Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн 2021, 11:10

Кăмпа вăхăчĕ пуçланать. Асăрхануллă пулăр!

Кăмпа пуçтарни - лайăх кану мелĕ. Мĕн авалтан кăмпа тутлă апат шутланнă. Ку чăннипе те çапла. Хăш чух пуян опытлă кăмпаçăн карçинккине те наркăмăшлă вăрман çимĕçĕ лекме пултарать.

Кăмпа вăхăчĕ пуçланать. Асăрхануллă пулăр!
Кăмпа вăхăчĕ пуçланать. Асăрхануллă пулăр!

Кăмпапа наркăмăшланнин паллисем пулсанах, тухтăр киличчен, инкеке лекнĕ çынна пулăшу памалла. Чи малтан апат хуранне (желудок) ăшă шыва апат соди е кăшт çеç марганцовка янă хутăшпа çуса тасатмалла. Унтан горизонталь майлă вырттармалла (хускалмасăр). Чирлĕ çынна тăварлă сивĕ шыв сыптарса тăмалла тата аптекăри кăмрăка (активированный уголь) памалла.
Кăмпа пухнă чух çакна асра тытмалла:
1. Вăрманта хăвăр паллакан кăмпасене çеç пухăр.
2. Нихăçан та ватă, хуртлă, шаннă кăмпасене ан илĕр.
3. Пĕлмен кăмпасене алăпа тытма, тутанма кирлĕ мар.
4. Автомобиль çулĕсем таврашĕнче ÿсекен вăрман çимĕçне илмелле мар. Мĕншĕн тесен кăмпасем сиенлĕ япаласене, токсинсене лайăх çăтаççĕ.
5. Мĕнле кăмпа та, ăна тĕрлĕ майпа хатĕрленĕ пулсан та виçĕ çула çитмен ачасемшĕн сиенлĕ шутланать.
6. Пасарта кăмпа туянатăр пулсан вĕсен хутăшне (тĕрлĕ кăмпасене) ан илĕр. Санитари правилисем тăрăх кăмпа хутăшне (грибная смесь) сутма юрамасть.
7. Пÿре, пĕвер, апат хуранĕ тата пыршă чирĕсемпе аптратăр пулсан тухтăрсем кăмпа çиме хушмаççĕ.
Йывăр чир, ботулизм, çинчен те каласа хăварас килет. Вăл апата консервланă кăмпасем кĕртнипе çыхăннă. Ботулизм чирне пуçаракансем кăмпана тăпраран лекеççĕ. Вĕсем вĕри шывра та вилмеççĕ, банкăра сывлăш пулмасан та ботулотоксин наркăмăшне кăларса ĕрчеççĕ. Наркăмăш паллисем тĕп нерв системи сиенленнине пĕлтереççĕ: куç иккĕлле кăтартма тытăнни, аякрине курманни, çăвар типни, вăй çукки, çапаланса утни. Чир шала кайсан сывлав органĕсене шалкăм çапнипе вилсе кайма та пулать. Ботулизм паллисем палăрнă хушăра тухтăрсенчен çийĕнчех пулăшу ыйтмалла.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: