Пур хыпар та
Чăвашлăх
23 Июнӗн 2021, 12:00

«Кунта шăпчăк та уççăнрах юрлать …»

Сăвă йĕркисенчи çакăн пек сăмахсемпе кĕтсе илчĕç Тимеш ялĕн шăпăрланĕсем - ача сачĕн воспитанникĕсем - ялăн 260 çулхи юбилейне килекен хаклă та сумлă хăнасене. Вĕсене «Çăлкуç» халăх ансамблĕ (ертÿçи - Владимир Павлов) юрă-кĕвĕ шăрантарса пулăшрĕ.

«Кунта шăпчăк та уççăнрах юрлать …»
«Кунта шăпчăк та уççăнрах юрлать …»

Тăван çĕршыва юратасси - кашни çыннăн хăйĕн уйрăм пĕлтерĕшлĕ туйăмĕ. Çитĕнсе çитнисемшĕн вăл туйăм пысăк юхан шыв юххине аса илтерет. Анчах та кашни юхан шывăн пуçламăшĕ пур-çке. Пĕчĕк çăлкуç, шăпах çавăнтан пуçланать те. Ку тăрăхри ял çыннисен пурнăçĕнче çав çăлкуç вырăнне Тимеш ялĕ пулнă та. Савăнăçлă юбилей уявне çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем пухăнчĕç. Вĕсенчен чылайăшсем паллă çынсем пулса тăнă - ăсчахсем, çар çыннисем, çĕр ĕçченĕсем, паттăрсем тата ыттисем те.
Мероприяти истори докуменчĕсемпе тата сăн ÿкерчĕксемпе паллашнинчен пуçланчĕ. Вĕсенче иртнĕ пурнăçа сăнласа панă. Ял тĕрлĕ тапхăрта мĕнле улшăннине, вăрçăччен апат-çимĕç тата ытти программăсене хутшăннине, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене кăтартса панă. Культура çуртĕнче тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ куравсенче паллă çынсем, ял хуçалăхне аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă ентешсем, сывлăх сыхлав тата вĕрентÿ сферинче ырми-канми вăй хунă ĕçченсем çинчен тарăн та усăллă информаци илме май пулчĕ. Хăнасене ĕлĕк-авалхи япаласем те кăсăклантарчĕç. Ялăн пурнăçĕпе унăн çыннисем çинчен тĕплĕнрех вырăнти шкулта ĕçленĕ Нина Семенова педагогика ĕçĕн ветеранĕ каласа пачĕ. Экскурси хыççăн 1№ тимĕрпе бетон завочĕн директорĕ пулнă Сергей Кузнецов Çар Мухтавĕ куравне (ăна вырăнти музей йĕркеленĕ) хĕç парнелерĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умĕнче «Рябинушка» вокал ансамблĕ (ертÿçи - Зоя Ефремова) «Тăрнасем» литературăпа юрă-кĕвĕ композицийĕпе пиртен уйрăлса кайнă ентешсене чысларĕç. Хăнасем, кăмăл тăвакансем чĕрĕ чечексем хучĕç, шăплăх минучĕ йĕркелерĕç.
Çут çанталăкăн илемлĕ кĕтесĕнче вырнаçнă Тимеш çăлкуçĕпе паллашасси уяв программин черетлĕ пайĕ пулчĕ. Вăл презентаци евĕр иртрĕ. Сивĕ те таса шыв пысăках мар пĕвене юхса кĕрет те ăна вăй парать тата илем кÿртет. Ял çыннисем каланă тăрăх, кунта тăтăшах шурă акăшсем вĕçсе килеççĕ. Йывăç пусма тăрăх утса çÿлерех вырнаçнă лапама тухма пулать. Сăрт картламĕнче беседка, декоративлă эрешсем вырнаçтарнă, клумбăсем тунă, йывăçсем лартнă. Хăнасене кунти тавралăхпа «Нива» СПК ертÿçи Александр Петров паллаштарчĕ. Вăл çак çăлкуçăн историйĕ çинче чарăнса тăчĕ. Шыв анализне тунă хыççăн специалистсем унăн пахалăхĕ (тутипе тата тĕрлĕ минералсемпе) питĕ лайăх пулнине палăртнă. Ял çыннисем йышăннипе çак вырăна малашне те тимлĕх уйăрĕç. Çавăнпа та кашниех пархатарлă ĕçе хутшăнма пултараççĕ. Уява пухăннă халăх çăлкуç шывне астивсе пăхрĕ. Ун хыççăн пурте уявăн тĕп лапамне куçрĕç.
Илемлĕ те кăмăллă уçланкăра ачасем валли выляв лапамĕ, суту-илÿ вырăнĕсем, тĕрлĕ куравсем йĕркеленĕ. Вĕсен шутĕнче - «Вилĕмсĕр полк», вырăнти алĕç ăстисен япалисенчен хатĕрленисем. Уяв умĕн суту-илĕве ял историйĕ çинчен çырнă кĕнекесене кăларнă.
Хурăнлăхри сулхăнта Андреевсен, Петровсен, Павловсен йăх-несĕлĕпе паллаштаракан стендсемпе картишсем йĕркеленĕ. Хуçасем килекен хăнасемпе ял çыннисене, пĕлĕшсемпе тус-юлташсене юрă-ташăпа, чăваш ĕçми-çимипе кĕтсе илчĕç, сĕтел хушшине ларма сĕнчĕç.
Юбилей уявĕн официаллă пайне уçма уçланкăра тунă сцена çине Мияки район администраци пуçлăхĕ Ришат Актуганов, Совет саманинчи тата Раççей çар çынни, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Риф Гизатуллин генерал-майор, ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Рустем Ахмадинуров, Пушкăртстанăн хисеплĕ таврапĕлÿçи Мударис Сафин тĕпчевçĕ, Мияки район Канашĕн депутачĕ Альфред Нуриахметов тухрĕç.
Ришат Габдрашитович пухăннисене ялăн 260 çулхи юбилейĕпе саламларĕ, çак çĕр чылай ăсчахсемпе вĕрентекенсем, медицина ĕçченĕсем, паттăрсем панине палăртрĕ. Уява тĕплĕн хатĕрленнине, ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртессипе нумай ĕç туса ирттернине пĕлтерчĕ. Унăн шухăшĕпе тимешсем вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна хастар хутшăнаççĕ. Çавна пула çулсем, ача сачĕсем, палăксем çĕнелеççĕ. Ришат Габдрашитович ырă сĕнÿсемпе пĕрле Тимеш ялĕ малашне те тивĕçлĕ специалистсем тата Тăван çĕршывăн патриочĕсене çитĕнтерессе шаннине çирĕплетрĕ.
Риф Загитович çак ялта иртнĕ хăйĕн ачалăх саманчĕсене, шкулти юлташĕсене, уншăн çывăх та хаклă çемьесене аса илчĕ.
- Эсир пурте илемлĕ Раççей çĕршывĕнче пурăнатăр. Çакăнпа пирĕн мăнаçланмалла, унăн ырлăхне ÿстермелле, тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулса ăна хÿтĕлемелле, - терĕ Раççей Паттăрĕ.
Вăл ентешĕсемшĕн мăнаçланса тата вĕсене хисеплесе кунта ĕçчен те пултаруллă халăх пурăннине палăртрĕ, çĕр ĕçченĕсене пурнăçра ыррине çеç сунчĕ.
Рустем Маратович тимешсем халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварнишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Халăх тарçи шухăшĕпе историне манманни, ăна чĕрере, ăс-тăнра упрани хăй паха пулăм. Вăл пухăннисене «Пĕчĕк тăван çĕршыв» республика проекчĕпе паллаштарчĕ, çак проекта кунти халăх та хастар хутшăнасса шаннине пĕлтерчĕ.
Мударис Сафин уяв ячĕпе саламланă май, хăнасемпе хуçасене ял историйĕпе çыхăннă хăш-пĕр йĕркесемпе паллаштарчĕ. Çав вăхăтрах хальхи вăхăтра тĕрĕс мар информаци питĕ нумай пулнине çирĕплетрĕ.
- Эпĕ Пушкăртстанри чăваш ялĕсене тĕпчессипе ĕçлекен таврапĕлÿçĕ пулнă май, кирек мĕнле ялăн та тĕрĕс истори пултăр тесе тăрăшатăп, - терĕ тĕпчевçĕ калас сăмахне вĕçлесе.
Салам сăмахĕсем калакансен шутĕнче Альфред Нуриахметов депутат, Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Иван Павлов, Салават тата Кумертау епископĕ Николай Владыка тата ыттисем пулчĕç.
Юбилей кунĕнче ял хуçалăхне аталантарас, ял юбилейне хатĕрленес ĕçе хастар хутшăннăшăн чылайăшсем ПР Патшалăх Пухăвĕн, район администраципе Канашĕн, ял Канашĕн тата районти чăвашсен Канашĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Уяв программине вырăнти пултарулăх ушкăнĕсен артисчĕсем (Тимеш, Еспуç, Çĕнĕ Хурамал, Кекен, Суккул, Миякитамак ялĕсем) тата Шупашкартан килнĕ Алена Силпи юрăç илем кÿчĕç. Куракансем сцена ăстисен кашни номерĕ хыççăн тăвăллăн алă çупни кану кунĕ кăмăллă та савăнăçлă иртнине çирĕплетрĕ.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ,
Тимеш ялĕ.

Читайте нас