Урал сасси
+15 °С
Облачно
Чăн пурнăçран
2 Августа , 07:00

Унсăр пурнăç çук

– Куратăн-и çав йăрăс пÿллĕ, тÿрĕ сăмсаллă, йăм хура çÿçлĕ арçынна. Кăшт вăхăт иртсен манăн мăшăр пулĕ вăл, – хам сисмесĕрех çапла каласа хутăм ĕçтеше. Ман чĕлхерен такам туртрĕ тейĕн. – Мĕн-мĕн? Упăшку пур çинчех мĕнле мăшăр пирки калаçатăн эс, Жанна? – хăвăрттăн ывăтрĕ сăмахне кÿршĕ сĕтел хушшинче ларакан Вероника.

Унсăр пурнăç çукУнсăр пурнăç çук
Унсăр пурнăç çук

– Пулсан ара. Пирĕн хушăмăрти кăвайт тахçанах сÿннĕ ĕнтĕ. Вăл заводран ывăнса килет те телевизор умне тĕшĕрĕлсе анать. Çулла – Атăла пулă тытма е дачăна кайма васкать, хĕлĕпе юлташĕсемпе гаражра тем çăрăлать. Килет те куçĕ кĕленче евĕр – сивĕ-сивĕ. Ман вара ĕçрен таврăнсан ун çумне йăпшăнса ларас, юратас, тăраниччен калаçас килет. Ывăнтăм эпĕ. Ывăл – Хусанта. Вĕренет вăл. Кашни кунах шăнкăравлать, анчах та çакă çеç çителĕксĕр… Хваттерте хăш кĕтессе пырса перĕнмеллине те пĕлместĕп.
– Илемлĕ те сывлăхлăскерсем – çуратас ик-виç ача! Мĕн вăл – пĕрре? Ав, çитĕнсе çитнĕ те вĕçсе тухса кайнă. Халь те кая юлман–ха эсир. Хăвăр та ача-пăча кăна. Хăвăн пек хÿхĕм те çепĕç хĕр ача çуратсамăр, – кулчĕ хирĕç ларакан хĕрлĕ сăн-питлĕ кăмăллă майра.
– Халь тин мĕн калаçмалли пур. Пустуй çăвар тутине сая яни кăна. Мана Алеша пĕр ача çитет терĕ.
– Чăнах та, Жанна, пĕр шÿтсĕр калатăп – ку çамрăк арçын санран куçне илмест… – çавăрчĕ калаçăва тепĕр енне ĕçтеш.
– Эп мĕн пирки тетĕп? Ирпе пĕрре килсе телеграмма панă хыççăн вăл тата икĕ хутчен çыхăну уйрăмне вĕçтерсе çитрĕ. Кунти пур пĕлтерĕве те вуласа тухрĕ. Тен, халиччен пăхмасăр та калама вĕренчĕ пуль. Тăватă-пилĕк хутчен переговорнăйне телефонпа кĕрсе калаçрĕ. Манпа, телеграфисткăпа, сăмах тапратасшăн пулса кунталла çывхарчĕ. Хăяймасăр каллех пĕлтерÿсен стенчĕ патне пырса тăчĕ.
– Ĕçĕсем нумай пуçтарăнса кайнă эппин. Пултăрах, – терĕ тантăшĕ Жаннăна куç хĕссе.
– Çавăнпа та, ху каларăшле, пирĕн çине куçне илми пăхать-и?
– Ĕç кунĕ вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Тен, вăл кама–тăр кĕтет.

… Çирĕм икĕ çул пĕрле пурăнса уйăхне пĕрре те пулин аса илмесĕр юлнă–ши эпир çав асамлă паллашу кунне. Чуна уçса калаçса ларнă чухне – тăтăшрах та. Пĕр япалашăн кăна эпĕ паян ÿкĕнетĕп – ăна итлесе юратнă арçынран ача çуратманшăн. Хама вара Айдар çумĕнче телейлĕ, илемлĕ пирĕшти пек туйнă эпĕ: чи тутлине çинĕ, чи хаклă та чаплă курортсене канма çÿренĕ. «Манăн чăваш пики, ман чĕрене çунтаракан Хĕвелпи», – тетчĕ вăл мана çупăрласа. Эпир пĕрре те тавлашса, хирĕçсе курман. Ывăлпа та часах пĕр чĕлхе тупрĕç вĕсем. Веçех аван пекчĕ. Анчах та пĕр самантра пĕтĕмпех арканчĕ, ванчĕ, çĕмĕрĕлчĕ.
Пирвайхи упăшка ăнсăртран инфарктпа çĕре кĕрсен хама ни вилĕ, ни чĕрĕ туйрăм. Шăп çавăн чухне час-часах почтăна йăпăртлăха, куç хÿрипе те пулин мана курма тесе, кĕрсе тухакан Айдарпа пĕрлешрĕмĕр те. Малтан темиçе хутчен те киле ăсатса ячĕ, унтан çĕнĕ çемье вучахне ĕмĕрлĕхех чĕртме хатĕррине, ăна сÿнесрен пĕрле упрама хирĕç маррине, Самарта ăна эпĕ тытса тăнине уççăн каларĕ. Пĕччен пурнăç ывăнтарнă иккен урçана.
Укçа аван илетчĕ вăл – мана пукане пек тăхăнтартатчĕ. Хитре тата пĕлсе тăхăнма эпĕ, тĕрĕссипе, яланах юратнă–ха. Хĕрарăмăн яланах патша майри пек çÿремеллине пĕлнĕ.
Çур çул каярах вăрах командировкăна кайрĕ те – урăх таврăнаймарĕ. «Мана ан шыра, ан кĕт. Телейлĕ пул», – терĕ вăл кĕске смс–çырăвĕнче. Ун хыççăн эпĕ ăна çур çул ытла курманччĕ. Пĕррехинче вăл хăйĕн çăраççипе хваттер алăкне уçса кĕчĕ. «Эпĕ усалпа мар, ырăпа килтĕм», – терĕ. Тумне, чунĕшĕн хаклă япалисене илме килнĕ иккен.
Çавăн чухне пирĕн умра пĕр каç пурччĕ. Эпĕ умри арçынна еплерех хытă юратнине каласа парас тесе кирлĕ сăмахсем шырарăм, анчах – тупаймарăм. Вăл та çывăха пымарĕ, ыталамарĕ те… Ун вырăнне ваннăй пÿлĕмĕнче лампочка çуталмасчĕ – ăна юсарĕ, кухньăра кран айĕнче шыв тумлатчĕ – ăна юхми турĕ.
Вăл кайнă хыççăн маншăн тĕнче пĕтнĕнех туйăнать – янкăр уçă тĕссем çухалчĕç, тĕксĕмленчĕç. Пĕртен-пĕр шанчăкăм, йăпанăçăм, ывăлăм халĕ те аякра пурăнать. Епле пурăнас малашне? Пĕлместĕп. Тен, ман ĕçе вырнаçмалла та хĕрÿ юратăва манмалла? Анчах пултарайăп-ши?
Жанна К.
Самар хули.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас