Калăпăр, вăл пĕр-пĕр çÿлĕке вырнаçтарасшăн мар. Эпĕ ăна «кахал», «сÿтĕк» тата çакăн йышши кÿренмелли ытти сăмах каласа вĕчĕрхентерместĕп. Пачах тепĕр май, вăл мĕнле маттурри, алли мĕнле ылтăнни пирки калама ÿркенместĕп, çавна май унтан та кунтан сĕртĕнсе илме те манмастăп паллах. Маттур çын диван çинче выртма епле пултартăр-ха? Тăрать хайхи, аллине мăлатук е дрель тытать, çав йăлăхтармăш çÿлĕке пурпĕр вырăнне çакса хуратех. «Эх, мĕнле аван пулчĕ! – упăшкана мухтама чарăнмастăп эпĕ. – Епле илемленсе кайрĕ халĕ пушă стена». Хам мăшăр куриччен чалăш тăракан çÿлĕке майлатăп. Чалăшшине тÿрлетме йывăр-им? Вăт дрель тытса кирпĕч стенана шăтарма вара мана ансатах мар. Юлашкинчен вăл хăй те аллипе пилĕкне тĕревлесе ман çума пырса тăрать. Мухтаççĕ-ха та, епле ĕçне хăй куçĕпе хак памĕ? Вĕçĕмсĕр сăра ĕçнине пула ача кĕтекен хĕрарăмăннинчен ним чухлĕ те пĕчĕк мар хырăмне кăтăрт-кăтăрт хыçса тăрать вара, ĕçĕпе киленет. Кам-тăр çак тапхăрта хăнана килес-тăвас пулсан тÿрех çав çÿлĕк патне илсе каять, кăтартать, мухтанать, савăнать ĕçĕпе. Эпĕ тепĕр ĕç тупса паричченех çапла пурăнатпăр вара иксĕмĕр.
Пахчара та çаплах тăрмашатпăр эпир унпа. Вăрçăннинчен кама мĕн усси? Эпĕ кĕреçе тытса çĕр чаватăп, вăл алла мăлатук тытса уни-куни тĕккеленсе çÿрет. Унта çапкалать, кунта… Вăл вăйне шута илмесĕр тăрук хыттăн шаплаттарсан мана тахăш самантра тем пулать – тăрук пилĕкрен касса килме (чĕре чикме, пуç çаврăнма…) пуçлать. Упăшкам çемçе кăмăллă çав. Мăлатукне тÿрех пăрахать те ман пата чупса пырать, алăран çавăтсах сулхăн вырăна çитсе выртма пулăшать. Хăй хăвăртрах кĕреçе ярса илет, ял хуçалăхĕнче халиччен нимĕн те ăнланманскер йăран та касса хурать, калчасене те вырнаçтарать, асăрханса та тирпейлĕн шăварать. Эпĕ сулхăнран йăл кулса тинкерсе, хаклă сĕнÿсемпе пулăшса кăна выртатăп: калчисене пĕр-пĕринчен миçе сантиметртан лартмалла, мĕн чухлĕ шăвармалла, мĕнле им-çамламалла… Паллах, мухтама манмастăп.
– Арçын алли çăмăл, – тетĕп. – Санăн вара – пушшех те. Астăватăн-и, пĕлтĕр те çапла эсĕ хăвах лартрăн та пахча çимĕç епле ăнса пулчĕ? Кăçал, акă, пĕлтĕрхинчен тата та вăйлăрах пулĕ – курса тăр.
Эх, мăшăрăма çапла мухтани килĕшет те! Тар юхтара-юхтара тăрăшать. Пĕр пахча çĕре хăвăрт чавса хурать. Манăн мĕн тумалли юлать ĕнтĕ? Вăл сÿрелесе-лартса пĕтерсен тĕм айĕнчен йăраланса тухатăп эпĕ те.
– Тинех кăшт çăмăлланнă пек туйăнчĕ-ха, – тетĕп юратнă упăшка çумне перĕнсе, ачашланса. Анчах тăруках ĕçлеме юрамасть пулĕ-ха. Эсĕ пÿрте кĕрсе чей лартса ярсам. Çĕр улми ăшаласа çийĕпĕр, шуратса хур.
Ачаш сăмаха кушак та килĕштерет теççĕ те, кун пек чухне ман маттуркка пĕр çатмалăх мар, бригадăна тăрантмалăх та çĕр улмине шуратма хирĕç мар. Ун хыççăн, пÿрт алăкĕ хупăнсан, хам унăн чалăш-тĕлĕшне тÿрлетме васкатăп: унта калча тÿнсе кайма хатĕр авă, кунта тымарне çĕрпе витсе çитереймен. Ара, каларăм-иç, чалăш-тĕлĕшне тÿрлетесси вăл çĕр чавасси мар. Вĕрентсен упа та ташлама хăнăхать теççĕ вĕт. Çавăнпа упăшкисемпе пĕр чĕлхе тупса арçынна юрама тата юратма пĕлмен хĕрарăмсене ăнланма та пултараймастăп эпĕ. Арçынна Турă пуртăпа чутланă-тăк, хĕрарăма тата çиелтен савапа якатнă. Усă курма пĕлмелле кăна çак пултарулăхпа.
Маша. Элшей районĕ.