Чăн пурнăçран
19 Апреля , 06:00

Петьăпа Мишшăн шăпи пĕр самантрах улшăнчĕ

Хитре те вăрăм урамра пĕр пысăк та тĕттĕм çурт ларать. Ун çине çынсем кичеммĕн пăхса çывăхран утса иртеççĕ. Унтан пĕрмай ача сасси илтĕнет, пĕри йĕрет, тепри кулать. Анчах вĕсен сассисенче савăнăç нумай мар, мĕншĕн тесен вĕсен чи юратнă çыннисем çумра çук.

Петьăпа Мишшăн шăпи пĕр самантрах улшăнчĕПетьăпа Мишшăн шăпи пĕр самантрах улшăнчĕ
Петьăпа Мишшăн шăпи пĕр самантрах улшăнчĕ

Паян та пĕр пĕчĕк арçын ача салхуллăн амăшĕпе ашшĕне кантăкран пăхса кĕтет. Урамра сивĕ çумăр çăвать. Çынсем пурте ăшă килĕсене хăвăрт утаççĕ, вĕсене унта çемье кĕтет. Хура кĕр кунĕсем чунри йывăр самантсене аса илтереççĕ, çавăнпа та пĕчĕк ача куçĕнчен кĕрхи çумăр пĕрчи евĕр йÿçĕ куççулĕ юхать. Унăн амăшĕ урăх килмест, ашшĕ пырса йăтса илсе çÿлелле ывăтмать. Тек вĕсен куллине вăл илтмест, мĕншĕн тесен чи çывăх çынсем ку çĕр çинче урăх çук. Вĕсем кайăк пек çут тĕнчерен виçĕ çул каялла вĕçсе хăпарса кайнă.
Аякран воспитатель сасси илтĕнет:
– Петя, ăçта эсĕ? Кил кунта. Каçхи апата каймалла.
Петя чÿрече янаххи çинчен сиксе анса сасă еннелле утрĕ. Ăна Анна Витальевна чĕнет. Çак хĕрарăм пур ачасен чи юратнă çывăх тусĕ, вăл питĕ кăмăллă та хитре хĕрарăм. Ултă çулхи Петя патне пырса вăл арçын ачана аллинчен çавăтса апат çимелли пÿлĕме илсе кайрĕ. Паян та пурне те пăтă параççĕ, аннен пăтти тутлăрах пулнă, анчах мĕншĕн-ши эпĕ ăна тиркенĕ? Çавăн пек шухăшсем нумай ачан пуçне кĕрсе, пĕрмай чĕрене йывăрлатаççĕ.
Апат çинĕ хыççăн ачасем хăйсен пилĕк вырăнлă çывăрмалли пÿлĕмĕсене уттараççĕ. Вĕсен халĕ кĕнеке вулама, теттесемпе выляма вăхăт пур. Петя ку вăхăтра хăйĕн виçĕ çулхи тусĕпе аппаланать. Ăна кĕнекери сас паллисене вулама вĕрентет, каярахпа вара çăвăнма пулăшать те çывăрма вырттарать. Пĕчĕк тусĕ Мишша ятлă, вăл тăлăх ачасен çуртне темиçе уйăх каялла килнĕ, ăна амăшĕ пăрахнă…
… Йывăр вăхăтсене пула Петя хăвăрт çитĕнсе çитрĕ.
Каç пулчĕ. Хура тÿпере çăлтăрсем курăнмаççĕ, вĕсене йăрăмлă пĕлĕтсем хупланă. Петя çывăрма выртрĕ. Кашни каç вăл амăшне аса илет, вăл ывăлне юмахсем вулатчĕ. Астуса юлнисене Петя час-часах ачасене каласа парать. Асаилÿсемпе чи кичем самантсем пуçа канăç памаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ çул çинче машинăпа çапăнса вилни çинчен Петя юлашки илтнĕ, ун чух вăл çак çурта вырнаçнă. Пĕчĕк пулнă пирки нумай япалана ăнланса та илеймен, ÿссе пынăçемĕн кăна амăшĕн ырă чĕри чи хакли пулнине туйса илнĕ.
Пĕррехинче ачасем урама выляма тухрĕç. Петьăна арçын ачасем футболла выляма чĕнчĕç. Выляса пĕтерсен, Петя Мишшăна шырама пуçларĕ, кăштахран пĕчĕк тусĕ çуккине ăнланса илчĕ. Мишшăн пĕрмай хăйĕн амăшне тупас килнĕ, унăн тарас шухăшĕсем те пулнă. Кашни иртсе каякан хĕрарăма вăл анне тесе чĕннĕ. Воспитательсем курман вăхăтра Петя карта умнелле пычĕ те шăтăк тупса пысăк урамалла тухса кайрĕ.
«Мишша хăйĕн пĕчĕк урисемпе аякка кайма пултарайман пуль-ха. Хăвăрт шыраса тупсан никам та пире çухатса та ĕлкĕреймест» тесе шухăшларĕ Петя. Автобус кĕтекен вырăнта ача сасси илтĕнчĕ те вăл унта чупса кайрĕ. Тимлĕрех пăхсан çынсем хушшинче Мишшăна асăрхарĕ. Вăл темле хитре хĕрарăмпа калаçса тăрать иккен. Петя хăвăрт вĕсем патне пычĕ те Мишшăна алран туртса илсе кайма хатĕрленчĕ, анчах та пĕчĕк тусĕ тÿрех макăрма пуçларĕ.
– Çук, эп каймастăп. Ку – манăн анне! Каймастăп урăх унта! Анне мана киле илсе каятăп терĕ! – тесе Петя аллинчен вĕçерĕнчĕ. Хитре хĕрарăм тĕлĕнсе пăхрĕ. Кун пек япалана кĕтмен вăл. Ачаран ятне çеç ыйтса ĕлкерчĕ хĕрарăм, халь анчах Мишша тăлăх пулнине ăнланчĕ. Вара Петьăна сăмах хушрĕ.
– Ан васка-ха, эпĕ сире нимĕн те тумастăп. Эсир ăçтан? Камсем пулатăр? Мишша, ку сан пиччÿ-и?
– Çук, эпир тăлăх ачасен çуртĕнчен. Пирĕн халех каймалла, унсăрăн вăрçаççĕ, – усаллăн хурав пачĕ Петя. Мишшăна йăтрĕ те хăвăрт утса кайрĕ.
Паян Анна Васильевна çук, çавăнпа та Петьăн шăпăрт, никама та курăнмасăр кĕрсе каймалла, унсăрăн тепĕр усал воспитательници çапма та пултарать. Унран пурте хăраççĕ, хирĕç нимĕн те калаймаççĕ. Пурте вĕсене шырама пуçланă иккен. Кĕрсенех, тарăхса кайнă воспитательници ачасене ятласа директор кабинетне илсе кайма тăчĕ.
«Мĕн пулать-ши халĕ?», – хăраса ÿкрĕ Петя. Вăл Мишшăн аллине хытă чăмăртарĕ. Çав вăхăтра çепĕç те палланă сасă пăлханнă воспитательницăна чарчĕ:
– Ан тытăр манăн ачасене!
– Сирĕн? – ыйтрĕ воспитатель.
– Манăн пулас ачасене! – терĕ сасă.
Хĕрарăм пÿлĕме кĕчĕ те хăпса кайнă арçын ачасем патне пычĕ. Петя пуçне çĕклерĕ те автобус чарăнăвĕнче паллашнă хĕрарăма курах кайрĕ.
– Эпĕ паян çак икĕ ачана киле илсе каятăп! Питĕ тунсăхларăм вĕсемсĕр! Директор кабинечĕ ăçтарах-ши?
Хитре хĕрарăмпа воспитательница коридорпа утса кайрĕç, ачасене вара япалисене пуçтарма хушса хăварчĕç. Мишшăпа Петя тĕлĕнсе пÿлĕмелле утрĕç. Кăштахран вĕсем хăйсен çĕнĕ килне кайрĕç.
Çав кунран арçын ачасен тăлăхсен çуртĕнчи пурнăçĕ вĕçленчĕ. Вĕсем амăшне тупрĕç! Петьăпа Мишшăн шăпи пĕр самантрах улшăнчĕ.
Пирĕн пурин те астумалла: аннесен чĕрисем питĕ ырă, вĕсем тăван мар ачасене те юратаççĕ! Апла пулсан, ачасем, хăвăр аннĕрсене юратар!
Анастасия ДАНИЛОВА.
Чăваш Ен.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас