

Савăнăçлă та шавлă уявсене юрă-ташăпа пĕрле яланах тĕрлĕ куравсем илем кÿреççĕ. Эпир те çак йĕркене пăсмарăмăр, ялти ал ăстисен ĕçĕсенчен «Манăн юратнă ялăм» курав йĕркелерĕмĕр. Кунта çыхнă, çĕленĕ, тĕрленĕ, йывăçпа бисертан ăсталана япаласене курса савăнма май пулчĕ.
Уяв программине анлă та кăсăк йĕркелеме тăрăшрăмăр. Кунта ялăн чи çамрăк пурăнаканĕсене, кăçал шкул вĕренсе пĕтерекенсене ятран каласа палăртрăмăр. Çавăн пекех 60-90 çулхи юбилярсене те манса хăвармарăмăр. Тимлĕх тени çемье çавăрнăранпа çавра çул çитнисем, шкул вĕренсе пĕтернĕренпе 50 çул иртнисем валли те çитрĕ. Ялăн кулленхи пурнăçĕнче чи хастар çынсем те ăшă сăмахсене илтме тивĕçрĕç. Паллах, мероприятие йĕркелекенсен аллинчен парнесем илчĕç.
Ачасен ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ «Манăн юратнă ял», хитре ăсталанă чечек йăранĕсен конкурсĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене турăмăр, пултаруллисене халăх умĕнче чысларăмăр.
Тăван çĕр ăшшипе тараватлăхне туйса-ши тухса салам сăмахĕсем калакансем нумайăн пулчĕç. Юрă-кĕвĕ шăрантаракансем те хăйсен ăсталăхне кăтартма васкарĕç. Кунта Михайловкăран килнĕ Олег Михайлова, Приютово поселокĕнчи «Пилеш» ансамбле, хамăр ялта çуралса ÿснĕ тата кунтах тĕпленнĕ Лариса Еремеевана, Галина Ермолаевана, Валентина Леонтьевана, Ирина Семенована, Полина Павлована, Ульяна Афанасьевана тата ыттисене асăнса хăвармалла. Аякри хăнасен ятĕнчен ăхпуçсене Мускав облаçĕнчен килнĕ Анна Кудрякова юрăç саламларĕ.
Пухăннисене вара уява йĕркелекенсем чăвашсен кăпăклă сăрипе сăйларĕç. Мероприяти вĕçĕнче ачасем валли тĕрлĕ вăйă-кулăсем йĕркелерĕç.


Лия КИРИЛЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.