Пур хыпар та
Чăн пурнăçран
1 Мартӑн , 15:00

Манăн пĕрремĕш юрату

Икĕ çула яхăн çÿрерĕмĕр санпа. Вун пиллĕкри хĕр ачаччĕ эпĕ ун чухне. Эсĕ вара манран икĕ çул аслăрахчĕ. Епле килĕшмĕн-ха эсĕ хĕрсене? Чĕлхÿ япшарччĕ, сăну-питÿпе кĕлеткÿ илĕртÿллĕччĕ, çи-пуçу килĕшÿллĕччĕ. Çамрăк пике пуçне çавăрма шăпах çакă кирлĕ мар-и-ха? Кашниех çумра «чăнкă» качча курма ĕмĕтленет.

Манăн пĕрремĕш юрату
Манăн пĕрремĕш юрату

Çук-ха, çак сăмахсене сана тиркесе каламастăп. Кăмăлу ырăччĕ, чуну çемçеччĕ, чĕрÿ пысăкчĕ… Ахальтен мар чылай хĕр вырнаçрĕ унта. Тăвăр пулса çитрĕ. Шăпах çакă пĕтерчĕ те пирĕн юратăва.

Кÿршĕ яла шартлама сивĕре те çуран утаттăн. Çил-тăман пите чĕпĕтнине пăхмасăр уçăлса çÿреттĕмĕр. Эсĕ ман патăма юратмасăрах килеттĕн-ши вара? Савмасăрах çавăртăн-ши çамрăк пуçăма?

Лапка-лапка юр айĕнче çут малашлăх пирки ĕмĕтленнисем те асăмрах. Алла-аллăн çавăтăнса юнашар утаттăмăр. Иксĕмĕре те ялан çапла пулассăн туйăнатчĕ. Шăнма пуçласан ăшăнас тесе тытмалла выляма пикенеттĕмĕр. Эпĕ тараттăм, эсĕ хăвалаттăн. Пĕр-пĕрне ахăлтата-ахăлтата юрпа сапаттăмăр.

Мĕн чухлĕ аса илÿ! Ман ятпа пĕрремĕш сăвă шăрçаланăччĕ эсĕ. Ăна вăтана-вăтана вуланăччĕ. Эпĕ вара итленĕ май пит çăмарти хĕрелнине туйнăччĕ.

Пĕрремĕш хут чуп тунине манман-и-ха тата? Эх, ача-пăча…

Виçĕ кун пĕр-пĕрне куçран пăхаймасăр çÿрерĕмĕр. Халĕ – кулăшла. Ун чухне вара… Вăхăт иртнĕ май çаксене аса илсен чун савăнать те, хурланать те.

Пĕрремĕш юрату. Вăл нихăçан та манăçмасть теççĕ. Çамрăк чĕрере суран хăвартăн пулин те çулсем иртнĕ хыççăн сана йăл кулса, пĕрле ирттернĕ вăхăтсемшĕн тав туса илетĕп. Кÿреннисем те манăçа тухнă ĕнтĕ.

Тепĕр тесен, мĕншĕн усал тытса пурăнас-ха? Куçа уçнăшăн-и? Санпа çÿренĕ чухне каччăсем улталама, кÿрентерме пултараççĕ тенине ĕненмерĕм. Вăхăт иртнĕ май савни юратăва сутма пултарнине хамах куртăм. Çамрăк кайăка çунат парнелесе çÿл тÿпене илсе хăпартăн. Çунатăма хăвах çапса хуçма та именеймерĕн. Эпĕ вара çĕр çине лаплатса ÿкрĕм. Ыраттарчĕ паллах. Суран та чылайччен тÿрленеймерĕ. Çапах нăйкăшмарăм. Малалла утрăм.

Мĕнех, куншăн та тавах. Малтанхи туйăмсен хĕрÿлĕхне упраса хăвараймарăмăр пулин те эсĕ юратма вĕрентрĕн. Пурнăçра ырату пуррине те пĕлтертĕн. Сана пула çывăх çын куç умĕнче юттине ыталаса чуп туни мĕнешкел асап кÿнине туйма пултартăм. Чĕреме хирĕçлесе савнă туссăр пурăнма вĕрентĕм. Çăмăл пулмарĕ, çапах та вăй çитертĕмех…

Мана çухатрăн. Шел, кая юлса ăнлантăн çакна. Чупрăн… Хыçран вăрах вăхăт чупрăн. Тăтăшах каçару ыйтрăн. Пĕр юхан шыва иккĕ сикес темерĕм. Тепĕр хутчен улталанасран шиклентĕм. Сÿннĕ кăвайта çĕнĕрен чĕртсе çунас килмерĕ. Тен, йăнăшрăм та пулĕ… Пирĕн юрату вăй илсе нихăçан сÿнмелле мар ялкăшса кайнă пулĕччĕ-и?

Тантăшăмсемпе юрату вăййи выляса йăлăхрăн та ман хыçран чылайччен çÿрерĕн. Эпир туйăмсене ирĕке янă тăк пирĕнтен телейлĕрех мăшăр та пулаяс çукчĕ-тĕр. Çук, ÿкĕнместĕп. Çамрăк чухнехи ĕмĕтсене çеç аса илетĕп…

Ăнсăртран тĕл пулма тиврĕ. Аллунта хăвăн пекех хуп-хура пĕчĕк хĕр пĕрчиччĕ – сирĕн çемье телейĕ. Эсир пĕр-пĕрне чун-чĕререн савса мăшăрланнă-и е ăнсăртран-и – пĕлместĕп. Çапах темиçе çул каяллахи пекех ăшшăн пăхса иртрĕн. Çакă пĕрремĕш юратăва аса илтерчĕ…

Людмила.

Автор:
Читайте нас