Пур хыпар та
Чăваш тĕнчи
29 Кӑрлач 2020, 12:58

Авланас е качча каяс йĕрке мĕнле пулнă?

Ĕлĕк чăвашсем авланас е качча каяс ыйтăва çемьере сÿтсе явнă. Ывăлĕ авланмалли вăхăта çитнĕ тесе шутлаççĕ пулсан, ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем ăна валли хĕр шырама пуçланă. Мăшăр суйламалли йĕркесене ун чухне çирĕп пăхăннă. Хăшĕ-пĕрисене халĕ те тытса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, пĕр-пĕринпе çемье çавăрма çичĕ сыпăкран иртнĕ тăвансем çеç пултараççĕ. Ваттисем кун пирки çитĕнекен ăрăва ас илтерсех тăмалла.

Христиан тĕнне йышăниччен чăвашсен хушшинче сорорат (арăмĕ вилнĕ хушăра арçын унăн йăмăкне качча илме пултарнă) анлă сарăлнă. Амăшĕн пĕртăванĕ ачисене ама çуринчен лайăхрах пăхать тесе шутланă. Çавăн пекех левират текен йĕрке - пиччĕшĕ вилнĕ хушăра шăллĕ унăн арăмне качча илнĕ - пулнă. Çак пулăма та ачисене лайăхрах пăхассипе çыхăнтарнă. Паллах, сăлтавĕ пурлăхпа та çыхăннă. Пĕртăван пиччĕшĕпе шăллĕне пĕртăван аппăшĕпе йăмăкне качча илме ирĕк пулман. Сорорат чухне хулăн (калым) укçи тÿлемен, хĕр тупри те сахалрах пулнă. Левриат чухне хĕрарăм япалисене илсе килĕнчен тухса кайман, мăшăрĕн килĕнчех тăрса юлнă. Ывăлсемĕ (упăшкин шăллĕ) хулăн укçи паман, туй туса укçа тăкакламан. Тăлăха юлнă хĕрарăм ют яла качча тухас пулсассăн, ывăлĕсене хăйпе пĕрле илсе кайма пултарнă. Анчах 12-14 çула çитсессĕн арçын ачасем ашшĕн тăванĕсем патне таврăннă. Вĕсене ашшĕн ялĕнче çеç çĕр панă.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.