Пур хыпар та
Чăваш апачĕ
13 Ноябрӗн 2019, 16:48

«Пыр хыççăн каяр мар», -

- тенĕ чăвашсем мĕн авалтан. Вĕсем апат çине нихăçан та сиксе ÿкмен. Апата киленĕçе çавăрма тăрăшман, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе вăхăт ирттерни те тĕрĕс мар тесе шутланă.

Апата чăвашсем ытларах пĕçерсе çинĕ. Сайра хутра çеç ăшаланă, нихăçан та тĕтĕмлемен. Кунне икĕ-виçĕ хутчен çеç апатланнă пулсан та кÿпĕниччен çимен. Чăваш сĕтелĕ çинче ытларах курăк пулнă. Çулла чĕрĕ курăк, çырла, пахча çимĕç çинĕ пулсан, хĕлле - типĕтнĕ кăмпа-çырла, пултăран, серте. Сайра хутра - тăварланă апат.

Чăваш кухнине вырăс, тутар, удмурт, мари кухнисен сĕмĕ витĕм кÿнĕ пулсан та халăх йăлинчи хăйне палăртакан йĕрсем пур. Чăваш кухнине кĕрекен тĕп çимĕç - пахча çимĕçĕ. Чăвашсем тахçантанпах çĕр ĕçĕпе пурăннă тата выльăх ĕрчетнӗ. Аш ытларах хĕлле çинĕ, ун чухне çутăпа холодильник пулман. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче çĕр улми ӳстерме тытăннă. Унсăр пуçне çырла, кăмпа, мăйăр та çисе пурăннă.Пирĕн халăхăн талăклăх рационĕнче çуллă мар сĕт-турăх пулнă. Çуллă апата сайра хутра çеç çинĕ, пĕçернĕ чух ытларах тип çупа усă курнă. Чăвашсем сахăр пачах та çимен. Çăнăха вĕтĕ туса авăртман. Çапла майпа унра усăллă япаласене сыхласа хăварнă.

Мăн асаттесемпе асаннесем ытла вĕри апат çимен, чей ĕçнине те ырламан. Халăхăн тĕп ĕçми çăл шывĕ пулнă. Уявсенче чăн-чăн сăра ĕçнĕ. Ăна ХХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче вĕретме тытăннă. Алкоголь тытăмлă шĕвексене ватă арçынсем çеç ĕçнĕ.

Какай пирки калас пулсан, чăвашсем пĕçернĕ çуллă мар аш, уйăхне 2-3 хутран ытла мар, çинĕ. Апат вăхăтĕнче пĕр харăс темиçе тĕрлĕ япала хыпса çăтман. Тĕп апат курăк ярса пĕçернĕ çăмах е салма яшки тата ыраш çăкри пулнă. Çакă вĕсене сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшнă.