Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн , 10:46

Эх, аннеçĕм анне, килсе лар ман çума…

Çак илемлĕ юрă йĕркисемпе эпĕ хамăн çырăва пуçласа ярас тетĕп. Манăн питĕ чаплă та мухтава тивĕçлĕ çын çинчен пурне те савăнса пĕлтерес килет, унпа мăнаçланма кăмăл пур.

Эх, аннеçĕм анне, килсе лар ман çума…

Сăмах вара çак кунсенче 90 çул тултаракан пирĕн çывăх çын çинчен пырать. Вăл - манăн анне, 1931 çулта Ермеккей районĕнчи Заряново ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Анна Лукияновна Никифорова. Çав йывăр та тертлĕ çулсенче çичĕ арçын ача хыççăн пĕр хĕр çут тĕнчене килни пуриншĕн те пысăк савăнăç пулнă. Кукаçи уйрăмах хĕпĕртенĕ, вăл ирпе ирех ял çыннисене вăратса хăйĕн савăнăçне вĕсемпе пайланă.
Ырă çут тĕнче ытамне килнĕ пĕчĕк чун амăшĕн кăкăр сĕчĕпе патвар çитĕннĕ. Çемьере кĕçĕнни пулнă май, чи «тутли» шутланнă. Сакăр çул тултарсан Эрехĕрринчи шкула пĕрремĕш класа кайнă, 1948 çулччен кунта пĕлÿ илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни самана юхăмне улăштарнă. Ахаль те çăмăл мар пурнăç йывăрланнă. Кукаçи тăватă ывăлĕпе фронта тухса кайнă. Аннен икĕ пиччĕшĕ вăрçăра пуçĕсене хунă. Телее, ашшĕ тепĕр икĕ ывăлĕпе çапăçу хирĕнчен ырă-сывă çĕнтерÿпе таврăннă. Анчах та вăрах пурăнайман, вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ун чухне Анна çиччĕмĕш класра вĕреннĕ.
Ялти шкула пĕтерсен, ачалăхпа сывпуллашса, анне Бугурусланти учительсен институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илнĕ хыççăн Красноярск крайĕнчи «Дудовка» совхозра ĕçлеме тытăннă. Нимĕç чĕлхипе вĕрентекен пулманран ăна, çамрăк специалиста, çак предмета илсе пыма шаннă. Вăл хирĕçлесе тăман, хушнă ĕçе пурнăçлама тытăннă.
Çулталăк иртсен, 1953 çулта, аннепе атте тĕл пулса çемье çавăрнă. Вĕсем иккĕшĕ те Белорецк районĕнчи Вăтам Тюльмара (халĕ çак паççулкка çĕр пичĕ çинче çук) ĕçленĕ. Каярах вĕсене Юрюзань хулине куçарнă. Шăпах кунта 1955 çулта çемьере пĕрремĕш ывăл ача çуралнă. Ăна Леня ят панă. Тепĕр икĕ çултан эпĕ çут тĕнчене килнĕ.
Ĕçе пула пурăнмалли вырăна улăштарасси çамрăк çемьен çакăнпа вĕçленмен-ха. 1957-1962 çулсенче Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнчи шкулта ачасене пĕлÿ панă. Атте, Виталий Георгиевич, директор тивĕçĕсене пурнăçланă, анне пĕр çул директор çумĕ тата математика предметне илсе пынă.
1963 çулта Никифоровсен çемйи Пелепей районĕнчи Ярмулай ялне куçса килнĕ. Кунта аттен ашшĕпе амăшĕ, манăн асаттепе асанне, пурăннă. Паллах, ватăсене тивĕçлĕ тимлĕх, юнашар çывăх çынсем пулни кирлĕ пулнă. Çакă, ахăртнех, çамрăксемпе çулланнă çынсене пĕр çуртра пурăнма хистекен сăлтавсенчен пĕри пулнă-тĕр.
Атте кунта шкул директорĕн çумĕ пулса ĕçленĕ, çав вăхăтрах ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Аннене вара тепĕр çуллăха Янăшма шкулĕнчех хăварнă. Вăл унта çуран е велосипедпа тÿрĕрен Райман ялĕ урлă çÿретчĕ, хăш чухне мана та хăйĕнпе пĕрле илетчĕ. Вăрман витĕр çÿреме тÿр килетчĕ. Пĕррехинче пĕр вăкăр килсе тухса пире хăратнăччĕ. Эпир шикленнипе çÿллĕ йывăç тăррине улăхса ларнăччĕ.
1964 çулта анне пуçласа Ярмулай шкулĕнче ĕçлеме пуçларĕ, 30 çула яхăн çак пĕлÿ çуртĕнче ачасене вĕрентрĕ. Сăмах май, эпĕ хам та асăннă шкула вĕренсе тухса кунтах 42 çул вăй хутăм.
Асатте-асанне пилĕпе 1964 çулта Никифоровсен çемйине тепĕр çĕнĕ кайăк хутшăннă - манăн Юра шăллăм çут тĕнчене килнĕ.
Аттепе анне вăхăтне ĕмĕр тăршшĕпе шкулта ирттерчĕç. Миçе ăрăва пурнăç çулĕ çине кăларман-ши? Вĕсем питĕ тăрăшуллă та ĕçшĕн çунса тăракан çынсем пулнă. Кирек ăçта ĕçлесен те хăйсем хыççăн ырă сăмах анчах хăварнă. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман. Ăçта ярсан та, тÿрех килĕшнĕ. Ун чухне шкул валли вутă та, утă та хатĕрленĕ. Колхоза та ĕçлеме çÿренĕ, кил-çуртри ĕçсене те тума ĕлкĕрнĕ.
Эпир, ачисемпе мăнукĕсем, хамăрăн атте-аннепе, кукаçи-кукамайпа чăннипех мăнаçланма пултаратпăр, вĕсем пирĕншĕн мĕнпур енчен ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Аттепе анне икĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе пурне те аслă пĕлÿ панă. Аслă ывăлĕпе хĕрĕ хăйсем пекех вĕрентÿ сферине суйласа илнĕ пулсан, кĕçĕнни Ĕпхÿри авиаци институтне пĕтерсе пурнăç шăпине хăй суйласа илнĕ профессипе çыхăнтарнă. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура, сумлă асатте-кукамай ятсене тивĕçнĕ. Ывăлĕсем Ĕпхÿрен час-часах амăшĕ патне килсе çÿреççĕ, ялта пурăнакан хĕрĕ вара кашни кунах хаклă çынни патне кунне темиçе хут çула такăрлатать.
Паянхи кун тĕлне аннен 6 мăнук тата 9 кĕçĕн мăнук. Вĕсем ăна питĕ юратаççĕ, унăн пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Вуннăмĕш теçеткене ярса пуснă анне те çамрăксен çитĕнĕвĕсемпе савăнать, салху самантсенче тарăн шухăша путать, пăшăрханать.
Шел, халĕ атте сывă мар. Вăл çак çут тĕнчерен 82 çул тултарсан уйрăлса кайрĕ. Анне пĕчченех пурăнать, анчах та юнашар ачисемпе мăнукĕсем пулни, кил-çуртра вак-тĕвек ĕçсемпе йăпанни, вулама юратни ăна хăналăх пурнăçа илемлĕрех тума хăват парать. Сăмах май, вăл «Урал сасси» хаçата мĕн тухма пуçланнăранпах çырăнса илет. Юлашки çулсенче çырăнтару квитанцине çулталăках çырса хатĕрлеме тăрăшать.
Юратнă та хаклă аннене 90 çул тултарнă май çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ те хавас кăмăл-туйăм, иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, канлĕ ватлăх сунатпăр. Анне - пирĕншĕн илемлĕ те ăслă хĕрарăм, анне - пире пурне те чун ăшшине парнелекен çын. Хаклă çыннăмăр, яланах çапла чаплă, тĕлĕнмелле кукамай-асанне, ăнланакан анне пулса юл. Саншăн кашни кунах савăнăçпа ăнăçу илсе килтĕр, кашни çул илемлĕхпе вăй-хăват хушса патăр.
Ачисен тата мăнукĕсен ятĕнчен
Надежда ИВАНОВА хĕрĕ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов