Пур хыпар та
Чăвашлăх
23 Июнӗн 2021, 11:31

Дуброва ялĕ пирĕншĕн тăван пулса тăчĕ

Шурă Русь… Çак сăмах майлашăвĕ чуна пырса тивмелле илемлĕ кĕвĕ евĕр илтĕнет. Вăл ĕмĕрлĕхех Аслă Руçпа пĕрле. Кăшăлвирус инфекцийĕпе çыхăннă çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр тараватлă Белорусси çĕрĕ май уйăхĕнче пире кăмăла çĕклекен ытармалла мар пилĕк кун парнелерĕ.

Дуброва ялĕ пирĕншĕн тăван пулса тăчĕ
Дуброва ялĕ пирĕншĕн тăван пулса тăчĕ

Белоруссинчи çĕр-çĕр ял хушшинче Дуброва ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Питĕ тирпейлĕ тĕп урам, илемлĕ чиркÿ яла хăйне майлă сăн кĕртеççĕ. Çак ял варринче вара тăванла вил тăпри. Унта Белорусси çĕрне ирĕке кăларнă чух пуç хунă икĕ пин ытла совет салтакне пытарнă. Тĕрĕссипе каласан, сăваплăран та сăваплă вырăн. Пĕтĕм Белоруссийĕпе ун пек тăванла вил тăприсем мĕн чухлĕ-ши?
Эпир, Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.С. Павлов Совет Союзĕн Геройĕн ывăлĕ Анатолий Павлов полковник тата çак йĕркесен авторĕ, юриех иккĕмĕш хут (пĕрремĕш хут икĕ çул каялла Çĕнтерÿ кунĕнче пулнăччĕ) Гомельщинăна килтĕмĕр. Сăлтавĕ вара çакăнта: 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче Дуброва ялне ирĕке кăларассишĕн пынă 143,3 çÿллĕшĕнчи хăрушă çапăçура артиллери расчечĕн командирĕ Николай Павлов тĕлĕнмелле хастарлăх кăтартнăшăн чи пысăк ята тивĕçнĕ. Çак çапăçура 1800 салтакран 62-шĕ çеç чĕрĕ юлнă. Хăйĕн расчечĕпе вăл пилĕк тăшман танкне тĕп тунă, тĕлĕнмелле майпа сывă юлса сакăр талăкран хамăрăннисем патне çитме пултарнă. Çавăнпа та ĕнтĕ пире Белорусси çĕрĕ хăй патне туртать. Дуброва ялĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă чаплă мероприятисене хутшăнтăмăр. Сăмах каланă чухне Анатолий Павлов Бобруйск-Минск çул çинче тăракан палăкшăн тав турĕ. Çав кунах «Багратион» паллă асăну комплексĕнче пулса куртăмăр. Пархатарлă ăрусем парнеленĕ чаплă палăк. Пур салтака та ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытăпăр.
Çавăн пекех эпир «Ала» мемориал комплексĕнче тата Калинковичский районĕнчи Озаричи вилĕм лагерĕнче пулса куртăмăр. Унтан куççульсĕр тухаймастăн. Сăмах май каласан, Дуброва ялĕнче «Озаричи» лагерĕн узникĕсемпе Т.Н. Буселпа тата О.Н. Петровапа паллашрăмăр. Пĕчĕк хĕр ачасене хăрушă вилĕмрен асамлă вăй çеç сыхласа хăварнă пуль.
Унсăр пуçне Светлогорск текен хулара пулса курма, унта уçăлса çÿреме вăхăт тупрăмăр. Уйрăмах Березина юхан шыв тĕлĕнтерчĕ. Кăмăллă çул çÿреврен хавхаланса таврăнтăмăр.. Пĕр шухăшсăр та лăпкă кунсем часах иртсе кайрĕç. Анатолий Павлов Дуброва çыннисем умĕнче сăмах каланă чухне: «Хама Совет Союзĕнчи пекех туятăп», - терĕ. Унăн сăмахĕсене ăшшăн алă çупса йышăнчĕç.
Пире хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн Агро «Дубравы» предприятийĕн ертÿçине Е.В. Петрашина тав тăвас килет. Вăл пире Дуброва ялĕнче хăтлă та канлĕ пултăр тесе сахал мар тăрăшрĕ.
Пĕрремĕш хут Дубровăра пулнă хыççăн эпир ял библиотекарĕпе Л.Ф. Буселпа икĕ çул хушши тачă çыхăну тытрăмăр. Людмила Федоровна хăйĕн ырă та ăшă кăмăлĕпе, канăçсăрлăхĕпе те хыпаланчăклăхĕпе пире тыткăнларĕ. Вăл хăй библиотекинче пысăк ĕç илсе пырать. Тĕплĕнрех каласан, Белорусси çĕрне ирĕке кăларнă салтаксен докуменчĕсене ĕмĕрех асра юлмалла тăвас тесе тăрăшать. Вăлах вырăнти истори музейне те ертсе пырать. Тайма пуç сире, Людмила Федоровна. Эпир вырăнти музей валли пысăкрах çурт уйăрса пама сĕннĕ пулăттăмăр.
Уйрăмах В.В. Костюкевич (кăшăлвируса пула пирĕн çул çÿреве вăл дистанци мелĕпе ертсе пычĕ) ертсе пыракан Светлогорскри «Химволокно» предприятийĕн ĕçченĕсене, унăн çумне Н.Н. Бреля, С.В. Меркулова пысăк тав. Вĕсем çул çÿрев тăршшĕпех пирĕнпе пĕрле пулчĕç. Николай Николаевич пире паллă вырăнсем тăрăх хăй илсе çÿрерĕ. Çавăн пекех хастар та пурнăçа юратакан Светлогорск предприятийĕн мелиораци системин ертÿçине А.Н. Бусела пысăк тав. Вăл - район аталантăр, илемлентĕр тесе нумай вăй-хал хуракан мал ĕмĕтлĕ те ырă кăмăллă çын.
Этем, ун йĕри-тавра ырă çынсем пулсан, кăмăлĕпе те ырă. Дуброва ялĕнче паллашнă, тĕл пулса калаçнă çынсем хушшинче вара эпир ырă кăмăллисене çеç куртăмăр. Илемлĕ, тыр-пул акнă уй-хирсемлĕ (эпир Н.С. Павловăн артиллери расчечĕ тăнă ана çинче пултăмăр, унăн вил тăприйĕ çине хума çакăнти тăпрана илтĕмĕр), улăхсемпе çарансемлĕ Дуброва ялĕ пирĕншĕн тăван пулса тăчĕ, кашни йывăçпа тĕмескене пăхса килентĕмĕр.
 Альбина СТЕПАНОВА, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ.
Мускав хули.

Читайте нас