Пур хыпар та
ЧĂВАШ КĂЙКĂРНЕ - 90 ÇУЛ
4 Сентябрӗн 2019, 12:52

Пуç таятпăр паттăр умĕнче

Август уйăхĕн 23-мĕшĕнче‚ Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалланă уяв умĕн‚ Çтерлĕ хулинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ ветерансен Канашĕ тата унăн председателĕ, çак йĕркесен авторĕ, Чăваш Ене çул тытрăмăр.

Пушкăртстан делегацине Шуршăл ялĕнче вырнаçнă А.Г.Николаев ячĕллĕ Космонавтика музейĕн директорĕ А.Н.Тукмаков‚ Чăваш Республикинчи ветерансен Канашĕн членĕсемпе унăн председателĕ Н.Н.Семенов хапăл туса кĕтсе илчĕç. Александр Николаевич Мемориаллă комплекс тăрăх экскурси ирттерчĕ. Андриян Николаев космонавт часавайĕнче Пушкăртстан çĕрĕ çинчи пĕрремĕш тĕлпулăва аса илтĕмĕр. А.Г.Николаев пирĕн республикăна 1997 çулта Г.Н.Архипов ертсе пыракан ЧНК ларăвне официаллă делегаципе килнĕччĕ. Регионта пурăнакансенчен нумайăшĕ ăна курнă‚ паянхи кунччен çак савăнăçлă куна аса илеççĕ. Чăваш Енри ветерансен организацийĕн членĕсем каланă тăрăх‚ Андриян Григорьевич хăйĕн вĕçевĕпе чăваш халăхĕн авторитетне çÿле çĕкленĕ. Пĕтĕмĕшле Чăваш Республики çĕршывшăн виçĕ космонавт – Андриян Николаев‚ Николай Бударин тата Муса Манаров – çитĕнтернĕ. Часавайĕнчен тухсан А.Н.Тукмаков сад-парка кайма сĕнчĕ. Эпир чылай вăхăт космонавтсен аллеи тăрăх уçăлса çÿрерĕмĕр. Унти йывăçсене паллă çыравçăсем лартнине те каласа хăвармалла. Космонавтика музейĕн директорĕ А.Г.Николаев хăй тата ЧР пĕрремĕш президенчĕ Н.В.Федоров лартнă йывăçсене кăтартрĕ. А.Г.Николаев ячĕллĕ ветерансен Канашĕ ятĕнчен эпир те хунав лартса хăвартăмăр. Унтан Александр Николаевич Шуршăл ялĕнче Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ‚ СССР летчик-космонавчĕ‚ авиацин генерал-майорĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ музей уçăлнин историйĕпе паллаштарчĕ.
Шкул музейне М.Я.Гаврилов шкул директорĕн пуçарулăхĕпе 1972 çулхи декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче уçнă. 1978 çулхи сентябрь уйăхĕнчен вăл республикăри Краеведени музейĕн (халĕ вăл Наци музейĕ) филиалĕн статусне тивĕçнĕ.
2001 çулхи ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче музей çĕнĕ‚ ăна халалласа хăпартнă çурта куçнă. Ăна Чăваш Енĕн президенчĕ Н.В.Федоров пуçарнипе хăпартнă. Музей уçăлнипе çыхăннă церемоние П.Климукпа В.Горбатко‚ Ю.Батуринпа А.Николаев‚ Н.Бударинпа М.Манаров космонавтсем хутшăннă.
Малалли хаçатăн 36№.
Виталий МИХАЙЛОВ.
Çтерлĕ хули.