Автоквестăн маршрутне кĕртнĕ вырăнсем çаксем пулчĕç: Революционная урам, 165 çурт; Достоевский, 160; Октябрь проспекчĕ, 9; Сочинская, 18; Зайнаб Биишева, 15; Гафури, 17. Хăйне евĕрлĕ кăсăк та кăмăллă вăййа пĕтĕмĕшле хăйсен çăмăл машинисемпе 6 команда хутшăнчĕ. Хула шайĕнче иртекен мероприятие йĕркелеме тата ирттерме «Нарспи» халăх ансамбльне йыхравларĕç (ертÿçи - ПР тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Кириллова). «Нарспи» ансамбльпе «Халăхсен туслăхĕ» библиотека чăваш наци культурине кăтартса пачĕç.
Çÿлерех кăтартнă тĕрлĕ адреспа килсе çитнĕ ушкăнсем йĕркелÿçĕрен заданисем илчĕç‚ ыйтусем çине хуравларĕç‚ халăх вăййисене вылярĕç‚ тĕрлĕ ташă хусканăвĕсене вĕренчĕç. Çак ĕçсене пурнăçланăшăн вĕсем балсем илме пултарчĕç. Уйрăмах автоквестăн чăваш вăйă программи интереслĕ иртрĕ. Эпир декораципе ĕçлев ÿнерĕн куравне хатĕрлемĕр. Унта чăваш тумне‚ хĕрарăмсен çи-пуçне (тухья‚ хушпу)‚ чăваш тĕррине курма пулчĕ. Çак йĕркесен авторĕ чăваш халăхĕн йăли-йĕркисемпе паллаштарчĕ. Командăсем «Мĕн вăл культура?»‚ «Халăх пуянлăхĕ?»‚ «Курава тăратнă хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?»‚ «Культура еткерĕн пайĕ мĕнре?»‚ «Кам вăл Константин Васильевич Иванов?» ыйтусем çине хавхаланса хуравларĕç. «Садра-садра» тата «Ташласа такмаксем каласа юрласси» чи интереслĕ номерсем пулса тăчĕç. Вĕсенче ăмăртакансем ташă хусканăвĕсене ăша хыврĕç. Çамрăк çемье командисем К.В. Ивановпа çыхăннă ыйтусем çине тĕрĕс хуравлама пултарни савăнтарчĕ. Мĕнпур ушкăнсем те маршрут хучĕсемпе тĕрлĕ станцинче ĕçсем пурнăçласа пысăк балсем пухрĕç. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн «Халăхсен туслăхĕ» библиотека директорĕ Роза Абдеева «Манăн çурт - манăн культура» хула автоквестне ирттерме пулăшнăшăн «Нарспи» ансамбле Тав хучĕпе чысларĕ. 
Галина КИРИЛЛОВА.
Ĕпхÿ хули.