Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
6 Июлӗн 2025, 11:00

Эсĕ чăваш-им?

Марук аппан пĕртен-пĕр ывăлĕ çитĕнсе çитрĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухса хулари ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕчĕ, агроном пулас терĕ. Вĕсем ватăлса килекен амăшĕпе иккĕн кăна пурăнаççĕ. Петюк питĕ тăршуллă ача пулса ÿсрĕ. Халĕ акă техникумра та тăрăшса пĕлÿ илет. Вăл хулари аякри тăванĕсем патĕнче хваттерте пурăнать, кашни кун техникума уроксене çÿрет.

Эсĕ чăваш-им?
Эсĕ чăваш-им?

Техникумра унпа пĕрле Юркка ятлă студент вĕренет. Петюк Юрккапа пĕрремĕш кунранах туслă. Хăйсен хушшинче вĕсем вырăсла кăна калаçаççĕ. Петюк Юрккаран нихăçан та вăл ăçтан, кам ачи пулнине ыйтса пĕлмен. Ăна вырăс çынни тесе шутлать.
Пĕррехинче Петюк юлташне хăйсен ялне хăнана чĕнчĕ. Лешĕ килĕшрĕ. Çапла канмалли кунсем çитсен каччăсем Петюксен ялне çитрĕç. Кунта чăвашсем кăна пурăнаççĕ, вырăс çыннисем çукпа пĕрех. Пурте чăвашла калаçаççĕ. Петюк юлташĕпе вырăсла пуплет. Юркка сăнĕпе вырăс майлă: çÿллĕ, сарă çÿçлĕ, пăлатна кевтеллĕ. Вăл та агроном профессине алла илсе тăван ялне таврăнма, çĕр çинче вăй хума ĕмĕтленет.
Туссем Петюксен килне çитрĕç.
– Анне, эпĕ хамăн туса Юрккана хăнана чĕнтĕм, – хаваслăн каларĕ Петюк.
Ывăлĕпе килнĕ хăнана амăшĕ тимлĕн пăхса илчĕ те:
– Ку вырăса мĕн валли ертсе килтĕн, ачам? Ăна çитерме, ĕçтерме сахал мар апатпа аншарли кирлĕ пулĕ. Авă епле хулăн кевтеллĕ вăл. Çÿллĕ вырăс! – терĕ темшĕн çиленнĕн пек пулса.
– Çитĕ-ха сăй, анне, пире нумай кирлĕ мар! – хуравларĕ ывăлĕ.
Вĕсем чăвашла калаçнине хăни тимлĕн итлесе тăчĕ. Унтан алăк патĕнчи сак çине пырса ларчĕ.
Амăшĕпе ывăлĕ текех калаçăва тăсмарĕç. Марук аппа чей хатĕрлерĕ, сĕтел çине хура çăкăр касса лартрĕ, турилкке çине сухан шуратса тураса хучĕ. Текех сăй тупăнмарĕ. Чейне метрÿшкепе сарă курăк çине вĕри шыв ярса хатĕрлерĕ. Пÿлĕмре тутлă курăк шăрши сарăлчĕ. Чей валли сахăр пулмарĕ. Хăнине сĕтел хушшине лартрĕç.
Марук аппа айккинерех ларакан пукан çине вырнаçрĕ, çамрăксене пăхса ларчĕ. Лешсем чей ĕçрĕç. Петюкăн амăшĕ вырăсла ăнлансах каймасть çав, хăнипе чăвашла калаçма хăймарĕ. Унтан Петюк кÿршисем патне кайса килчĕ. Вĕсем мунча хутнă, вăл пулса çитнĕ иккен. Унта кайса çăвăнас терĕç. Вĕри мунчара хурăн милĕкĕсемпе çапăнчĕç, иккĕшне те ку килĕшрĕ. Мунча хыçĕнчен татах чей лĕрплеттерчĕç.
Каç выртсан, тепĕр кунне туссем хулана кайма васкарĕç.
Марук аппа ачасене ăсатса алăк патнелле утрĕ:
– Ачам, текех хăна ертсе ан кил-ха, епле сăй çитерем эпĕ вĕсене, – терĕ ывăлне чăвашла.
– Юрĕ, анне, – тумтирне тăхăннă май хуравларĕ лешĕ.
Хăни вĕсем калаçнине тимлĕн итлесе тăчĕ те Марук аппа енне пăхса тăруках чăвашла каларĕ:
– Аппа, текех сирĕн пата килмĕп ĕнтĕ, мана сăй кирлĕ мар, Петюк сире курма кăна чĕнчĕ мана, каçарăр чăрмантартăм сире!
Петюкпа амăшĕ ним калама аптрарĕç. Шăп хытса кайса, куçĕсене мăч хупмасăр тăчĕç. Петюк хĕрелсе кайрĕ, пĕçернĕ рак тейĕн, ăна амăшĕн сăмахĕсемшĕн намăс пулчĕ. Ним калама пĕлмерĕ. Юлашкинчен çăварне аран уçса:
– Эсĕ чăваш-им, Юркка? – тесе ыйтрĕ.
– Эпĕ – чăваш ачи, аттепе анне те чăвашсем, ялта çуралса ÿснĕ. Сире пĕрре те çилленместĕп, хамăн малтанах чăвашла калаçмалла пулнă, каçарăр мана! – йăл кулса илчĕ вăл.
Çапла пĕррехинче хăнара пулнă Юркка. Кун пирки мана хăй каласа панăччĕ. Петюкпа иккĕшĕ вĕсем ĕмĕр тăршшĕпе туслă пулнă, агрономсем пулса ĕçленĕ, колхозсенче вăй хунă. Çак япала ĕлĕк-авал пулса иртнĕ, халăх выçлăхпа тарăхнă ун чух. Çавăнпа Марук аппана та ăнланмалла кунта. Ун чух паянхи пек тутă та çителĕклĕ пурнăç пулман çав.
Рудольф ПАВЛОВ.
Пелепей хули.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас