Атте авланма шухăшланă. Тоньăна вăрлама килетпĕр тесе пĕлтерсе хунă. Ун чухне аттен кÿршин Урал мотоцикл пулнă. Хĕр вăрлама кирлĕ тесен кÿршĕ арçынни мотоциклне пĕр сăмахсăрах панă. Атте хăйĕнпе пĕрле икĕ тусне илсе çула тухнă. Малтан, паллах, хаваслăрах пултăр тесе пĕрер черкке ÿпĕнтерме те манман. Çулла каç час пулмасть. Çын умĕнче хĕр вăрлама аванах мар. Çавăнпа каччăсем Тонясен ялĕ хĕрринчи ращара каç пуласса кĕтнĕ. Калаçса ларнă май виçĕ кĕленче эрехе йăлтах пушатнă вĕсем. Чылаях ларнă çапла. Вĕсем çитнĕ çĕре калаçса татăлнă вырăнта никам та пулман, хĕр пăрахса кайнă. «Апла килне каймалла, чĕнсе кăлармалла!» – çапла шухăшланă та Тоньăсен умне çитсе тăнă. Кĕçех çенĕк шашулкки уçăлнă сасă илтĕннĕ, урама шурă тутăр пĕркеннĕ хĕр тухса тăнă. Каччăсем ним шутласа тăмасăр ăна мотоцикл çине лартнă та каялла çил пек вĕçтернĕ. Аллипе çапкалашакан хĕре хускалма та паман. Çапла ăна киле илсе çитернĕ. Пÿрте виçĕ ÿсĕр каччă тата тутăр пĕркеннĕ хĕр кĕрсен килтисем мĕн пулса иртнине ăнкарнă. Анчах тутăрне сирсен пурте сăмах чĕнейми пулнă. Ку Тоня мар, вĕсен кÿршĕ хĕрĕ Лида пулнине курсан каччăсем çийĕнчех урăлса кайнă.
Мĕн тумалла? Хĕрĕ те йĕре-йĕре каччăсене вăрçнă. Ара, ăна йăнăшпа лартса килнĕ вĕт. Анчах халь тин мĕн тăвăн? Ун чухне вăрланă хĕр килне таврăнсан япăх ят илтнĕ. Хайхискер Тоня патне тĕрĕ ÿкерме каçнă иккен. Киле кайма пуçтарăнсан каччăсен аллине лекнĕ. Вара атте Лидăна каялла кăларса яман. Туйне те, çĕнĕ хăтине те туса ирттернĕ. Унччен каччăпа хĕр пĕр-пĕрне курман мар. Лида аслăрах пулнипе атте унпа калаçсах кайман. Малтанах çамрăк упăшкапа арăма хăнăхма йывăр пулнă. Анчах атте нихăçан та ăна кăларса яма шухăшламан. Хĕр айăплă мар вĕт. Çапла эпĕ çуралнă. Ман хыççăн – шăллăм. Анне хăй те тухса тарассишĕн çунман пуль. Упăшки çамрăк, çирĕп кĕлеткеллĕ арçын. Мĕншĕн тиркемелле?
Шăллăмпа иксĕмĕр тахçанах ÿссе çитĕнтĕмĕр, çемьеллĕ пултăмăр. Аттепе анне историне эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр. Вĕсем 40 çул пĕрле пурăнаççĕ, çак хушăра вăрçăнни-харкашнине нихăçан та курман. Эпĕ çуралсан атте мана хăйĕн савнă хĕрĕн ятне панă. Анне куншăн нимĕн те каламан. Кукамай патне кайсан Тоня аппана час-часах кураттăм. Вăл хăйсен ялĕнчи йĕкĕте качча тухнă. Ачисемпе пĕрле выляса ÿсрĕмĕр. Тĕл пулсан аннепе Тоня аппа калаçатчĕç. Атте вара аяккарах тăма тăрăшатчĕ.
Ӳссе çитсен аттерен: «Малтанхи савнине аса илетĕн-и?» – тесе ыйтрăм. «Аса илетĕп çеç мар, паянхи кун та юрататăп. Анчах аннÿне ан кала», – терĕ.
Пĕр çынна ĕмĕрĕпех юратса тепринпе мĕнле пурăнма пулать? Ватăлсан та юрату туйăмĕ иксĕлмест иккен.
Антонина.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.