Чăвашлăх
30 Июнӗн 2021, 05:19

Йĕкенпуçĕнчи уявра чан сассипе юрă-кĕвĕ килĕшÿллĕ янрарĕ

Республикăри чи ватă ялсенчен пĕри, Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка), 225 çул тултарчĕ. Вăл официаллă документсемпе килĕшÿллĕн 1796 çулта никĕсленнĕ, Ишимбай районĕнче пĕртен-пĕр чăваш ялĕ темелле.

Йĕкенпуçĕнчи уявра чан сассипе  юрă-кĕвĕ килĕшÿллĕ янрарĕЙĕкенпуçĕнчи уявра чан сассипе  юрă-кĕвĕ килĕшÿллĕ янрарĕ
Йĕкенпуçĕнчи уявра чан сассипе юрă-кĕвĕ килĕшÿллĕ янрарĕ

Çак кун ялти чиркÿре ятарлă служба ирттернĕ. Уяв кунĕнче чан сасси те хăйне евĕрлĕ илтĕннĕ. Хĕрес çÿревне вырăнти халăх кăна мар‚ казаксем те хутшăннă. Службăна вара, Салават тата Кумертау епархийĕнчен ялăн юбилейне халалласа литурги ирттерме килсе çитнĕ, Николай владыка ертсе пынă.
Сăмах май‚ ялăн икĕ ĕмĕрлĕ историйĕнче çакă пĕрремĕш чиркÿ шутланать. Унти строительство ĕçĕсем çичĕ çул хушши пынă. Чиркĕве вырăнта пурăнакан хĕрарăм‚ нумай ачаллă анне Роза Андреева пуçарăвĕпе хăпартнă. Ырă кăмăллă хĕрарăм тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе хăйĕн укçи-тенкине хывнă‚ çавăн пекех спонсорсене явăçтарнă.
Йĕкенпуçĕнче чăвашсем çеç пурăннине çÿлерех палăртса хăварнăччĕ. Апла пулин те кашни иккĕмĕш чăваш пушкăрт чĕлхине пĕлет‚ унпа пуплеме пултарать.
Анастасия Гаврилова уяв умĕн 90-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Кинемей хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вырăнти колхозра пуçланă. Шăпах çавăн чухне вăл пушкăрт чĕлхине вĕреннĕ те.
Юмах-халап тăрăх‚ ял ятне шăпа ярса палăртнă. Темиçе арçын хут татăкĕсем çинче пилĕк ят çырнă‚ вĕсене çĕлĕк ăшне пăрахнă‚ унтан пĕр хутне туртса кăларнă. Çапла яла Йĕкенпуç ят панă та. Ял юбилейне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен‚ çавăн пекех Чăваш Енри артистсен делегацийĕ килсе çитнĕ.
Чăн малтан савăнăçлă пухура йĕкенпуçсене Петровский ял Канаш пуçлăхĕ Александр Летунов саламланă. Вăл яла аталанма суннипе пĕрле çак тăрăхра тăрăшуллă та тарават çынсем пурăннине палăртнă. Çавăн пекех Александр Степанович юбилярсемпе ял хуçалăх сферинче тăрăшакансене парнесем парса чысланă.
Йĕкенпуç - юхан шыв никĕсĕ çинче никĕсленнĕ ял. Ытларах чухне ялăн ячĕ символ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен 225 çул иртсен те ял çыннисем хăйсен мăн аслашшĕ-аслăмăш йăли-йĕркисене манмаççĕ‚ вĕсене тытса пыраççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Ишимбай районĕ.

Читайте нас