Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
10 Кӑрлач 2020, 12:40

Чăваш ячĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

Чăвашсем ачисене епле ят парасси вĕсем хăш вырăнта, хăш вăхăтра тата епле лару-тăрура çуралнинчен килнĕ.

Çимĕкре çуралнисене Çимухха, Çимук, Çиментей тесе чĕннĕ. Микулара çут тĕнчене килнисене Микулай, Микула, Микулкка ятсем хунă. Мăнкун эрнин пĕрремĕш кунĕнче – Калăм кун - çуралнисене Калăмпи, Калăмçи, Калăмкка ят панă. Çумăрта çуралнисене Çумăркка, ирхине çуралнисене Иртепи, Ирпике, каçхине çуралнисене Каçик, Каçинкке ятлă хунă. Вăхăчĕ çитиччен çут тĕнчене килнисене Тăхтаман, туй вăхăтĕнче-тĕк Туйрапи, Туйпике, хăнара-тăк Хăнарук тесе чĕннĕ. Ятсене çуралнă вырăнĕ епле пулнине кура та панă. Туллă-сăртлă вырăнта çуралнисене - Тутирек, Тутимĕр, Тунихва, уй-хирте – Хиртепи, Уйтепи, ялта – Ялтăрма, Ялахви. Ятсенче ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачин шалти тата тулаш енчи пахалăхĕсем пирки ĕмĕтленни те сăнарланнă: вăйлă ача пирки ĕмĕтленекенсем Паттăр, илемлĕ ача пирки ĕмĕтленекенсем Илемпи, макăрман ача пирки ĕмĕтленекенсем Йĕменпи ят хунă. Тимеркке – çирĕп ача тенине пĕлтернĕ.
Хăш-пĕр ятсенче хăш кун çурални сăнланнă: тунти кун – Тунюк, ытлари кун – Ытлапи, Ытламас, юн кун – Юниса, Юнкур, кĕçнерни кун – Кĕçнер, эрне кун – Эрнеç, Эрнук, шăмат кун – Шăмпике, Шăмакка, вырсарни кун – Вырăстай. Хăш-пĕрисем аслашшĕн е ашшĕн ячĕпе пĕр пек вĕçлекен ятсем хума тăрăшни те палăрать. Аслашшĕ Мултиер пулсан, ывăлĕ Мулентей, мăнукĕсем – Мулюк, Мулюс, Мулевер пулма пултарнă.
Тутарсем хушшинче пурăнакан чăвашсене мăсăльман ячĕсем панă (Салтыба, Туктар), ят хума муллана чĕннĕ. Тин çуралнă ачан пичĕ çинче хĕрлĕ пăнчă пулсан, «мин», «мини» сыпăкран («мин» тени тутарларан «турă палли» тесе куçать) тăракан ятсем панă: Минкке, Минеслу, Минтукка, Минхевер. Ун пек ят панипе пăнчă пĕтĕмпех пĕтмест пулсан та, кăштах пĕчĕкленĕ тесе шутланă.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: