Чăн пурнăçран
11 Апреля , 10:00

Хуняма ман валли «тĕрĕслев» хатĕрлерĕ

Аттен çуралнă кунĕнче ман пур тăван кĕрекене пуçтарăнчĕ. Эпĕ вĕсене хамăн савнипе Петьăпа паллаштарма шухăшларăм. Тăвансем ăна курсан: «Ку лайăх яша ан вĕçерт. Ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс воспитани пани куç кĕрет», – терĕç. Петя амăшĕпе, учительте ĕçленĕскерпе, çитĕннĕ. Ашшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнă.

Хуняма ман валли «тĕрĕслев» хатĕрлерĕХуняма ман валли «тĕрĕслев» хатĕрлерĕ
Хуняма ман валли «тĕрĕслев» хатĕрлерĕ

Манăн тăвансемпе паллашнă хыççăн темиçе кунран Петя тăрук качча тухма ыйтрĕ. Эпĕ çав самантра çÿл тÿпене вĕçсе хăпарма хатĕрччĕ. «Халĕ манăн аннепе паллашма каятпăр», – терĕ савни.

Пулас хуняма мана курсан тутине пăрчĕ. Петя килне пĕчченех килнĕ тейĕн, амăшĕ мана курмăш туса пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Çав кун унта çĕр каçма юлнăшăн ÿкĕнтĕм. Тÿрех хулана каймаллаччĕ. Ара, хуняма ман валли «тĕрĕслев» хатĕрленĕ иккен. Ирхине вăратса ĕне сума илсе тухрĕ. Эпĕ ялта çитĕннĕ, çавăнпа çак ĕçрен хăрамастăп. Анчах ĕне хăйĕн патне пыртарасшăн пулмарĕ. Эпĕ сунă вăхăтра урипе тапкалашрĕ, юлашкинчен ăна витрене чиксе кăларчĕ. Айккинче тăракан хуняма киревсĕр сăмахсемпе кăшкăрма тытăнчĕ. «Айван! Намăссăр! Нимĕн те ĕçлеме пĕлместĕн, манăн ывăла качча тухасшăн тата», – терĕ. Çакăн хыççăн Петя мана чылайччен лăплантарчĕ. «Ĕни хăй тапакан йышши, анне те ăна аран-аран сăвать», – терĕ.

Петьăпа пĕрлешсен вăл мана хулари ĕçе пăрахса яла куçма ÿкĕтлерĕ. Хальхи ăспа унăн килне ура ярса пусмăттăм. Ура çине тăрас тесе пахча çимĕç лартса тупăш тума тытăнтăмăр. Çавăнпа ача çуратма васкамарăмăр. Хуняма вара ялта сас-хура кăларма ĕлкĕрнĕ. Петя «хĕсĕр» арăм тупнă имĕш. Пĕрлешнĕ хыççăн çулталăкран вăл мăнук хăçан кĕтмеллине ыйтса тĕпчерĕ. Пахчара ĕç нумай пулнине пĕлтерсен: «Хăй вăхăтĕнче эпир ĕçлеме те, ача çуратма та ĕлкĕрнĕ», –тесе сăмахларĕ. Каярахпа çемьене «çĕнĕ кайăк» килчĕ, ăна хуняма Петя ят хума ыйтрĕ. Упăшкапа иксĕмĕре пачах урăх ят килĕшет. Ывăлăма Антон тесе çыртăмăр. Вăл куншăн питĕ кăмăлсăр пулчĕ. Мăнукĕпе ларас мар тесе хуняма-карчăк ялан тĕрлĕ сăлтав тупатчĕ.

Мăшăрăм шабашка ĕçлеме çÿресе çăмăл машина туянчĕ. Анчах чылай чухне руль умне ÿсĕрле ларма пуçларĕ. Унччен хăнана кайсан пĕр черккерен ытлашши ĕçменскер «çуттине» ăша самаях яма тытăнчĕ. Пурăна киле шабаша çÿреме пăрахрĕ. Эпĕ пахчара ĕçленĕ вăхăтра диван çинче маччаналла сурса выртатчĕ. Пĕр кун та харкашмасăр иртмесчĕ. Хуняма суран çине тăвар сапсах тăчĕ. «Сана пула ĕçет вăл. Ăçтан тупăнтăн тульккăш? Ачана пĕтертĕн», – темĕн те пĕр каласа хăртрĕ. Петьăран хам та тĕлĕнтĕм. Тахăш вăхăтра улшăнчĕ вăл?

Чăтăмлăх пĕтнĕрен ачана йăтрăм та хулари общежитири пÿлĕме пурăнма куçрăм. Тĕрĕссипе, упăшкана хăратасшăн çеçчĕ. Анчах вăл пире шыраса пымарĕ. Атте-анне ÿкĕтленипе уйрăлтăмăр. Çамрăклах ачапа пĕччен тăрса юлнăшăн чылай пăшăрхантăм. Ывăлăма ашшĕ кирлĕ вĕт! Петя ачипе кăсăкланмарĕ те.

Пĕррехинче лавккана кайрăм, манпа пĕр хĕрарăм калаçма тытăнчĕ. «Эсĕ ачун ашшĕ çуккишĕн пăшăрханатăн», – терĕ. Эпĕ ăна манăн мăшăр çукки пирки пĕр сăмах та каламан-çке. Ăçтан пĕлет вăл? Хĕрарăм малалла калаçрĕ: «Упăшкупа ахальтен уйрăлман эсĕ. Сăлтавне те калама пултаратăп. Хуняму айăплă. Вăл сана хур кăтартасшăн пулнă, анчах ывăлне лекнĕ». Хĕрарăмăн сăмахĕсене ăнлансах çитереймерĕм. Вăл хăйĕн патне килне пыма сĕнчĕ. Каймаллах-ши тесе чылайччен пуç ватрăм. Пĕр эрнерен хĕрарăм патне çул тытрăм.

Хуняма пире уйăрттарас тенĕ иккен. Вăл мана валли хатĕрленĕ ĕçмене тухатласа темĕнле хутăш янă. Анчах стакан Петьăн аллине лекнĕ. «Упăшку çавăнпа эрех ĕçме тытăннă. Халĕ хуняму куншăн мĕн чухлĕ ÿкĕннине пĕлесчĕ», – сăмах çăмхине сÿтрĕ юмăç. Уйрăличчен пулса иртнĕ пĕр саманта аса илтĕм. Хиртен утă турттарса килсен эпĕ апат хатĕрлеме кĕтĕм. Килте мăнукĕпе тăрса юлнă хуняма мана: «Кин, ывăнтăн пуль. Ак, çак улма-çырла сĕткенне ĕç-ха», – тесе стакан тыттарчĕ. Çăвар типнĕ пулсан та хуняма панă стакана сĕтел çине лартса апат-çимĕç хатĕрлерĕм. Кайран Петя чупса кĕчĕ, апата картишне илсе тухма ыйтрĕ. Турилкке йăтнăскер сĕтел çинчи улма-çырла сĕткенне ĕçме тытăнчĕ. Амăшĕ кухньăран чупса тухса стаканне туртса илчĕ. Мĕншĕн çапла хăтланчĕ вăл? Халĕ вара сăлтавне пĕлетĕп: ăна ман валли хатĕрленĕ-çке.

Юмăçран çак сăмахсене илтнĕ хыççăн ăна ĕнентĕм. Чунра темĕнле ырă пулчĕ. Пĕр эрне иртсен пирĕн пата кĕтмен çĕртен Антонăн ашшĕ килчĕ. Петя эпир паллашнă чухнехи пекчĕ. Вăл та, эпĕ те сăмах чĕнмерĕмĕр. Петьăна курсан çакна ăнлантăм: эпĕ ăна халĕ те юрататăп. Каçару ыйтсан каялла таврăнма ÿкĕтлерĕ. Хальхинче ăна хуларах тĕпленме ыйтрăм. Эпир пĕрлешнине пĕлсен хуняман чĕри вутра çунчĕ-ши? Ниçта кайса кĕреймерĕ ахăртнех. Темĕн тесен те, хамăн телейĕме никама та памăп. Нимĕнле усал та пирĕн пурнăçа аркатаймĕ.

Ольга.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас