Урал сасси
+30 °С
Облачно
Чăвашлăх
30 Июня 2021, 05:28

Вутпа çулăм витĕр тухнă чăваш Паттăрĕ

Пушкăртстан Республикинче пурĕ 387 Совет Союзĕн Геройĕ. Паттăрсен ятне тивĕçнисен шутĕнче сакăр чăваш. Çав шутра Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Кирилл Дементьевич Андреев та пур. Июль уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 120 çул çитет. Кирилл Дементьевичăн мăнукĕн кĕçĕн мăнукĕ хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Вутпа çулăм витĕр тухнă чăваш ПаттăрĕВутпа çулăм витĕр тухнă чăваш Паттăрĕ
Вутпа çулăм витĕр тухнă чăваш Паттăрĕ

Эпĕ, Кирилл Васильев, Алексейпе Регинăн ывăлĕ Ĕпхÿ районĕнчи Зубово вăтам шкулĕнче вĕренетĕп, 11- мĕш класа куçрăм. Манăн атте - Совет Союзĕн Геройĕн Кирилл Дементьевич Андреевăн мăнукĕн мăнукĕ. Ăна хисеплесе, асра тытса мана та Кирилл ят панă.
Манăн асанне, Вера Ивановна Васильева, Совет Союзĕн Геройĕн, Кирилл Дементьевич Андреевăн мăнукĕ. Çавăнпа та эпĕ хамăр çемье историне тĕпчеме шутларăм. Виççĕмĕш класра чухнех тĕлĕнмелле кун-çул пурăнса ирттернĕ мăн асаттесем çинчен материал пуçтартăм, хамăр çемьен ăру-тăванлăх йывăççине турăм, хам ят ăçтан пулса кайнине тĕпчесе пĕлтĕм. Çемье, ăру историне кашни ачанах пĕлмелле. Манăн асанне юлашки вăхăтра çынсем ăрусем хушшинчи çыхăнăва çухатни, аякри çеç мар, çывăх тăванĕсемпе те сахал хутшăнни çинчен калать.
Ăру-тăванлăх йывăççине тĕпченĕ май эпĕ питĕ нумай япала пĕлтĕм. Çавăнпа та манăн малалла та ĕçлес, нумай япала çинчен тĕпчесе пĕлес килчĕ. Паянхи статьяра эпĕ хам çемье историйĕпе тата унăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсемпе паллаштарăп.
Кирилл Дементьевич Андреев ячĕ пуриншĕн те паллă ят. Унăн паттăрлăхĕ çинчен шкул ачисене каласа параççĕ, анчах унăн пурнăçĕ пирки сахал çын пĕлет. Вăл патша Раççейĕнче 1901 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне пулăшнă. Çĕвĕçĕ пулса тара кĕрешсе ĕçленĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Хĕрлĕ Çар йышĕнче Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Украинăра Петлюрăна хирĕç çапăçнă. Икĕ хутчен аманнă. Вăрçă хыççăн Мияки районĕнчи «Канаш» ял хуçалăх артелĕн председателĕ пулса ĕçленĕ. Пелепейĕнчи педагогика училищине пĕтернĕ. 1941 çулччен Мияки тата Пишпÿлек районĕсенчи пуçламăш шкулсенче учитель, директор пулнă.
Вăрçă вăхăтĕнче манăн мăн асаттене Çурçĕр Хĕвел анăç, Воронеж, 1-мĕш тата 2-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçма тÿр килнĕ. Вăл Воронеж фрончĕн 38-мĕш армийĕн, 163-мĕш стрелоксен дивизĕн, 1318-мĕш стрелоксен полкĕн парторгĕ пулнă. Пĕр полкри салтаксемпе пĕрле Демьяновск хуранĕнчи тăхăр нимĕç дивизине тĕп тунă. Курск, Орел, Киев хулисене, Украинăна, Румынине, Чехословакине, Венгрине ирĕке кăларнă. 1943 çулхи октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче К.Д. Андреев аслă сержант салтаксен ушкăнĕпе пĕрле Киев хулин кăнтăр енчен Днепр урлă каçнă. Хăйĕн салтакĕсемпе пĕрле сăрт çине хăпарса пăшалпа тата пулеметпа вăйлă çулăм уçнă, тăшман оборонине татнă. Кирилл Дементьевич пĕрремĕш пулса атакăна çĕкленнĕ, тăшмана гранатăсемпе вăркăтса тĕп тунă. 1943 çулхи октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче манăн мăн асаттене Совет Союзĕн Геройĕ ята, Ленин орденĕ тата «Ылтăн Çăлтăр» медаль парса чысланă.
Вăл пилĕк хутчен аманнă, икĕ хутчен контузи туяннă. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче йывăр контузие пула икĕ талăк ăнсăр пулса выртнă. 1945 çул пуçламăшĕнче ăна запаса янă.
Вăрçă хыççăн ĕнерхи çĕнтерÿçĕ салтак Пишпÿлекри район Канашĕн председателĕн çумĕ, Пишпÿлекри районĕнчи Перекет кассин ертÿçи пулса ĕçленĕ.
Кирилл Дементьевич Андреев 1972 çулхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Пишпÿлек ялĕнче пытарнă.
Пур информацие те мăн асатте çырса пынă аса илÿсем урлă пĕлтĕм. Вĕсене манăн асанне, Вера Ивановна, типтерлĕ упрать. Çавăн пекех эпĕ И.И. Рощинпа И.С. Сеньков çырнă «Парторги военной поры» авторсен кĕнекине тĕпчерĕм.
Ман пурнăçри паллă пулăмсенчен пĕри - Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк вăтам шкулĕнче мăн асатте ячĕпе асăну хăми уçни пулса тăчĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Ун чухне эпĕ пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕм. Асăну хăмине уçма районти вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхне Александр Григорьевич Женжурова тата мана, паттăрăн кĕçĕн мăнукне, Кирилл Васильева, чыс туса ирĕк пачĕç.
Мăн асатте халĕ пирĕнпе çук ĕнтĕ. Апла пулин те ăна, унăн паттăрла ĕçĕсене манмаççĕ, ĕмĕрех асра тытаççĕ. Çакă савăнтарать. Пирĕн тĕслĕх илмелли çын пур. Ун çинчен шкула килсе кĕнĕ çĕре çакнă асăну хăми аса илтерĕ. Çавăн пекех эпир хамăр çемье архивĕнче документсемпе сăн ÿкерчĕксене типтерлĕн упратпăр.
Иртнĕ çул Кирилл Дементьевичпа пĕртăванĕн ывăлĕ Владимир Капитонович Васильев Социализмла Ĕç геройĕ пулнине пĕлтĕм. Манăн асанне ăна лайăх ас тăвать. Вăл 1932 çулта Мияки районĕнчи Ильчигулово ялĕнче çуралнă. 1947 çулта ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Кемерово облаçĕнчи Прокопьевск хулине куçса кайнă. Кунта экскаватор машинисчĕн специальноçне алла илнĕ. Вăрах вăхăт хушши «Прокопьевский» разрезĕнче ĕçленĕ. 1957 çултанпа бригадир пулса тăрăшнă. Владимир Капитонович - пултаруллă ертÿçĕ, хăй ĕçĕн ăсти. Вăл ертсе пынипе бригада тăххăрмĕш пилĕкçуллăхăн виççĕмĕш çулĕнче 10 миллион ытла кубла метр ту породи кăларнă. Разрезра пĕрремĕшсем пулса виçĕ миллион чикке иртнĕ, нумай çул хушши малти вырăна никама та паман. 1975 çулта В.К. Васильев СССР ВДНХ участникĕ пулнă.

Çĕршыври Кăмрăк промышленноçĕн министерстви Владимир Капитонович пĕр хутчен çеç мар Хисеп хучĕсемпе, ятне çырнă сехетсемпе наградăланă. Çавăн пекех ăна Октябрь Революцийĕн, «Хисеп палли» орденĕсемпе чысланă. Вăл - «Шахтер мухтавĕ» знакăн тулли кавалерĕ. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1973 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă Указĕпе килĕшÿллĕн,1973 çула йышăннă социализмла шантарусене пурнăçланă май, ĕçре хастарлăх кăтартса пысăк çитĕнÿсем тунăшăн В.К. Васильева Социализмла Ĕç Геройĕ ята парса чысланă. Унпа пĕрлех Ленин орденĕ тата «Çурлапа Мăлатук» ылтăн медальпе наградăланă.
Пирĕн, çамрăксен, камран тĕслĕх илмелли пур. Хамăрăн ăрура икĕ паттăр пулнă. Кирилл Дементьевич Андреев Совет Союзĕн Геройĕ тата Социализмла Ĕç Геройĕ Владимир Капитонович Васильев. Эпĕ хамăн çемьене юрататăп тата хамăн мăн асаттесемпе мăнаçланатăп. Вĕсем çĕршывăн шăпине пысăк тÿпе хывнă. Асаттепе асанне, аттепе анне вĕсен ырă ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. Шкул пĕтерсе пĕлÿ илнĕ хыççăн эпĕ те тÿрĕ кăмăлтан ĕçлĕп, хамăн ĕçпе атте-аннене савăнтарăп, çĕршыва усă кÿрĕп. Манăн юратнă çĕршыв çултан-çул илемленсе, пуянланса пытăр. Çынсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнччăр. Ун чухне эпĕ те телейлĕ пулăп.

Редакцирен: малалла эпир вулакансене Совет Союзĕн Геройĕн К.Д. Андреевăн аса илĕвĕпе кĕскен паллаштарăпăр. Вăл 1957 çулта Пишпÿлек районĕн «Колхозный труд» район хаçатĕнче пичетленнĕ.

Мухтавлă çĕнтерÿ çулĕсем
1916 çулта патша правительстви салтака кайма çулĕсем çитнĕ пур çамрăка та çар ретне тăратрĕ. Правительствăра улшăнусем пулса иртнĕрен тин çеç фронтран таврăннă нумай ватă салтака та, çулĕсене пăхмасăр, çара илчĕç.
Халь-халь революци пуçланмалла. Çавăнпа та салтаксем хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пурăнатчĕç. Петербургра февраль уйăхĕнчи пăлхавсем вăхăтĕнче пирĕн ялти çамрăксенчен нумайăшĕ, çав шутра Егор Осипов, Кирилл Степанов, Василий Андреев, Николай Тимофеев тата ыттисем, пролетариат енне куçса унăн участникĕсем пулса тăчĕç.
Патша самодержавине тĕп тунă кунсенче чăваш халăхĕн нумай ывăлĕ-хĕрĕ халăх ирĕклĕхĕшĕн пыракан кĕрешĕве çĕкленчĕç. Чĕрĕ юлнисем хăйсем курнине каласа пама пултараççĕ.
Кунсем-çулсем иртеççĕ. Граждан вăрçи пуçланчĕ. 1918 çул пуçламăшĕнче Пишпÿлек ялне колчаксем ярса илчĕç. Ял çыннисене Пишпÿлекрен кăлармаççĕ. Шуррисем кĕтмен çĕртен киле-киле тапăнатчĕç, çарататчĕç. Юрать, ун пек тамăкра вăрах вăхăт хушши пурăнма тÿр килмерĕ. Часах пире пулăшма Хĕрлĕ Çар килсе çитрĕ те шуррисен бандине ялтан хăваласа кăларса ячĕ. Паллах, çухатусемсĕр те пулмарĕ. Уйрăмах Пăслăк тата Пишпÿлек ялĕсем хушшинче вăйлă çапăçусем иртрĕç. Тăван çĕршĕн нумай юн тăкма тиврĕ. Каялла чакнă чухне шуррисен салтакĕсем ним айăпсăр çынсене арестлесе Пăслăк хыçĕнчи ту çинче персе вĕлерчĕç.
1918 çулхи çуркунне, çурхи ака ĕçĕсем пуçлансан, шуррисен çарĕсем татах килсе çитрĕç. Яла çунтарчĕç. Хресченсен пурлăхĕсене çаратрĕç, хирĕç тăраканнисене çийĕнчех пере-пере вĕлерчĕç. Пăслăк ялĕнчи хастар коммуниста, Владимир Васильева, чĕрĕллех пусса чăмтарчĕç.
Çав кунсенче мĕнле-тĕр сăлтава пула шурă гвардеецсем мана та арестлерĕç. Тăваттăмĕш кунне пире, арестантсене, Шафраново станцине илсе килчĕç. Станци тĕрми лăк тулличчĕ, çавăнпа та пире питех асăрхаса та тăмарĕç. Çĕрле ыттисемпе пĕрле тарма май килчĕ. Татах Пăслăка таврăнтăм. Вăл вăхăт тĕлне В.И. Чапаев ертсе пыракан Хĕрлĕ Çар колчаксене хирĕç вăйлă наступлени пуçланăччĕ. Çынсем кам еннелле куçмаллине пĕлместчĕç. Хĕрÿ çапăçусем иртсе кайрĕç. Икĕ-виçĕ кун çапăçнă хыççăн яла шурă гвардеецсенчен ирĕке кăларчĕç. Çак кун ял çыннисемшĕн питĕ савăнăçлă кун пулчĕ.
Пирĕн ялта çĕнĕ шкул, медпункт уçрĕç

Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ. Халĕ колхоз çыннисем пĕр туслă çемье пек пурăнаççĕ. Çамрăксене валли çичĕ класлă шкул уçрĕç, хамăр клуб, библиотека пур. Çынсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Халĕ ĕç условийĕсем ĕлĕкхи мар. Колхозра тăватă автомашина, МТС колхоза икĕ трактор бригадипе тивĕçтерет. Пур çĕрте те алăпа тăвакан ĕçе машинăпа улăштараççĕ. Парти тĕллевĕсене пурнăçа кĕртсе çĕр ĕçченĕсем çĕнĕ обязательствăсем йышăнаççĕ, вĕсене пурнăçлаççĕ. Кăçал колхозниксем Совет Союзĕн нумай çыннисемпе пĕрле Социализмла Аслă революци 40 çул тултарнине паллă тăваççĕ. Çак историлле дата тĕлне колхоз ĕçченĕсем аш-какай, сĕт, çăмарта тата ытти йышши выльăх-чĕрлĕх производствине ÿстерме палăртаççĕ.

Кирилл ВАСИЛЬЕВ, Зубово шкулĕн вĕренекенĕ.
Ĕпхÿ районĕ.

Малалла эпир вулакансене чăваш Паттăрĕн мăнукĕсен асаилĕвĕсемпе паллаштарасшăн. Вĕсем Кирилл Дементьевичăн сăнарне тарăнрах уçса пама май параççĕ.

Вера Ивановна Васильева (Астафьева), Геройăн мăнукĕ, Пăслăк ялĕ:
- Манăн кукаçи интеллигентла, çынсемпе калаçма юратакан çынччĕ. Хăй çуралнă яла килсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем патне çитсе курма тăрăшатчĕ. Вĕсемпе пурнăç çинчен калаçса ларма юрататчĕ. Вăл килнине пĕлсен пирĕн пата çынсем пуçтарăнатчĕç. Вĕсем хăйсене канăç паман, тÿрех татса памалли ыйтусемпе килетчĕç. Пишпÿлекре кукаçи Советская урамĕнче пурăнатчĕ. Каникул вăхăтĕнче яланах вĕсем патне хăнана каяттăмччĕ. Кукаçи кăпма тăварлама ăстаччĕ. Чăн-чăн повар пекех сухана ăста ваклатчĕ. Хăй çеç пĕлекен рецептпа салă тĕтĕмлетчĕ. Ку - тĕлĕнмелле шăршăллă, çăварта тÿрех ирĕлекен чăн-чăн деликатесчĕ. Ун патне хăнана килекен нихăçан та кучченеçсĕр каймастчĕ. Вăл вăхăтра ял лавккисенче темех çукчĕ. Пирĕн кукаçи час-часах унта-кунта каятчĕ. Çул çÿревсенче пулнă май пирĕн валли яланах мĕнле те пулсан кучченеç е парне илсе килетчĕ. Пĕррехинче Николай шăллăма моряк костюмĕ, мана çанăсăр кофта илсе килнĕччĕ. Ку япаласем пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман. Пирĕн çемье архивĕнче кукаçипе ÿкнĕ пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕк (сирĕн умăрта) сыхланса юлнă. Ăна 1969 çулхи январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче тунă. Унта кукаçи, эпĕ, пиллĕкмĕш класс хĕр ачи, иккĕмĕш класра вĕренекен Коля шăллăм тата пĕчĕк Аля сăнланнă.
Халĕ те кукаçи çурчĕн ăш-чикĕ куç умĕнчен каймасть. Пысăк та çутă, тĕлĕнмелле тирпейлĕхпе уйрăлса тăракан зал.Тимĕрпе çавăрнă тата сăрланă голландка кăмака. Тирпейлĕхе юратакан кукаçи урайĕнчи кирек мĕнле тĕпренчĕке те пуçтарма хушатчĕ. Пире доминолла, шашкăлла выляма вĕрентетчĕ. Пĕрремĕш хут ун патĕнче лотолла выляма вĕрентĕмĕр. Ун чухне ялсенче ун пек вăйăсем çукчĕ. Кукаçи хура-шурă телевизора пленкăпа çыпăçтарса ăна тĕрлĕ тĕслĕ тăватчĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн пире çывăрма вырттаратчĕ. Эпир тем пекех хирĕç пулсан та итлемех тиветчĕ. Пишпÿлекре çулсерен Çĕнтерÿ кунне халалласа ирттернĕ мероприятисем те асрах-ха. Ун чухне кукаçи наградăсем çакнă костюм, тирпе çĕлесе илемлетнĕ шурă атă тăхăнатчĕ.
Шăпах вăл пехилленипе шкул хыççăн Пелепейĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Кукаçин çулĕпе кайрăм. Вăл та вăрçă пуçланас умĕн çак вĕренÿ заведенинче пĕлÿ илнĕ. Мияки, Пишпÿлек районĕсенчи шкулсенче малтан учитель, унтан директор пулса ĕçленĕ.
Тăватă çул каялла Пăслăк ялне кĕнĕ çĕртре Социализмла Ĕç Геройĕн Петр Васильевич Сергеевăн тата пирĕн кукаçин Кирилл Дементьевич Андреевăн ачисемпе мăнукĕсем, район администрацийĕ, Пăслăк ял Канаш хутлăхĕ, ялти шкул тата вырăнти хастарсем тăрăшнипе Пишпÿлек - Ĕпхÿ çулăн сулахай енче Геройсен паркне уçрĕç. Çак трассăн сылтăм енче паттăрсен ятне çырнă асăнмалăх стела лартрĕç.
Геннадий Архипович Сергеев, мăнукĕ, Пишпÿлек ялĕ.

- Кукаçи патне час-часах хăнана чупаттăмăр. Вăл пире яланах хăйĕн утарĕнчи тутлă та техĕмлĕ пылпа сăйлатчĕ. Кил картинче пысăк çĕмĕрт ÿсетчĕ. Колонка, ун çумĕнче мунча ларатчĕ. Кукаçи вăйлă çапăнма юрататчĕ. Эпĕ унран шÿтлĕ сăвăсем каласа çапăнма вĕрентĕм. Хам ачасене те милĕкпе çапла çапаттăм. Кукаçи район Канашĕн председателĕн çумĕ (1945-1948çç), Перекет банкĕн управляющийĕ (1948-1961çç) пулса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн районти халăх контрольне ертсе пычĕ. Питĕ лайăх астăватăп, совет халăхне шанчăклă пулнăшăн тата уншăн пысăк ĕçсем тунăшăн кукаçине Михаил Иванович Калинин Пĕтĕм союзри староста алă пусса парнеленĕ наган парнеленĕччĕ. Офицер наганĕпе пĕрлех портупея çумне лектермелли кĕмĕл вăчăри те пурччĕ. Зал стени çинче кире пуканĕ туртнипе ĕçлекен ансат сехет çакăнса тăратчĕ. Кире вырăнне лимонка текен алă гранатиччĕ.
1970 çулта мана салтака илчĕç. Геннадий Нестеровпа, Владимир Борисовпа, Михаил Сулеймановпа пĕрле Мускава лекрĕмĕр. Çĕршывăн тĕп хулине казарма чÿречинчен çеç кураттăмăр. Увольнительнăйсем памастчĕç. Пĕррехинче мана çар чаçĕн штабне чĕнтерчĕç. Унта кайнă вăхăтра пуçра тĕрлĕ шухăшсем çуралчĕç. Штабра кукаçине курсассăн тĕлĕнсех кайрăм. Вăл хăй ĕçĕсемпе Мускава килнĕ те мăнукне курмасăр каясшăн пулман. Ку историлле саманта эпĕ ĕмĕрне те манас çук.
Олег Архипович Сергеев, мăнукĕ, Пишпÿлек ялĕ:
- Маншăн кукаçи, Кирилл Дементьевич Андреев, кирек хăçан та ырă тĕслĕх. Эпĕ ăна Турă вырăннех хуратăп. Халĕ те çак тĕлĕнмелле çынпа мăнаçланатăп. Кукаçи çинчен çырнă архив материалĕсем, сăн ÿкерчĕксем, унăн япалисемпе наградисене, паттăрла ĕçĕсем, пурнăçĕ çинчен çырнă публикацисене пуçтаратăп. Хам пÿртре кукаçин, аттен тата хамăр ăрăвăн музейне йĕркелерĕм.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас