Шкултан вĕренсе тухсан салтак атти тăхăнчĕ. Аран-аран вĕренекенскере училище-техникума ямарăм. Салтакран таврăнсан Мускава шапаша çÿрерĕ, кил-çурта юсаса çĕнетрĕ. Ывăл çумра пулнăшăн савăнтăм. Çулсем иртнĕçемĕн вăй чакать – пулăшакан кирлех. Аслă хĕрĕмсем качча тухнă та вĕсене шанма çук. Кольăн юлташĕсем те авланчĕç. Ывăлăм ытти çамрăк пек каçхине клуба васкамарĕ, телефонпа ытлашши калаçмарĕ. Кин кĕрсен мана та çăмăлрах пулатчĕ те…
Кольăна именчĕк каччă теейместĕп. Пĕр вăхăт кÿршĕ ял хĕрĕпе Светăпа тĕл пулатчĕ-ха. Анчах якăлти пике пĕр харăс икĕ яшпа çÿренĕ иккен. Коля çакна пĕлсен хытă тарăхнă. Унтанпа темиçе çул иртрĕ. Света качча тухрĕ, виçĕ ача çуратма ĕлкĕрчĕ. Аппăшĕсем те ывăла хĕр тусĕсемпе паллаштарасшăн пулчĕç. Пĕрне яла хăнана илсе килчĕç. «Вакантлă» вырăна йышăнас шухăшлă майра купарчине пăркаласа çÿрерĕ. Витере чакаланнă Коля пÿрте кĕрсен хайхискер сăмсине икĕ пÿрнипе хупласа ларчĕ. Çинçе пилĕклĕ чиперук ĕне сума, утă çулма, кишĕр-сухан акма та пĕлмест. Кунашкал кин мĕн тума кирлĕ мана? Черченскер апат тутлă пĕçерет пуль терĕм. Хурчка пек вăрăм чĕрнисене хуçасран хăраса çăкăр та касмарĕ. Тĕлĕнсе каймалла: ним тума пĕлмен хĕре кам качча илтĕр?
Иккĕн лăпкă пурăнтăмăр. Кÿршĕсен урамра чупса çÿрекен мăнукĕсене курсан тунсăх пусрĕ. Пÿртре ача сасси илтме кăмăллă-çке. Манăн та мăнуксемпе йăпанас килет. Кольăна çине тăрса авлантарма шут тытрăм. Телевизор нумай пăхатăп, кĕçех план çуралчĕ. Хаçатри паллашу кĕтесĕнчи пĕлтерÿсене тишкертĕм. Вуннăран пĕри çеç килĕшрĕ. Ыттисем – ватă, ачаллă, хулара пурăнасшăн. Хаçатра пичетленĕ номерпе шăнкăравларăм. Ак тамаша! Мăшăрлану агенстви иккен. Ирĕклĕ пикен телефон номерне пĕлмешкĕн укçа тÿлемелле. Ятарласа почта уйрăмне çитрĕм, укçа куçартăм. Кун хыççăн мĕн туса хунине ăнкартăм. Ултавçăсен аллине лекнĕ пулсан укçасăр та, кинсĕр те юлатăп вĕт!
Турă унашкаллисенчен сыхларĕ. Агент темиçе сехетренех шăнкăравларĕ, Оксанăн телефон номерне пĕлтерчĕ. Палламан çынпа калаçу епле пуçарасси пирки шухăшларăм. Пуç ватнă вăхăтра Коля фермăран таврăнчĕ. Ывăла телефон номерне тыттартăм та: «Çак хĕр сана шырать. Халех шăнкăравлама ыйтрĕ», – терĕм. Планăн пĕрремĕш тапхăрĕ ăнăçлă вĕçленчĕ – хĕрпе каччă паллашрĕç, телефонпа калаçма пуçларĕç.
Виçĕ эрнерен Оксана пирĕн пата килсе çитрĕ. Йăл кулса сывлăх суннă хĕре сĕтел хушшине лартрăм, чей ĕçтертĕм. 30-35 çулсенчи пек курăнаканскер пăлханнăн туйăнчĕ. Коля кĕрсен иккĕшне тĕпелте хăвартăм. Мĕн пирки калаçнине илтеймерĕм. Хăна хулана таврăнма васкамарĕ. Урамра тĕттĕмленсен тин вăл çĕр каçмаллах килнине тавçăрса илтĕм. Çĕрле темиçе хут та вăрантăм, шăплăха итлерĕм. Оксана пирки шухăшларăм. Хальхи вăхăтра çынна шанма хăрамалла. Тен, вăл вăрă? Эпир хуп турттарнă вăхăтра çаратса кайĕ те… Ирхине сĕтел хушшине пĕрле лартăмăр. Пике ăш пиллĕн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ. Кольăна куçран тинкерсе йăл кулчĕ те пуçне пĕкрĕ.
Оксана ялта пурăнасшăн мар иккен. Вăл пасарта сутуçăра ĕçлет, шалу лайăх илет. Тупăшлă ĕçе пăрахса яла ĕне сума килесшĕн мар. Куляннипе юн пусăмĕ хăпарчĕ. Хама аран-аран алла илтĕм. Çакăнпа вĕсен хутшăнăвĕ вĕçленет пуль терĕм, анчах Коля Оксана патне кашни каçах шăнкăравларĕ. Пике хваттер тара тытнине, çамрăксем унта пурăнасшăн пулнине пĕлтĕм. Ывăл хулана куçма хирĕç мар, япалисене пуçтарма пуçларĕ. Çĕрĕпе куç хупаймарăм.
Пĕррехинче Коля залра телефонпа калаçатчĕ, хăш-пĕр сăмахĕ хăлхана кĕчĕ. «Сыснасемпе вăкăра сутсан укçа пулать», – терĕ вăл. Çакна илтсен чĕре касса ыратрĕ, сывлăш çитмерĕ. Хăрăлтатакан сасăпа Кольăна чĕнтĕм. Вăл мана курсан хăраса ÿкрĕ, васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнтерчĕ. Тухтăрсем çитрĕç, инфаркт пулас хăрушлăх пирки каларĕç, вырăн çинчен тăма хушмарĕç. Ирхине телефон сасси вăратрĕ – каллех Оксана шăнкăравлать. «Паян мар, анне чирлерĕ», – кĕскен хуравларĕ Коля. Хĕр çилленчĕ пулмалла, çапах тепĕр пилĕк минутран каллех шăнкăравларĕ. Ывăл унпа калаçмарĕ. Оксана парăнасшăн мар.
Çапла, хальхи вăхăтра ĕçчен, ялта пурăнма килĕшекен кин тупасси чĕр нуша иккен.
Галина.