапла алăк шартлатса хупăнсан, хĕрарăм хăй çине ту ишĕлсе аннă пек туйрĕ. Пĕр-ик кун ун аллине пĕр ĕç те пымарĕ, хырăмĕ выçнине те туймасăр çÿрерĕ тăлăха юлнă çамрăк арăм. Апат çимесĕр хытă хуйхăрнипе, хĕрне ĕмĕртме сĕчĕ типсе ларчĕ, çур çулхи ачана искусствăлла апатлану çине куçарма тÿр килчĕ.
Вĕренсе пĕтерсе диплом илнĕ хыççăн, качча тухса икĕ ача амăшĕ пулнă, дипломĕ пурне пур-ха, анчах та ĕç кĕнекине уçман вĕт-ха. Ĕçне те тупĕччĕ-ха, ачисене ăçта хумалла? Лиза хĕрĕ çур çулта кăна, садике илмеççĕ. Укçа кирлĕ, нумай кирлĕ… Пурăнакан хваттерне тÿлесе тăма вăй-хал çитес çук, ашшĕпе амăшĕ пулăшас пулсан та. Ялта пурăнакан ашшĕн сывлăхĕ начаррипе ĕçĕнчен кайма тÿр килчĕ. Çемье укçин çур пайĕ тару илме каять, юлни вара ытти тăкаксем валли. Хĕрĕн пурнăçĕ капла килсе тухнине пĕлсен: «Хамăр пата таврăн, мĕн вăй çитнĕ таран ура çине тăма пулăшăпăр», – тесе лăплантарма тăрăшрĕç çывăх çыннисем. Амăшĕ ыранах килсе çитесси çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ.
Йывăр хуйха путнă Таня алăк шăнкăравĕ шăнкăртатсан шарт! сикрĕ. «Ваçук!» – тесе кăшкăрса ячĕ, чĕрине пусараймасăр алăк патне чупса кайса уçрĕ. Унта упăшки мар, хунямăшĕ тăрать…
– Аван-и, кинĕм. Куçăнтан пăхсах куратăп эсĕ кама кĕтнине, анчах та ку эпĕ-ха. Кĕме юрать-и?
Таньăн чĕлхи çăвар маччи çумнех çыпăçса ларчĕ, сăмахсăрах пуçĕпе кăна сулчĕ.
– Паян кăна пĕлтĕм. Ваçук кĕрсе тухса кайрĕ, пĕлнĕ пулсан вăл кайнă кунах килĕттĕм, – тесе пуçларĕ сăмахне. – Мĕн тесе калам ĕнтĕ, хăй кăмăлне хăй хуçа. Утнă утăмĕпе те, ют хĕрарăмсем хыççăн чупассипе те çав тери ашшĕне хыврĕ вĕт-ха. Хăй ашшĕсĕр ÿснине кура, ачисене çавăн пек пурнăç сунас çук ырă çын. Ашшĕ пăрахса тухса кайнă чух, Ваçук çиччĕри ачаччĕ, пĕрремĕш класа кайрĕ. Эпĕ вĕт ăна пур енчен те лайăх пăхса ÿстерме тăрăшрăм. Мĕн-тĕр парса çитереймерĕм, хăв куран, сан пек лайăх арăмран, çеçке пек ачасене пăрахса тухса кайрĕ пулсан… – хунямăшĕ диван çине йывăррăн ларса малаллах калаçрĕ те калаçрĕ.
Таня кухньăна кĕрсе чей лартса ячĕ, анчах та сĕтел хушшине ларасси пулмарĕ.
– Кин, ним те ан хатĕрле, чей ĕçсе тăма вăхăт çук. Паянах япалусене пуçтара пуçла, ыран машина тупса хам пата куçарса каятăп сире, – тесе татса хучĕ.
– Çук-çук, кирлĕ мар.
Асли кинĕн хуравĕ çине алă çеç сулчĕ.
– Кин, эпир вĕт ют çынсем мар. Хăвах уйла-ха, икĕ пĕчĕк чĕппĕмсене мĕнле пурнăç ытамне парам-ха, мĕнле тата ăçта пурăнĕç тесе хуйхăрсах вилеп вара. Çав тери чун-чĕресĕр çын мар вĕт эпĕ. Сан хуйхуна манран лайăхрах ăнланакан çук-тăр. Çирĕм пилĕк çул каялла хам çакăн пек пурнăçа тăрса юлтăм.
Кинĕ, хăй мĕн илтнине шанмасăр, ним уйлама пĕлмесĕр пăхса тăчĕ. Малтанах ăна хунямăшĕ пит килĕштермерĕ, хулара ÿснĕ ывăлĕ ял хĕрне качча илнине сивлерĕ, халь вара…
– Анне килсе çитмелле, малтанлăха унта пурăнăпăр, кайран куç курĕ унта, – тесе шăппăн хуравларĕ Таня. Çамрăк арăмăн сасси чĕтренсе тухрĕ, куçĕнчен куççуль шăпăртатрĕ.
– Хăтан сывлăхĕ начар, пурте тăхлачăн пуçĕ çинче тата яланах ялта пурăнаймăн ĕнтĕ. Пĕрре те ан иккĕлен-ха эсĕ. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттер ирĕк, çывăракан пÿлĕме пушатрăм ĕнтĕ эпĕ, майĕ пур таран ачасене пăхма пулăшăп. Вăхăт çитсен ĕçе вырнаçăн.
– Анне е Ваçук вара мĕнле?
– Вăл çемье йăвине аркатса пехетлĕ пулăп тесе уйлать пуль те, анчах иккĕмĕш арăмĕпе кунта ура ярса пусаймĕ, пехилĕм çук.
Тепĕр кун хунямăшĕ вĕсене хăйĕн патне куçарса кайрĕ. Ялтан тăван амăшĕ килсе çитрĕ, икĕ тăхлачă çурçĕрчченех кухньăра пурнăç пирки сÿтсе явса калаçса ларчĕç. Кинĕпе хунямăшĕ шăкăл-шăкăл питĕ туслăн пурăнма пуçларĕç. Хунямăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та ĕçне пăрахмарĕ. Вăл ĕçрен таврăннă çĕре кинĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрлерĕ, кил-çурта таса та тирпейлĕ тытрĕ, ачисене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрчĕ. Ваçукăн амăшĕ кинĕ ĕçчен те пултаруллă пулнине кура, хăйне ункайсăртарах туйрĕ, унччен унпа кăрарах пулнишĕн ÿкĕнчĕ.
Пĕр кунхине Ваçук çĕнĕ арăмĕпе кĕрсе тухрĕ, анчах та амăшĕ вĕсене алăк патĕнчен малалла иртме ирĕк памарĕ. Хăй çуралса ÿснĕ çуртра пĕрремĕш арăмне курсан арçын тĕлĕнсе хытса тăчĕ.
– Ку кунта мĕн тăвать? – тесе сассине хăпартрĕ.
– Манăн кин пĕрре кăна, мăнуксем те хамăн. Çавăнпа та сире кунта никам та кĕтсе тăмасть, – тесе хыттăн каланă хыççăн куçне-пуçне сăрласа пĕтернĕ «чиперкки» вăшт! кăна тухса кайрĕ. Ун хыççăн ывăлĕ те юлмарĕ.
– Таси паха, – тесе юлчĕ амăшĕ.
Таня хĕрĕ виçĕ çул тултаричченех ĕçе тухаймарĕ, мĕншĕн тесен вăл пĕрмай чирлесе тăчĕ. Халĕ асламăшĕ те куллен ĕçе çÿреме пăрахрĕ.
Вăхăт ерипен малаллах шурĕ, ывăлĕ пĕрремĕш класа кайрĕ, ăна ăсатма асламăшĕ те пычĕ. Ашшĕ кăна пулмарĕ. Ку вăхăта Ваçук иккĕмĕш майринчен уйрăлса виççĕмĕшпе пурăнатчĕ. «Халăх каларăшле «курпуна кистен (гроб) кăна тÿрлетет», – терĕ ассăн сывласа амăшĕ.
Çав çулхине Таньăн пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕр кĕтмен çĕртен, ĕçрен таврăннă чух автобусра пĕр ялта ÿснĕ Сергейпе тĕл пулма тÿр килчĕ. Калаçса кайсан вăл хулари пĕр заводра токарь пулса ĕçлени паллă пулчĕ. Çур çул каялла ĕç укçи сахаллине пула хулана куçса килнĕ те завод общежитийĕнче пурăнать. Вăхăт иртнĕ май вĕсем пĕр-пĕрин патне туртăнни сисĕнчĕ, çапах та каччă ăна васкатмарĕ, ун çумĕнче сапăр пулма тăрăшрĕ. Çынсенчен вăтанса çамрăксем пек тĕл пулакан кинне пĕррехинче хунямăшĕ çапла сĕну пачĕ:
– Çитĕ ĕнтĕ вăрттăн пытанса çÿреме. Киле хăнана чĕн, эпĕ те курам ăна, – тесе йăл кулчĕ.
Ватă çын Сергее пĕрре курсах кăмăлларĕ.
– Ку арçын – пурнăç тытма шанчăклă çын. Ачасене те кÿрентерес çук, – тесе хуравларĕ.
Сергейпе кинĕн туйĕнче ашшĕ-амăшĕпе юнашар хунямăшĕ те ларчĕ. Малашне те çĕнĕ çемьешĕн унăн çурчĕн алăкĕ яланах уçă пулчĕ. Çамрăксем кирек хăш вăхăтра та ăна пулăшса тăчĕç, халĕ те çаплах. Мăнукĕсем асламăшне çав тери хисеплеççĕ, юратаççĕ. Вăхăтĕнче пĕтĕм чун-чĕринчен кинне тĕрек пулса ачисене ÿстерме пулăшни хĕрарăма пурне те курса тăракан çÿлти Туррăмăр пархатарлă ватлăх, тăнăçлă пурнăç пиллерĕ. Ырă туни ырăпах таврăнать, пурнăç урапи малаллах çаврăнать.
Нина МАТВЕЕВА.
Гафури районĕ, Белое Озеро ялĕ.