Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
21 Декабрӗн 2025, 15:00

Вăхăт иртнĕçемĕн кăмăлĕпе улшăнчĕ

Çынсем сана мĕнле лайăх упăшка лекнĕ, эрех ĕçмест, пирус туртмасть, çемьешĕн тăрăшать теççĕ. Çапла та-ха… Эпĕ килти çÿп-çапа урама илсе тухмастăп. Вунă çулта чĕлхене çыртма вĕрентĕм.

Вăхăт иртнĕçемĕн кăмăлĕпе улшăнчĕ
Вăхăт иртнĕçемĕн кăмăлĕпе улшăнчĕ

Манăн хуняма питĕ çирĕп кăмăллă хĕрарăмччĕ. Эпĕ вăл куççуль кăларнине курман. Хуняçа чирлесе выртрĕ. Ăна мĕн виличчен пăхма тиврĕ. Укол туса, юн пусăмне виçсе тăтăм. Кашăкран апат çитертĕм, шыв ĕçтертĕм. Вăл ним ыратман самантсенче манпа ăшшăн калаçатчĕ, пуçран лăпкатчĕ. Ăна ура çине тăратассишĕн хытă тăрăшаттăм, анчах чир вăйлăрах пулчĕ. Хуняма тупăк умне пырса лармарĕ, кĕлĕ тумарĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕ хурланса куççульпе макăрнă самантра та айккинче пуç каçăртса тăчĕ.

Хуняма мана вăрçман. Вăл сиввĕн пăхсанах йăнăш тунине тавçăраттăм. Ĕç йĕркине те вĕрентместчĕ, пуçĕпе сулкалатчĕ те пăрăнатчĕ. Килте ялан шăпчĕ, хăнасем сайра хутра килетчĕç. Кÿршĕсем те ĕçпе çитсен пÿрте кĕместчĕç.

Ялта хуняма пирки усал сăмах сарăлнине систерчĕç мана. Хуняçа унăн айăпĕпе вилнĕ иккен, хайхискер ăна курайманнипе тухатланă тетчĕç. Чăнах та, хуняçа япалисене куçарнă чухне пусмаран хатĕрленĕ пукане тупрăм. Кăкăрĕ тĕлне йĕп чикнĕччĕ. Хуняçа кăкăрта касса ыратнине темиçе те каланăччĕ, анчах тухтăрсем сăлтавне пĕлеймерĕç. Пулăшаймарĕç. Тухатланă япалана çунтарсан хуçи патне каялла таврăнать тенине илтнĕччĕ. Никама пĕлтермесĕр çав пуканене çунтартăм. Темиçе уйăхран хуняма чирлеме пуçларĕ. Пульницăна кайма васкамарĕ, халăх меслечĕпе сипленме тăрăшрĕ. Пĕр çулталăкра имшерленсе вăйсăрланчĕ.

Эпĕ пĕçернĕ апата тиркерĕ, хăйĕн валли уйрăм янтăларĕ. Ывăлĕсем ÿкĕтленипе çеç тухтăр патне кайма килĕшрĕ. Ăна пульницăран кăлармарĕç. Ӳпкинче усал шыçă аталаннă, операци тумалла.

Апат-çимĕç леçме кайрăм та хуняма мана куç айĕн сăнанине асăрхарăм. Тутисене вылятмасăр: «Веçех сана пула», – терĕ. Ун чухне çак сăмахсене хăлхана чикмерĕм. Эпĕ юратнă кин пулаймарăм, пулассăм та çук. Хуняма пульницăран тухаймарĕ. Операци вăхăтĕнче чĕри тапма чарăнчĕ. Тĕп килте упăшкапа иксĕмĕр кăна тăрса юлтăмăр.

Хуняма вилнĕ хыççăн та канăç кăтартмарĕ. Вăл мана сăнанăн туйăнатчĕ, хама аван мар туйрăм. Кÿршĕ хĕрарăмĕ сĕннипех хуняман мĕнпур япалисене çунтарса ятăм. Çулăм вăй илеймерĕ, темиçе хут сÿнсе ларчĕ. Пĕр пуçланă ĕçе вĕçне çитермеллех. Çакăн хыççăн пÿртре сывлама çăмăлрах пек туйăнчĕ.

Упăшкапа йĕркеллех пурăнтăмăр. Умлă-хыçлă ачасем çуралчĕç. Арçын тăрăшатчĕ. Веçех лайăх пекчĕ… Вăхăт иртнĕçем вăл кăмăлĕпе улшăннине сисрĕм. Тăванĕсемпе çыхăну татрĕ. Чуна уçса калаçми пулчĕ. Чĕнместчĕ, шанмастчĕ. Ачасем çине сасă хăпартрĕ, ытлашши шавланăшăн ятларĕ. Пĕчĕкскерсем йăлт туяççĕ вĕт, ашшĕнчен хăрама пуçларĕç. Вăл киле çитсенех ман çума йăпшăнатчĕç. Упăшка манран, ачисенчен сивĕнчĕ, кăмăлĕпе хунямана аса илтерме пуçларĕ. Амăшĕ кĕçĕн ывăлне хытă юрататчĕ. Ăна мухтасах тăратчĕ. Унпа килĕштерсех мăшăрлантăмăр. Ывăлĕн кăмăлне хуçас мар тесех йышăнчĕ пуль мана.

Упăшкана ăнланми пултăм. Калаçу пуçарсан та вăл сыпăнмасть: е телефон тытса ларать, е тухса каять. Унăн шухăшĕпе, манăн ĕçе çÿремелле мар, килте ачасене ÿстермелле. Вăл вара ирĕклĕ, унăн темĕн те тума юрать. Манпа канашламасăрах фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытрĕ. Вун виçĕ ĕне усратпăр. Электричество перекетлес тесе вĕсене аппаратпа мар, алăпа сума тивет. Кĕтÿ тухиччен ĕлкĕрес тесе ирхи виççĕре тăратăп.

Ялта ĕç вĕçленес çук. Упăшка ачасене пăхма пулăшмасть. Кунĕпе чупса ĕçлеме тивет. Ывăнса çитнĕрен уйрăлассипе хăратрăм. «Каях, анчах асту, ачасене памастăп», – терĕ. Унăн тăванĕсен хушшинче адвокат та, судья та пур. Вĕсем ачасене туртса илме пултараççĕ.

Упăшка усалланчĕ. Çакăн сăлтавне тавçăраймастăп. Унран хăратăп. Хуняма вил тăпри патне те кайса килтĕм, çурта çуртрăм. Ывăлĕ улшăннине куратех пуль…

Марье.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас