Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн , 11:17

Иртнĕ пурнăçа тĕрĕс хак пама пĕлесчĕ

Кăçал‚ июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче‚ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 80 çул çитрĕ.

Иртнĕ пурнăçа тĕрĕс хак пама пĕлесчĕ

1933 çулхине Германире влаçа Гитлерпа нацизм килнĕ хыççăн Европăри халăхсен хушшинчи лару-тăру çивĕчленнĕ.1939 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Германи Польшăна тапăнса çăмăллăнах парăнтарнă‚ ун хыççăн ытти пĕтĕм Европăна тенĕ пек оккупациленĕ. Çапла Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă та.
1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Германи вăрçă пуçланни çинчен пĕлтермесĕр ир енне‚ 4 сехетре‚ Баренцево (Балти мар) тинĕсĕнчен пуçласа СССР чикки тăрăх кăнтăралла Молдавине çитичченех вăйлă çар техникипе тапăннă.
Гитлер вăрçă стратегийĕпе «Барбаросс» планĕ тăрăх, 1‚5-2 уйăх хушшинче Совет Çарĕсене çĕнтерсе Атăл тăрăхĕнчи çĕрсене‚ каярах Урала ярса илме ĕмĕтленнĕ. Анчах тăшман çарĕ тапăннă хыççăн пĕрремĕш сехетренех Брест крепоçĕнчи хаяр хирĕç тăрăва лекнĕ. Унта 42-мĕшпе 6-мĕш пемелли (стрелковăй) дивизин Совет Союзĕн 4-мĕш армин салтакĕсем, хирти условисенче пеме вĕренекенсем, вырнаçнă пулнă. Брест крепоçĕнчи çапăçу 28 куна (июль уйăхĕн 20-мĕшĕччен) тăсăлнă. Крепоçра темле майпа пĕр салтак (ингуш çынни) çеç сывă тăрса юлнă‚ ыттисем паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Малтанлăха Совет Çарĕ‚ вăрçа çителĕклĕ çар хатĕрĕсем пулман пирки, 1941 çулхи çуллапа кĕркунне пысăк çухатусем чăтса ирттернĕ. Уйрăмах чикĕ çывăхĕнчи çар пĕрлешĕвĕсем пĕтĕмĕшле арканнă. Прибалтика‚ Белорусси‚ Украина‚ Крым тата Раççейĕн Европăри чылай пайĕ фашистсен оккупацине кĕрсе ÿкнĕ. Нимĕçсем Мускав еннелле ăнтăлнă. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи апрель уйăхĕн вĕçĕччен Мускавшăн хĕрÿ çапăçу пынă. Вăрçă пуçлансанах правительство вăрçă положенийĕ йышăннă‚ мобилизаци пуçланнă. Кĕске вăхăтрах Хĕвел тухăçнелле 1523 предприятие куçарнă‚ вĕсенчен 1360 пысăк завода - Уралпа Çĕпĕре тата Вăтам Азие. Мирлĕ пурнăçра усă курмалли продукци кăларакан предприятисене вăрçă хатĕрĕсем кăларма хушу панă. 1941 çул вĕçне вĕсенчен нумайăшĕ çар продукцийĕ туса кăларнă. Вăрçă пĕтичченех «Анне-çĕршывăмăр чĕнет!»‚ «Пĕтĕмпех çĕршыв валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли!» тата «Пĕр утăм та каялла мар!» тĕп лозунгсем пулса тăнă.
1941 çулхи сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнчен Ленинград хулинче блокада пуçланнă. Вăл 900 куна тăсăлнă. Сталинград хулишĕн 1942 çулхи ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхĕн 2-мĕшĕччен вăйлă çапăçусем пынă. 1943 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕ - август уйăхĕн 23-мĕшĕсенче Курск пĕкки патĕнче те питĕ вăйлă çапăçу пулса иртнĕ. Кунта нимĕçсен 50 дивизийĕ пухăннă.
1943 çултан пуçласа Совет Çарĕсемшĕн ытларах ирĕке кăларас операцисем пынă. 1941 çулхи çу кунĕсенче СССР‚ США (АПШ)‚ Англи çĕршывĕсенчен тăракан фашизма хирĕçле коалици йĕркеленнĕ. Унта И.Сталин‚ Ф.Рузвельт‚ У.Черчилль хутшăнса калаçусем ирттернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче виçĕ конференци йĕркеленнĕ: 1)Тегеранра 28.11 - 1.12.1943 ç.; 2) Крымра (Ялтăра) 04 - 11.02.1945 ç.; 3) Берлинра (Постдамра) 17.07 - 2.08.1945 ç. Юлашки конференцинче‚ делегаци шутĕнче Ф.Рузвельт вырăнне (вилсе кайнă) Г.Трумэн (АПШ çĕнĕ президенчĕ) пулнă. Виçĕ конференцинче те союзниксем вăрçă ыйтăвĕсене сÿтсе явнă: вăрçă хыççăн Польшăпа Германин чиккисене палăртасси‚ фашист преступникĕсене халăх умĕнче судпа айăпласси‚ Германине хистев ĕçĕсене пăхăнмалли мероприятисене йышăнасси. Çавăн пекех Совет Союзĕ Япони çине тапăнмалли ыйтăва пăхса тухнă, Кăнтăр Сахалина тата Курил утравĕсене СССРа тавăрса парасси тата ытти те.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 1418 куна тăсăлнă. Пирĕн çĕршывра май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунĕ тесе йышăннă. Анчах Европăра çак уява май уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тума палăртнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн 27 млн çынни пуçне хунă. Освенцим концлагерĕнче кăна пилĕк çул хушшинче 5 млн ытла çын пĕтнĕ. Концлагерьсем Германинче кăна мар‚ Польшăра‚ Балтика тăрăхĕнче те пулнă. Инçет Хĕвел тухăçĕнче час-часах Япони провокаци тунипе 1945 çулхи август уйăхĕн 8-мĕшĕнче Совет правительстви официаллă заявлени тунă тăрăх, Японипе вăрçа кĕресси çинчен пĕлтернĕ. Август уйăхĕн 9-мĕшĕнче‚ çĕрле‚ Совет Çарĕ Маньчжурине кĕрсе 1-мĕшпе 2-мĕш Инçет Хĕвел тухăç фрончĕсем Японин суйласа илнĕ (отборные части) чи вăйлă Квантун çарне çапса аркатнă. Вăрçă 24 кун çеç пынă. 1945 çулхи август уйăхĕн 2-мĕшĕнче Токио бухтинче «Миссури» Америка крейсерĕ çинче Япони капитуляци актне алă пуснă. Çакă Иккĕмĕш тĕнче вăрçи (1.09.1939 - 2.09.1945 çç) пĕтнине пĕлтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи унăн шутĕнчи (тытăмĕнчи) пысăк пайĕ шутланать.
Çакăн хыççăн Япони Совет Союзне Сахалин утравĕн кăнтăр пайне тата Курил утравĕсене панă.
Хальхи саманара Гитлерăн фашистла юлашкисем‚ çапса арканса пĕтеймен тăхăмĕсем тата темшĕн-çке фашизма хирĕç кĕрешнисен тăхăмĕсем те Европăра пуç çĕклеççĕ‚ фашизма ырлаççĕ. Гитлерăн расизм вăхăтĕнче вырăссемпе ытти халăхсене ниме тăман халăхсем тесе шутланнă. Çакна халĕ пĕрмай Украина националисчĕсенчен илтетпĕр.
Украина тесен перестройкăчченхи пĕр телекăларăмра (çакна лайăх астăватăп) çакна кăтартрĕç: ача садĕнчи воспитательница ачасен вырăсла ячĕсене пăсса калать. Миша ятлине ку Мишель тет‚ Иван - Ян‚ Мария-Маша - Марго тата ытти те. Çав вăхăталлах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хăйĕн çарĕпе фашистсене парăннă советсен А.А. Власов генерал-лейтенантне реабилитацилес пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче чылай сăмах-юмах пычĕ‚ пысăк статьясем пичетленчĕç.
Перестройка тапхăрĕсенче пысăк уява‚ Çĕнтерÿ кунне‚ те сÿрĕккĕнрех ирттерни сисĕнчĕ. Енчен те совет самани вăхăтĕнче пире парада тухмалли çинчен малтанах каласа хуратчĕç пулсан, каярах унта хутшăнма чĕнми пулчĕç. Тухас текенни тухать‚ тухманни тухмасть. Эпир‚ хăш-пĕрисем‚ хăнăхнă йăлапа пуçтарăнаканчĕ. Парадра халăх йышĕ сахал пулни те сисĕнетчĕ. Тата вăрçă вăхăтĕнчи икĕ пĕр-пĕрне хирĕçлекен енсем хушшинче килĕшÿлĕх пулмалли çинчен те сăмах-юмах пычĕ. Çакăн хыççăн фашизм пуçланчĕ те ĕнтĕ (ман шутпа - авт.). Европăра, уйрăмах Украинăра, иртнĕ вăрçа çĕнĕлле хак пани тарăн шухăша ячĕ. Раççей çумне мĕнпур хăйсен ултавлă шухăшĕсемпе çылăхĕсене çыпăçтарчĕç. Фашизмпа, çапса аркатса пĕтереймен йÿнсĕрсемпе, нимĕнле килĕшÿлĕх те пулма пултараймасть. Ахальтен мар вăл фашист‚ уншăн килĕшÿлĕх - пушă сăмах. Унăн чунĕнче вĕлересси‚ çĕмĕресси çеç. Тăшман лайăххине ăнланмасть пулсан‚ ăна тĕп тăвасси çеç юлать.
«СССР саланма пуçлани» тени ытла та çемçе ăнлану. Саланни вăл çапах та арканни мар. Саланнă чух ырлăх-пурлăх юлать‚ пуянлăха пĕр тан пайласа параççĕ. Кам мĕнле ĕçленине кура. Совет Союзĕнчен мĕн юлчĕ? Магазинсенче - пушăт мунчали‚ колхозсем арканса пĕтрĕç‚ çĕрсемпе анасене хыт-хура пусса илчĕ. Ваучерсем те çук‚ вĕсене ахаль тенĕ пек парса пĕтертĕмĕр. Хваттерсене те халĕ ĕлĕкхи пек укçасăр илеймĕн. Ĕç укçипе пенсине те сахал тÿлеççĕ. Çав вăхăтрах коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлекен тăкак çур пенсипе танлашать (пенси сахал илекенсен). Эмел хакĕ те йÿн мар, унăн хакĕ хаклипе кашниех кирлине туянма пултараймасть.Телее, пирĕн ăс-тăнра совет саманинче туяннă патриотизм туйăмĕ тăрса юлчĕ‚ çавăнпа мăнаçланатпăр та.
СССР Михаил Горбачев влаçа 1985 çул килсен арканма пуçланчĕ те Борис Ельцинран 1991 çулхи декабрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Беловежа пущинче Белоруссире вĕçленчĕ. Хăватлă çĕршыв арканнине хальхи политологсем тăватă çынра кураççĕ: Украинăра пулнă президентсенчен - Леонид Кучмапа Леонид Кравчукран - тата пирĕннисенчен Михаил Горбачевпа Борис Ельцинран. Ыттисем‚ союзлă республикăсен представителĕсем‚ çак пуçарăва умлă-хыçлă ярса илнĕ, вĕсене чаракансем пулман.
Перестройка саманисем пулса иртнĕренпе 30 çул хыçа юлчĕ. Çав вăхăтра тата халь вĕренекен ачасен истори енчен пĕлĕвĕсем начар. Ыйтусем çине панă тĕрĕс хуравсем çукпа пĕрех. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кам çĕнтернĕ?» тесен «Ленин» тет пĕри. Çавăн пекех революцисене‚ Граждан вăрçине‚ коллективизацине пачах пĕлмеççĕ. Намăс! Тĕлĕнмелле анчах! Мĕн вĕрентеççĕ-ши шкулта?
Истори предметне еплерех тата мĕнле кĕнекесем тăрăх вĕрентнине кăçал‚ 2021 çулхи çуркунне‚ Раççей Президенчĕ В. Путин пăхса тухнă та тĕлĕннĕ (телевиденипе кăтартрĕç). Истори кĕнекисене улăштармалла тата тĕрĕс историсемпе вĕрентмеллине палăртрĕ.
Историне пĕлес пулать, ăна ăша хывмалла‚ унсăрăн малашлăх иккĕленÿллĕ. Çавăнпа та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 80 çул çитнĕ май‚ темлĕ салхуллă пулсан та‚ ман пуçра çак йĕркесем çуралчĕç.
Вера ФОМИНА таврапĕлÿçĕ.
Çтерлĕ хули.

Автор:Ирида Матниязова