Сергей Михайловичпа Лидия Викторовна пĕрле 54 çул пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемье пуçĕ ĕмĕр тăршшĕ тракторист, комбайнер пулса ĕçленĕ, Лидия Викторовна вырăнти музейра техничка пулса тăрăшнă. Туслă мăшăр пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ пулсан та ашшĕ-амăшне тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ялта пурăнакан, вырăнти К.В. Иванов ячĕллĕ хуçалăхра бригадир пулса ĕçлекен Анатолий ывăлĕпе кинĕ кашни кунах кĕрсе тухаççĕ. Ватăсене вун пĕр мăнукĕпе пилĕк кĕçĕн мăнукĕ те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Стена çинчи сăн ÿкерчĕксем çемье туслă та йышлă пулнине çирĕплетеççĕ.
Тимофеевсем «Урал сасси» хаçата мĕн тухнăранпах çырăнса илеççĕ. Эпир килсен те хаçата хаваспах çырăнчĕç. Кăмăллă мăшăр республикăра пурăнакан чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе, чăвашлăх тĕнчипе интересленсех тăрать. Çемье пуçне Сергей Михайловича тĕнчери лару-тăру, ял хуçалăхĕсенчи çитĕнÿсем кăсăклантараççĕ пулсан, çитмĕл тăватă çулхи Лидия Викторовна ытларах пурнăç çинчен çырнă историсене, калавсене вулама юратать.
Ырă хуçан килекен валли ялан алăк уçă тенĕ евĕр миçе килсен те вĕсен килĕнче çынсем пуррине асăрхатăн. Ку хутĕнче те Тимофеевсен инçетрен килнĕ тăванĕсем кухньăра ĕçпе тăрмашатчĕç. Лидия Викторовнăна пÿртри ĕçсене тума пулăшатчĕç.
Эпир, «Урал сасси» ĕçченĕсем, Тимофеевсем пирĕн хаçатпа çыхăну тытнишĕн, ăна кăмăлланишĕн питĕ хĕпĕртетпĕр, кăларăма малашне тата та интереслĕрех те пуянрах тума тăрăшăпăр.
Хисеплĕ вулакансем! Хальхи вăхăтра хаçата 2026 çула çырăнмалли кампани малалла пырать. Эсир те хаçатсăр тăрса ан юлăр. Çитес çул та пĕрле пулар!
Инга АЛЕКСЕЕВА,
хаçатăн корреспонденчĕ.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.