Пĕррехинче çумăр хыççăн клуб урайĕ питĕ вараланса пĕтнĕччĕ. Анне пире хире кăшман ĕçлеме илсе каймарĕ, клуб урайне çума хăварчĕ. Çапла виççĕн, эпĕ тата Малюкпа Улька йăмăкăмсем, урай çума кайрăмăр. Саман клуба хирĕç, лавкка хыçĕнче, пĕчĕк кÿлĕ пурччĕ. Çав кÿлĕрен шыв йăтса килтĕмĕр. Эпĕ пĕр кĕтесрен урай çума пуçларăм, йăмăксем – тепĕр енчен. Çаврăнса пăхатăп: ман йăмăксем клубран тухса тарнă. Вĕсем ăçта кайма пултарнине чухлатăп-ха. Йăмăксене чĕнсе килмесен кино пуçланиччен урай çуса пĕтереймĕн. Каçхи пилĕк сехетре ачасем валли кино пулмалла. Юламана Толбазă ялĕнчен Аманов хушаматлă киномеханик кино кăтартма килетчĕ.
Чупрăм Тетюç аккасем патне. Улька йăмăк вĕсем патĕнчех, Теттюç аккан Валя ятлă çулталăкри мăнукне пăхать. Валян амăшĕ, Хĕветуç аппа, машинапа çапă тиеме кайсан çÿлтен ÿксе эрем пулчĕ. Манăн йăмăка хăварсах каялла таврăнмалла пулчĕ. «Пăхтăрах ĕнтĕ тăлăх ачана, шалккă вĕт», – терĕм. Тата йăмăк мана конфет та тăсса пачĕ. Чупрăм леш каса. Пирĕн ялта вăл вăхăтра тăватă урамччĕ. Леш кас, Анат кас, Çÿл кас, Пушкăрт кас. Эпир вăл вăхăтра Пушкăрт кассинче пурăнаттăмăр. Малюк леш касри Кĕтерне аппасен Шура ятлă хĕрĕпе туслăччĕ. Анчах йăмăк вĕсен патĕнче пулмарĕ. Тен, пытанчĕç пуль. Чупрăм каялла клуба урай çума. Хыпаланса çăватăп, хам йĕп-йĕпе пултăм: те тарланипе, те шыв сирпĕтсе çунипе. Кино пуçланиччен çуса пĕтертĕмех. Каллех çумăр çума пуçларĕ. Тин çуса тухнă урай татах вараланса пĕтет тесе пăшăрханатăп.
Ачасем валли ÿкернĕ киносене колхоз пахчинче пахчаçă пулса ĕçлекен Якку пичче те çÿреме юрататчĕ. Вăл клуб алăкĕ патне тăчĕ те ачасене урисене тасаттарса кĕртме пуçларĕ. Каçхине пирĕн çемье киле пуçтарăнчĕ. Атте – вырмаран, анненепе Куля тете кăшман анинчен килнĕ. Йăмăксем те таврăнса çитнĕ. Вĕсене вăрçтарас килмерĕ, пĕчĕкрех-çке. Шыв йăтма пулăшрĕç терĕм.
Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ. Халĕ Малюк йăмăкăм Ишимбай хулинче пурăнать, Улька – Пелепейре. Иртнине паянхи кун та ăшшăн аса илетпĕр.
Нина ФЕДОРОВА.
Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ.