Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн , 10:42

Алевтина Григорьевна ВАСИЛЬЕВА (АРХИПОВА)

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аннене, кукамая Алевтина Григорьевна ВАСИЛЬЕВАНА (АРХИПОВА) юбилей ячĕпе!

Алевтина Григорьевна ВАСИЛЬЕВА (АРХИПОВА)

Çывăх çыннăмăра юбилей ячĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, иксĕлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.Тавах сана ÿстернĕшĕн, тавах пире ăнланнăшăн, йывăр чухне пуçа усма паманшăн, ĕмĕтленсе çунатланма вĕрентнĕшĕн. Ан ватăл, ан чирле, аннеçĕм. Эс пирĕншĕн çутă хĕвел!
Тавах сана, аннемĕр, эс пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа - мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем.

Автор:Татьяна Иванова