Пур хыпар та
Чăваш арĕ
25 Декабрӗн 2019, 12:50

Алла çитсен, асатте-кукаçи пулсан…

Вăл йышлă çемьере кĕçĕнни пулса çут тĕнчене çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче килнĕ. Çиччĕмĕш ачине Геннадий Емельяновичпа Елизавета Семеновна Владимир ят панă. Чăвашла каласан Улатимĕр. Тимĕр, апла пулсан çирĕп тенипе тÿр килет. Çакна çур ĕмĕре çитнĕ Владимир Геннадьевичăн пурнăçĕнчи тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать.

Арçын ача çуралнă вăхăтра, 1970 çул, ашшĕ Давлекан районĕнчи Мажит Гафури ячĕллĕ хуçалăхра тĕп бухгалтер пулса ĕçленĕ, амăшĕ колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Аслисен хÿттинче арçын ача ачаш та иртĕнсе ÿснĕ тесе калаймăн. Вăл çиччĕ тултарсан йывăр чире пула ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Паллах, çывăх та хаклă çынна çухатма тем тесен те питĕ йывăр пулнă, ытти пĕртăванĕсемпе пĕрле унăн чĕринче те тарăн суран хăварнă. Ун чухне Володя шăпах пĕрремĕш класа çÿре пуçланă. Малтан Владимир Андреев тăван ялти Чуйăнчă-Николаевкăри шкулта сакăр класс пĕтернĕ, вăтам пĕлĕве вара кÿршĕллĕ Чуйăнчăра илнĕ.
Каччă ÿсĕмне кĕресси те вăрах кĕттермен. Апла пулсан салтак аттине тăхăнасси те юнашарах çÿренĕ. Çавна сиссе-ши е урăх сăлтава пула Совет Çарĕн ретне тăриччен ĕнерхи шкул ачи военкомат урлă водителе вĕренсе тухать. Сăмах май каласан, каярах çак ĕç уншăн мĕн паянхи кунччен кирлĕ те усăллă професси пулса тăрать. Çарта икĕ çул руль умĕнче пулни чăваш каччине тăван яла таврăнсан уйрăмах пысăк пулăшу кÿнĕ. Шăпах çак вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, чуйăнчă-николаевкăсем М.Гафури ячĕллĕ колхозран уйрăлса «Рассвет» хуçалăх йĕркелеççĕ. Ĕнерхи салтак тин çеç никĕсленĕ пĕрлĕх ĕçне хутшăнма кăмăл тăвать. Кăшт вăхăт иртсен ăна КамАЗ автомобиль (ял хуçалăх варианчĕ) шанса параççĕ. Çапла пуçланать каччăн ĕç биографийĕ.
Кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра тумалла теççĕ. Çын ĕçпе çеç тутă та тулăх пулаймĕ. Çамрăк та вĕресе тăракан ÿт-пÿре юрату туйăмĕ те çуралмалла пек. Ку пурнăç чăнлăхĕ. 1991 çулхи март уйăхĕнче Владимир çемье çавăрать. Юратнă мăшăрне, Екатеринăна, хăйсен районĕнчи Канчăлав ялĕнчен «туянать». Унтанпа 28 çул иртнĕ. Пурнăçра савăнăçĕ те, хурлăхĕ те сахал мар пулнă-тăр. Çак вăхăт хушшинче Андреевсен туслă та çирĕп çемйи çуртне те, йывăçне те лартнă, пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Паянхи кун мăнук пурри хăй уйрăм савăнăç.
Хальхи вăхăтра Владимир Геннадьевич 10 çул ытла Чуйăнчă шкулне сакăр ялти ачасене турттарать. Асăннă ĕçĕн явапĕ пысăк пулни пирки каламасăрах паллă: вĕренекенсене ырă та тĕрĕс-тĕкел вырăна илсе çитермелле, каялла леçсе ямалла, кашни утăмра сыхă та асăрхануллă пулмалла. Унăн ĕç кунĕ ирхи 5 сехетре пуçланать те мĕн тĕттĕм каçчен тăсăлать. Унсăр пуçне кил-çуртри хуçалăх та пысăк – 8 ĕнепе 7 пуç пăру тытаççĕ. Çуллахи вăхăтра хур-кăвакалĕ карта тулли чупать. Çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе алă вĕççĕн ĕçленипе тăрантас çук. Çавăнпа та техника ĕмĕрĕнче хурçă утсемсĕр те май килмест. Ку енĕпе те Андреевсем пуçаруллă, хуçалăхра «Беларус» трактор, çăк турттармалли тата çăмăл автомобильсем пур. Çулмалли, утта пресламалли хатĕрĕсем те çителĕклех. Пĕр-пĕр ĕç тума тытăнсан «ăна пар-ха, çав çук-и?» тесе ыйтса çÿремелле мар. Пурте ал айĕнче тата хăй вырăнĕнче.
Владимирпа Екатерина Андреевсен тепĕр ырă та паха енне те палăртса хăвармалла. Вĕсем амăшне, Елизавета Семеновнăна, пăхса пурăнаççĕ. Кăçал вăл 85 çул тултарчĕ. Ывăлĕпе кинĕ ăна та тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма, канлĕ ватлăх кунĕсем туса пама тăрăшаççĕ. Апла пулсан кил-çуртра ăнланупа килĕшÿ, аслине сума сăвасси хуçаланать. Çакă çемье пурнăçĕнче чи кирли тата хакли. Вĕсене упрасси арçынран нумай килет. Çут тĕнчере чăн-чăн арçын пулма чăнах та çăмăл мар иккен.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Давлекан районĕ,
Чуйăнчă-Николаевка ялĕ.