Урал сасси
+12 °С
Облачно
Чăн пурнăçран
18 Октября , 06:00

Анисăн вăрттăн ĕмĕчĕ

Ирхине Аниса пичĕ çине тем ăшшăн çутатса пăхнипе вăранса кайрĕ. Куçне уçрĕ те кантăк витĕр хĕвел пайăркисем хаваслăн пăхнине курчĕ. «Ырă кун пултăр, Аниса! Вырăн çинчен тăма вăхăт çитнĕ», – тенĕн туйăнчĕç вĕсем хĕр ачана.

Добавить в предпочтительные источники Google
Анисăн вăрттăн ĕмĕчĕАнисăн вăрттăн ĕмĕчĕ
Анисăн вăрттăн ĕмĕчĕ

Анисăна кукамăшĕ патне яла кайса пурăнма килĕшет. Кунта ыйхи те тутлăрах, апачĕ те техĕмлĕрех пек туйăнать. Хулара та шкултан канмалли кун, ыттисемпе танлаштарсан, вăрахрах çывăрать хĕр. Анчах та кукамăшĕ патĕнче вырăнĕ те çемçерех, ыйхи те асамлăрах пулас – çавăнпа та унта Аниса чылай вăхăт çывăрма пултарать.
Ашшĕпе амăшĕ хăйсен хĕрне яла час-часах илсе каяççĕ. Çавăнпа Аниса, пĕрремĕш класра вĕренет пулсан та, ял пурнăçне самаях пĕлекен пулчĕ. Ял çыннисем уйра тырă-пулăпа çĕрулми ÿстереççĕ, витере выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, пахчара улма-çырла лартса илеççĕ. Аниса сĕт ăçтан пулнине, кĕвĕлнĕ сĕте уçласа çупа уйрана мĕнле тунине, епле çăнăх туса çăкăра ăçта пĕçернине аванах чухлать… Унăн хулари тантăшĕсенчен чылайăшĕ кун пирки нимĕн те пĕлмеççĕ, вĕсен шучĕпе пур апат-çимĕçе те лавккара сутаççĕ имĕш.
Ялта тăтăшах пулнине кура хĕр чăвашла калаçнине те самай ăнланакан пулчĕ. Хулари шкулта чăваш чĕлхине эрнере икĕ урок анчах вĕрентеççĕ, çавăнпа та хĕр ача хальлĕхе çирĕппĕн чăвашла калаçма пултараймасть. Икĕ сехет, паллă ĕнтĕ, чăвашла лайăх вĕренес тесен сахалтарах. Урамра та, çемьере те унпа никамах та чăвашла калаçмасть. Юрать-ха, вăл час-часах ялта пулать, кукамăшĕ вырăсла пĕлет пулин те унпа тăван чĕлхепе çеç калаçать. Çавна кура Аниса хăйĕн класĕнче чăваш чĕлхине пĕлекенсен шутĕнче чи пултаруллисенчен пĕри.
Кĕтмен çĕртен хĕр ачан хăлхине тем чĕвĕлтетнĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Унталла-кунталла пăхкаларĕ те урай варринче, хĕвел пайăркисем ытларах пăхнă çĕрте, картонран тунă пĕр курупка тăнине асăрхарĕ. Унăн ăшĕнче сап-сарă чĕпсем сиккелеççĕ.
– Кукамай, кукамай, ку мĕнле чĕпĕсем пулчĕç? – тĕлĕннĕ сасăпа ыйтрĕ Аниса.
Кăштахран кукамăшĕ çывăрмалли пÿлĕме кĕчĕ те:
– Аниса, эсĕ вăрантăн та-и? Ара, чăх чĕпписем вĕсем. Паян анчах çăмарта хуппине ватса тухрĕç, – терĕ ăшшăн.
– Кукамай, каласа пар-ха тархасшăн, чăх чĕпписем мĕнле çуралаççĕ? – тимлесех ыйтрĕ кукамăшĕнчен пĕчĕкскер.
Пушă вăхăчĕ сахалтарах пулсан та кукамăшĕ чăх чĕпписем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Мĕнле майпа çут тĕнчене килеççĕ, мĕнле пăхмалла, мĕн çиеççĕ-ĕçеççĕ, ăçта пурăнаççĕ, мĕнле çывăраççĕ, хăçан çăмарта тума пуçлаççĕ. Çав тери тимлесе итлерĕ кукамăшĕ каланине мăнукĕ. Уйрăмах чĕпсем çăмартаран мĕнле тухни Анисăна хытă кăсăклантарса ячĕ. «Мĕнле-ха вара, калаçма та, утма та пултарайман, сиккелеме те çиме пултаракан сап-сарă та çеп-çемçе пĕчĕк чĕрĕ чун хытă хупăллă шурă çăмартаран тухма пултарать?» – çак ыйту çине тем пек тăрăшсан та хĕр ача ниепле те хурав тупаймарĕ. Кукамăшĕ каласа пĕтерсе хăйĕн ĕçĕсемпе пÿлĕмрен тухса кайсан Анисан пуçĕнче пĕр шухăш çуралчĕ – амăшĕ валли тĕлĕнтермĕш парне хатĕрлесси.
Аниса çемьере пĕртен-пĕр ача. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне килте пĕчченех юлать вăл. Уроксем туса пĕтерсен тепĕр чухне ăна питех те кичем пулса каять. Хĕр ачан выляма никам та çук, телевизор пăхас килмест, компьютер хăй патне туртмасть, кĕнеке вулама тесен куçĕсем ывăннă. Вăл ашшĕпе-амăшĕнчен йытă е кушак çури илсе пама пĕрре мар ыйтнăччĕ, анчах та вĕсем темшĕн çак таранчченех унăн ыйтăвне татса памарĕç. Шăллĕпе йăмăкĕ пирки те ĕмĕтленет Аниса, анчах вĕсем те, тем пек кĕтсен те, вĕсен çемйине килмерĕç-ха.
Ялтан хулана кайнă май хĕр пĕрчи чылайччен шухăшласа çăмартана ăçта хурса чăх чĕппи кăлармалли ăшă вырăн тупасси пирки пуç ватрĕ. Тĕрлĕ шухăшсем çаврăнчĕç, анчах та пĕри те лайăх пек туйăнмарĕ. Шухăшласан-шухăшласан, Аниса çăмартана ăçта хумаллине уйласа тупрĕ.
Кĕркунне çитрĕ. Кунсем кĕскелчĕç. Хĕвел йăвашшăн пăхма пуçларĕ, час-часах çумăр пĕрĕхрĕ. Çанталăк сивĕтме пуçларĕ. Пĕр канмалли кун амăшĕ гардеробра тем тăрмашатчĕ, пальтосене кăлара-кăлара пăхатчĕ, вĕсен тÿммисене, кĕсйисене тĕрĕслетчĕ, пуçа тăхăнмалли çĕлĕксене çавăркалатчĕ… Кĕтмен çĕртен, пĕр çăмламас çĕлĕкрен чăх çăмарти кусса тухрĕ те урайне ÿксе ванчĕ.
– Ай тур-тур, мĕнле çăмарта пулчĕ ку? Кам хунă ăна кунта? – тĕлĕнсе ыйтрĕ амăшĕ.
Сĕтел хушшинче ларакан Аниса çакна курчĕ те амăшĕ патне чупса пычĕ:
– Анне, ку çăмартана çак çĕлĕк ăшне эпĕ хунăччĕ. Чăх чĕппи кăларса сана парнелес тенĕччĕ, анчах çуллахи каникул вăхăтĕнче ун çинчен эпĕ манса кайнă. Чăх чĕппи çавăнпа тухман пулĕ, – терĕ именчĕклĕн.
Амăшĕ хĕрне ачашшăн ыталаса илчĕ те питĕнчен чуптурĕ. Вăл хĕрне чылайччен ытамĕнчен ямарĕ. Хĕрарăмăн пуçне тĕрлĕ-тĕрлĕ шухăшсем кĕчĕç пулас. Тен, хĕрĕ тахçантанпах панă ыйтусем тепĕр хут килсе хăйсене аса илтерчĕç.
Аниса амăшне çав тери юратать, çавăнпа та ун çумне хыттăнрах çыпăçрĕ. Хĕр ача шанать, амăшĕ вăл ыйтнине хăçан та пулсан пурнăçласса. Хуть шăллĕ, хуть йăмăкĕ пултăр, уйрăмлăх çук, вăл ăна пурпĕрех юратĕ, пăхĕ, уншăн шанчăклă аппăшĕ пулĕ. Вара Анисăна нихăçан та кичем пулмĕ. Вĕсен çемйи те туслă та ырлăхлă пулĕ, пурăнакан хваттерĕнче чăх чĕппи тĕслĕ сап-сарă хĕвел яланах çутатса ăшшăн пăхĕ.
АРА Мишши.

Автор:Татьяна Иванова