Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
12 Июлӗн 2025, 09:00

Пирĕн çемьене аркатасшăн

Манăн мăшăр Славик туйăмĕсене питех кăтартмасть. Пин сăмах вырăнне мĕнле те пулин ĕç пурнăçлать. Ĕçрен таврăнсан та диван çинче йăваланмасть. Хуçалăх пысăк, сад пахчи пур. Веçех хăй унта вăй хурать.

Пирĕн çемьене аркатасшăн
Пирĕн çемьене аркатасшăн

Эпир мăшăрланнăранпа 10 çул иртрĕ. Пирĕн икĕ ача ÿсет. Асли – ывăл, саккăрта. Нумаях пулмасть хĕр ача çуралчĕ. Пĕр енчен, пирĕн пĕтĕмпех лайăх теме пулать. Иксĕмĕр те çемьешĕн тăрăшатпăр, ĕçлетпĕр, ачасем сывă. Упăшкана хăваласа тăмастăп. Килте мĕн ĕçлемеллине вăл хăех пĕлет. Хушăран канма тесе ăçта та пулин илсе тухма тăрăшатăп, мĕншĕн тесен хуçалăхра нихăçан та ĕç пĕтмест. Упăшка вара çакна вăхăта сая яни вырăнне йышăнать. Çемьепе ирттернĕ сехетсем пирки мĕншĕн çапла каланине ăнланмастăп.
Эпĕ кунĕпех чупса çÿресе ĕçлетĕп. Ывăл хоккей юратать, ăна хулана хĕлĕн-çĕвĕн илсе каятăп, ăмăртусене те пĕрле пыма тăрăшатăп. Декретра та килтен ĕçлетĕп. Йывăр, паллах, анчах нумай çул хушши пухнă клиентсене çухатас килмест. Ачасене те тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшатăп. Анчах арçын ачана ашшĕн тимлĕхĕ çитмест. Унсăр пуçне йăмăкĕ çумне те кĕвĕçет пире. Вăл хăй те ăна çав тери юратать, анчах тимлĕх çителĕксĕр чухне çакна кăтартма тытăнать. Ман та яланах ун валли вăхăт уйăрма май çук. Хам та çемьери аслă ача пулнă, атте-аннен тимлĕхĕ çитмен. Ывăл çине пăхатăп та унра хама куратăп.
Эпĕ – кăмăл-туйăмпа пурăнакан çын. Мана упăшкаран ачашлăх питĕ кирлĕ, анчах вĕсем çуккине хăнăхрăм ĕнтĕ. Ашшĕн юратăвĕ ачасемшĕн питĕ пĕлтерĕшлине епле ăнлантарас ăна? Кайран, ÿссе çитсен, вĕсем веçех аса илтерĕç. «Атте пĕрмай ĕçлетчĕ, велосипедпа та пирĕнпе пĕрле ярăнма вăхăт пулман унăн», – тетчĕр-и? Ăнланатăп: вăл веçех пирĕншĕн тăрăшать. Анчах сисетĕп – ăна пирĕнпе кăсăклă мар.
Çак кунсенче вăл ашшĕ-амăшне пулăшма кайрĕ. Эпĕ ачасемпе хамăн атте-анне патĕнчеччĕ. Пĕрремĕш хут уйрăмшар пултăмăр, яланах пур çĕре те пĕрле каяканччĕ. Каçхине смс çырчĕ, шăллĕпе тата унăн арăмĕпе Ĕпхÿ хулине концерт курма каяççĕ-мĕн. Ăшра лайăх мар пулсан та чĕнмерĕм. Анчах унта вĕсем нумай вăхăт тăман. Хайхискерсем тăваттăн пулнине те пĕлтĕм кайран. Вĕсемпе пĕрле кинĕн качча кайман йăмăкĕ пынă. Вăл тахçантанпах Славике килĕштерет, хăйне качча илессе ĕмĕтленнĕ, мăйран çакăнса çÿренĕ. Анчах каччă ун çине пăхман. Кайран мана тĕл пулнă та авланнă. Шăллĕн арăмĕ мана айккине тĕртсе хăварса хăйĕн йăмăкне Славике качча парасшăн хыпса çунать пек туйăнать. Çапла пĕтĕмлетÿ тумалли тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă. Хĕр мана килĕшменнине упăшка питĕ лайăх пĕлет. Эпĕ ун пирки хамăн «пластинкăна çавăрттарма» тытăнатăп вĕт. Ăна вăл итлеймест, тарăхать. «Шухăшласа ан кăлар!» – тет.
Хĕрарăмсем веçех туяççĕ, кураççĕ. Эпĕ упăшка тĕлĕшпе план тунине сисетĕп. Кин пĕрре çапла каланăччĕ: «Славик халь пуян та ăмсанмалли каччă». «Вăл манăн упăшка пулнине мантăн-им? Кам пирĕн çемьене сĕкĕнет, çавă хытă ÿкĕнет», – тесе хутăм.
Çынсем мĕншĕн çавнашкал-ха? Пирĕн пĕтĕмпех лайăх, мĕншĕн сăмса чиксе аркатмалла? Упăшка кĕвĕçме сăлтав памасть. Анчах кин хăйĕн йăмăкĕпе ăнсăрт тĕлпулусем час-часах йĕркелет. Хунямапа та калаçрăм. Вăл та çавсемпе пĕр майлă пулнине пĕлсен пĕтĕм тĕнчене вĕсен пуçĕ çине йăтса антарăп терĕм. Сăмах май, хунямапа хуняçа ывăлне хваттер илме пулăшнă, анчах кун пирки мана каламан. Качча тухма килĕшсен кăна пĕлтĕм. Туя хамăр пухнă укçапа турăмăр, атте-анне пулăшман. Вунă çул ырми-канми пилĕк авса çурт туянтăмăр, машина илтĕмĕр. Пĕтĕмпех хамăр вăйпа турăмăр. Халĕ çакна çынсем аркатасшăн. Мĕн тăвас? Хирĕç епле тăрас? Упăшка мана ĕненмест, вĕсем кавар тунине курасшăн мар.
Алена. Çтерлĕ районĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас