

Экскурси евĕр иртекен çул çÿреве июнь уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Ухсайпа Иванов çĕршывĕнчен 100 яхăн çын тухса кайнă. Вĕсем - Ĕпхÿпе Çтерлĕ, Пелепей хулисенчен, Авăркаспа Кармаскалă, Пишпÿлекпе Ермеккей, Давлеканпа Мияки районĕсенчен. Туристсен ушкăнĕсене Çтерлĕ хулинчи чăваш обществин ертÿçи, «Тавах» халăх ансамбле ертсе пыракан Ольга Иванова, ПР чăваш наципе культура автономи пуçлăхĕн çумĕ Юрий Михайлов, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн председателĕ Федор Кузьмин ертсе пыраççĕ. Сăмах май, юлашки иккĕшĕ тата Пелепей районĕнчи чăваш автономин пуçлăхĕ Владимир Яковлев ĕнер Чăваш Енĕн Туслăх çуртĕнче иртнĕ Чăваш наци конгресĕн Мăн Канаш ларăвне хутшăннă.
Тăватă ушкăнран тăракан çул çÿревсен йышĕ Хусан хулинчи паллă вырăнсемпе (çула май), Шупашкарти чĕрене çывăх историллĕ кĕтессемпе паллашнă, Шуршăлти А.Г.Николаев космонавтăн музейĕнче пулнă. Çавăн пекех паян вĕсем Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра иртекен Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăнĕç, ыран вара каялла килме çула тухĕç.




Юрий МИХАЙЛОВ.