Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
18 Мартӑн 2020, 13:29

Авалтан килнĕ этнос ячĕ

Эпир час-часах «чăваш» термин хăçан пулса кайни çинчен калаçатпăр. Тата Атăл тăрăхĕнчи пăлхар халăхĕн этнонимĕ Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнче «чăваш» этнонимпа улшăнни те (е кун пек улшăну пулман та-ши, - авт.) нумай çынна канăç памасть. XIX ĕмĕр вĕçĕнче - XX ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă Н.И. Ашмарин паллă историк-тюрколог ытти халăхсем авалхи пăлхарсене çак «пăлхар» ятпа чĕнни, пăлхарсем хăйсене хăйсем «чăвашсем» тени çинчен нумайăшĕ пĕлетпĕр... Ăсчах çырнă тăрăх, X ĕмĕрте мăсăльман тĕнне йышăннă пăлхарсемпе XIII ĕмĕрте кунта килнĕ тутар-монгол тата кипчаксем XIII-XV ĕмĕрсенче пĕр тутар этносне пĕрлешнĕрен, X ĕмĕрте мăсăльман тĕнне йышăнман, хăйсен тăван чĕлхине çухатман пăлхарсене XV ĕмĕрте вĕсен авалтан килекен ячĕпе çĕнĕрен «чăваш» тесе палăртма тытăннă иккен.

Н.И. Ашмарин каланипе тавлашма май çук, мĕншĕн тесен, «чăваш» текен этнос терминĕ Хусан ханлăхĕ тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ умĕнхи вăхăтсенчех пулни çинчен нумай истори факчĕсем калаççĕ. Сăмахран, авалхи Аслă Арменире ытти провинцисемпе пĕрле «Чувашрот» е «Чăваш ăрачĕ» провинци пулнă. Урăхла каласан, пирĕн мăн асаттесен пĕр пысăк пайĕ авал Арменире те пурăннă, вĕсене «чăвашсем» тесе чĕннĕ. Чăвашсем авал Кавказра пурăнни çинчен чăваш халăх легендисем те çирĕплетеççĕ. Тата тепĕр истори факчĕ: XII ĕмĕр вĕçĕнче - XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă Ибн-эль-Асир араб историкĕ çырнă тăрăх, 1221 çулта тапăнса кĕнĕ монгол-тутарсене хирĕç тухнă Араб халифачĕн çарĕнче 800 чăваш юланутçи те пулнă. Ку факт «чăваш» этнос терминĕ XIII ĕмĕртех тутар-монгол тапăннă вăхăтрах пулни çинчен калать.
Нумай вырăс тата ытти çĕршывсенчи историк-ăсчахсем, чăвашсем - çĕр çинчи чи авалхи нумай мар халăхсенчен пĕри, тесе шутлаççĕ. Çапла калакан ăсчахсен хушамачĕсене çырса тăмастăп: вĕсен списокĕ пĕр страницăна çеç мар тултарма пултарĕ. Ăсчахсем çырнине шута илсе, чăваш халăх историне авалтан пуçласа паянхи кунччен çапла тапхăрсемпе палăртма юрать:
- Чăваш халăхĕн авалхи Египетпа тата Шумерпа çыхăннă тапхăрĕ;
- Шумер патшалăхĕ саланнă хыççăнхи ĕмĕрсенчи Шубаши (Субарту) патшалăхĕпе тата пирĕн эрăчченхи XIII-XI ĕмĕрсенчи Ассирипе çыхăннă тапхăр;
- Кивĕ эрăн пĕрремĕш пинçуллăхĕнчи Вăтам Азире тата гунсен Çĕршывĕн Китай енчи чиккинче вырнаçнă Чеши (китайла- Чашшар, Субейси) патшалăхĕнче авалхи чăвашсем пурăннă тапхăр;
- Çĕнĕ эрăн пуçламăш ĕмĕрĕсенче гунсемпе пăлхарсен Европăра пурăннă тата Аттила патшан импери тапхăрĕ;
- Пăлхарсемпе сăварсен Кăнтăр-тухăç Европăра вырнаçнă Аслă Пăлхар тата Вăтам Атăл çинче вырнаçнă Атăлçи Пăлхар патшалăхĕсен XIII ĕмĕрчченхи тапхăрĕ;
- Монгол-тутарсем XIII ĕмĕрте тапăнса кĕнĕ хыççăнхи пăлхар-чăвашсем Ылтăн Уртара, Хусан ханлăхĕнче пурăннă, паян Раççейре пурăнакан тапхăр.
Истори факчĕсем çак кăтартнă кашни тапхăртах «чăваш» этнос ячĕ пулни çинчен калаççĕ. М.А. Эшби Инди теологĕ, философи докторĕ каланă тăрăх, авалхи Египетра лотос чечекĕ тĕнчене çутă паракан ирхи шурăмпуç символĕ пулнă; «лотос» - авалхи египетла - «шаваш». Исихий пĕлтернĕ тăрăх, Моисейĕн несĕлĕсем пулакан авалхи кимерсен (шумерсем), египетсен (волхорсем) тата савроматсен вĕсене пĕрлештерекен «чăваш» ячĕ пулнă. Г. Кеннаман каланипе, «волхор» сăмах «пăлхар» сăмахпа пĕр килет. А.В. Изоркин чăваш халăхĕн ятне шумер-аккад мифологийĕнчи Шаваш ятлă вăрçă туррин ячĕпе çыхăнтарать. Н.Я. Марр каланă тăрăх, «чăваш» сăмах темиçе пин çул каяллах Шумерта «сувар» - «сувас» - «шубаш», «чăваш» улшăнусем урлă пулса кайнă. Г.П. Егоров «чăваш» сăмахăн тупсăмне Шумерти Чашшар патшалăхĕнчи чеш халăхĕпе çыхăнтарать: унăн шухăшĕпе «чăваш» этнос ячĕ историлле улшăннă «чеш» сăмахĕ пулса тухать.
Пирĕн эрăчченхи XIII-XI ĕмĕрсенче Ассири патшисем хăйсен çĕршывне субарсен-шубашсен патшалăхĕ тенĕ. Пирĕн эрăчченхи XI ĕмĕрте Ассирие арамей-семитсем тапăнса кĕнĕ. Çавна пула шубашсем - чăвашсем, кÿршĕ гути тата хуррит йăхĕсемпе пĕрлешсе, тухăçалла - Вăтам Ази еннелле, каярахпа - Центральнăй Азие тата Алтая кайнă. Центральнăй Азире вĕсем гунсен çĕршывĕнче (державинче) Чашшар (китайла- Шубаши, Субейси) патшалăхне йĕркелесе пурăннă. Асăрхăр: «çĕршыв» тата «держава» сăмахсем пĕр пек илтĕнеççĕ. Нумай ăсчахсем «держава» сăмах вырăсла «держать» сăмахран мар - чăвашла «çĕршыв» сăмахран тухнине çирĕплетеççĕ. Тухăçалла кайнă чăвашсен пĕр пайĕ Кавказри авалхи Арменире Чăваш ăрачĕ (Чувашрот) провинцире пурăнни çинчен каларăм ĕнтĕ. Ассирире тăрса юлнă шубашсем (чăвашсем) каярахпа семитсемпе пĕр халăха хутшăнса кайнă. Çавăнпа паянхи еврейпе чăваш чĕлхисенче пĕр пек сăмахсем питĕ нумай. В.В. Николаев тата В.Ф. Каховский «чăваш» этнос ячĕ Чашшар патшалăхĕнчи чеш халăхĕн ятĕнчен улшăнса пулнă тесе ăнлантараççĕ.
Илсе кăтартнă истори факчĕсем, çемçен каласан, уйрăм «инкек-ăсчахсем» пирĕн халăхăн ячĕ «йăваш» сăмахран тухса кайнă тесе калакан «теорие» тăрă шыв çине кăлараççĕ. Хăшĕ-пĕрисем çакăн пек каланине вĕсем чăваш халăхĕнчен тăрăхласа кулни вырăнне çеç хурас пулать. Тата çынран мăшкăлласа кулма юратнине пула флот службинчен кайма тивнĕ В.И. Даль, чăваш халăхĕнчен кулса, «чăваш» сăмах сысна çинчен калакан «чушка» сăмахран пулса кайнă тени те аса килет. Сăмаха май В.И. Даль çинчен каласан, вăл чăвашсем çине темшĕн питĕ кÿреннĕ пулас: А.С. Пушкин хăйĕн тĕрлĕ ĕçĕсенче чăвашсене мухтаса çырнă вăхăтрах, В.И. Даль хăйĕн вырăс словарĕнче «народ» сăмаха ăнлантарнă чухне, чăвашсем çинчен: «чуваши - народишко плохой» тесе çырать.
Анчах, çак куна çитсе, хамăртан çынна мăшкăлласа култармăпăр ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, «чăваш» сăмах нимле «чушка», «йăваш» сăмахсенчен пулса кайма пултарайманни ухмахшăн та паллă. Мĕншĕн тесен пирĕн халăха палăртакан «чăваш» этнос ячĕ хăçан тата ăçтан пулса кайни çинчен сумлă ăсчахсем çырнине илсе кăтартрăм. Çавăнпа «Сирĕн халăхăрăн ячĕ «йăваш» е «чушка» сăмахран пулса кайнă» текенсене тивĕçлĕ хуравлама пĕлетпĕр. Тата пирĕн халăх ĕлĕк йăваш пулманнине кăтартакан паянхи Евразийĕн тĕрлĕ çĕрĕсенче анлă сарăлнă «чăваш» сăмахран тухса кайнă топонимсене те аса илтерме пултаратпăр. Мĕншĕн тесен, йăваш та хăюсăр халăхăн çыннисем, тĕнче касса, тăван халăхĕн ятне тĕрлĕ çĕрти топонимсенче хăварса çÿреймеççĕ. Темиçе тĕслĕх çеç илсе кăтартасшăн: Пушкăртстанри Баймак районĕн Кусей ялĕ çывăхĕнчи Чуваштау тăвĕ, Ишимбай районĕнчи Чувашка çырми, Зилаир районĕнчи Чувашленок çырми, Красноярск крайĕн кăнтăр енче юхакан Чувашка ятлă юхан шыв, Челябинск облаçĕнчи Златоуст хулинче Ай юхан шывне юхса кĕрекен Чувашка çырми, Челябинск облаçĕнчи Ай çырмин сылтăм çыранĕнче вырнаçнă Чăваш тăвĕ, Челябинск облаçĕн Кусинск районĕнчи Чăваш çеçенхирĕ, Ермак-Тукмак Çĕпĕр тутарĕсене парăнтарнă Таболпа Иртыш пĕрлешнĕ çĕрти Чăваш сăмсахĕ тата ытти те......
Хисеплĕ М.Н. Юхма пĕр-пĕринчен инçетре вырнаçнă пысăк хуласен чăвашла ячĕсем пуррине кăтартать: Иерусалим - Мĕрселин, Варшава - Аршшав, Киев - Кĕйÿ, Москва - Мускав, Стамбул - Ăстампул, Кострома - Хустăрма, Кемерово - Кĕмĕр, Ярославль - Ярăслав, Владимир - Улатимĕр, Нижний Новгород - Чулхула, Астрахань - Аçтăрхан, Пермь - Пирĕм, Казань - Хусан, Уфа - Ĕпхÿ, Царьград - Чархула, Саратов - Сарăту, Санкт- Петербург - Питĕр, Оренбург - Эрĕнпур ..... Хушса эпĕ те, Пушкăртстанри Стерлитамак чăвашла Çтерлĕ, Мелеуз - Мелевĕс, Кумертау - Кĕмертав пулни çинчен каласшăн. Илсе кăтартнă тĕслĕхсем чăвашсем мĕн ĕлĕкренех Евразири нумай-нумай хуласем çинчен пĕлнине, вĕсенче пулнине çирĕплетеççĕ, вĕсем авалтанах хăюллă халăх пулнине кăтартаççĕ.
Çырнине пĕтĕмлетсе, «чăваш» этнос ячĕ, «пăлхар», «сăвар», «гунн» сăмахсем пекех, питĕ авалхи тата Евразире питĕ анлă сарăлнă сăмах пулни çичен каласшăн. Урăхла каласан, «чăваш» этнос ячĕ Хусан ханлăхĕ тапхăрĕнчен чылай-чылай, темиçе пин çул маларах тĕнчере пулнă. Г.И. Комиссаров-Вантер та: «Чăваш“- питĕ авалхи сăмах» тесе калани çакнах çирĕплетет.
Аркадий Русаков, тĕпчевçĕ-çыравçă.
Федоровка районĕ.
Читайте нас: