Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
28 Сентябрӗн 2025, 11:00

Пуян хĕрпе телей кураймарĕ

Пĕрремĕш юрату пурнăçа мĕнле хăвăрт килет, çавăн пек час çухалать. Вăл çутă аса илÿсем хăварать, тепĕр чухне чĕрене суранлатать. Манăн юрату йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ çав. Суран ниепле те ÿт илеймерĕ. Çулсем иртнĕ май çакна ăнланатăп: эпĕ юратнă çын айван каччă кăна пулнă. Çавах кÿренÿ юлчĕ, ку маншăн пурнăç урокĕ пулчĕ.

Пуян хĕрпе телей кураймарĕ
Пуян хĕрпе телей кураймарĕ

Эпĕ ăна çичĕ çул юратрăм. Унашкал туйăм манăн пурнăçра тек пулман. Мана халĕ те йывăр.
Эпĕ хама хитре тесе нихăçан та шухăшламан. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман пек туйăнатчĕ. Каччăсем ман хыççăн мĕншĕн чупнине ăнланмастăм, эпĕ вĕсене çывăха та пыртарман. Кĕнеке нумай вулаттăм, музыка шкулне çÿреттĕм, лайăх вĕренеттĕм. Шкулпа сывпуллашнă çул çеç пурнăçа юрату туйăмĕ вирхĕнсе кĕчĕ. Пĕр класра вĕренекен ача килĕшме тытăнчĕ. Хăй хитрескер, «виççĕпе» вĕренет пулсан та чылай хĕре килĕшетчĕ. Ыттисем пек хăюллă мар та, яша айккинчен сăнанипе çеç çырлахрăм.
Вăл паян пĕринпе, ыран тепринпе çÿрерĕ. Эпĕ вара çавăн пекех вăрттăн савса пурăнтăм. Урăх никама та курман, ăна çеç. Вăл кăна пурнăçа çутатрĕ. Шкул пĕтерсен каччă салтака кайрĕ, эпĕ университета вĕренме кĕтĕм. Вăл отпуск илсе ман пата килни кĕтменлĕх пулчĕ. Пĕр эрне пĕр самант пек иртрĕ. Салтакран таврăнсан унпа савнисем пек çÿреме тытăнтăмăр. Пĕр-пĕрин патне магнит евĕр туртачĕ. Унăн тăванĕсем туй пирки калаçма пуçларĕç. Кайран çакна пĕлтĕм: эпĕ каччăшăн никам та мар иккен. Вăл хăйĕн ĕмĕтне пĕлтерчĕ: пуян хĕре качча илесшĕн-мĕн. Тен, вăл мана тĕрĕслесшĕн пулчĕ... «Апла пулсан пуяннине качча ил», – тесе сывпуллашрăм.
Кайран, чăн та, пуян хĕрпе çемье çавăрчĕ, арăмĕ ăна ывăл парнелерĕ. Çавах ман пата килсе чĕркуçленсе каялла йышăнма ÿкĕтлерĕ, юратнине пĕлтерчĕ. Ăс кĕнĕ имĕш. Кая юлчĕ çав. Вăл телейлĕ маррине пĕлетĕп. Унăн арăмне те паллатăп. Вăл çăмăлттай, каппайчăк.
Çавăн пек пулса тухнăшăн пĕртте ÿкĕнместĕп. Пĕрремĕш юрату çавнашкал аса илÿсем хăварни çеç кăмăла хуçать.
Лиана.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас