Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн 2021, 11:05

Пĕрремĕш роман вулакан патне çитрĕ

Пушкăртстанри паллă прозаик-сăвăç Василий Антонов калавĕсемпе повеçĕсенче хăйĕн хисеплĕ ентешĕсен нуши-савăнăçĕ, тертлĕ кун-çулĕ, юратăвĕ, çухатăвĕсем çинчен ĕнентерÿллĕ çырса кăтартать. Сăвви-сонечĕсенче те çав темах палăрать. Вĕсене вăл вырăсла та, чăвашла калаçтарать.

Пĕрремĕш роман вулакан патне çитрĕ
Пĕрремĕш роман вулакан патне çитрĕ

Хальхинче 20 ытла кĕнеке авторĕн аллинчи калем витĕр роман калăпланса тухнă. Çитмĕл урлă каçнă çыравçăн пĕрремĕш романĕ. Вăл - «Тивлет» ятлă (шучĕпе авторăн 23-мĕш кĕнеки шутланать - авт.). Икçĕре яхăн питрен тăракан кĕнекене Шупашкарти В.В. Филимонов уйрăм предприниматель типографинче пичетлесе кăларнă. Шел пулин те, 50 экземпляр çеç. Ăна ытти кĕнекисем пекех Инна Чумышева компьютер çинче пичетлесе калăпланă, пĕлÿ çăлкуçĕн хуплашкисен дизайнне те вăлах хатĕрленĕ. Петр Андреев вара редактор тивĕçĕсене пурнăçланă.
- Петр Кузьмич питĕ вăйлă, кăлтăк-шăйрăксене витĕр курса тăракан, хăйĕнчен хăй çирĕп ыйтакан, яваплă сăмах ăсти. Эпир унпа тата Инна Макаровнăпа 20 ытла кĕнеке кăлартăмăр. Вĕсемпе ĕçлеме яланах кăмăллă, çавăнпа та тав сăмахĕ калас килет, - ăшă та ырă сăмахсемпе хак парать çыравçă хăйĕн ĕçтешĕсен ĕçне.
Пурнăç этеме ыррине те, усаллине те, пиччĕн енĕпе тÿнтерне те кăтартса тĕрĕслет. «Тивлет» романра автор пĕр пысăк çемьере хальхи вăхăтра пулса иртекен хурлăхлă та савăк çулсемпе кунсене, чылай инкек-синкеке чăтса-тÿссе ирттернĕ çынсене сăнлать. Çавăнпа та вулаканшăн вăл хаклă та кĕтнĕ парне вырăнне пуласса шанатпăр. Сăмах май, кĕнекене чăн малтан Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕнчи «Пилеш» ансамбль хастарĕсем алла тытса хак пама пултарнă. Василий Сергеевич çак ушкăна ертсе пынă май, вăл чăн малтан хăйĕн савăнăçне вĕсемпе пайланă.
Канăçсăр чĕреллĕ, тĕрлĕ шухăш-ĕмĕтпе пуян çыравçăн малашлăх планĕсем те пысăк.
- Ÿркенмелле çеç мар. Шур хута хуратса çырмалли, калăпламалли çителĕклех. Черетре ĕç сĕтелĕ çинче çирĕм тăваттăмĕш кĕнеке пухăнать. Унта ытларах калавсем пулмалла. Сывлăх пулсан ăна та вулакан патне çитересчĕ, - тет Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ сăмах ăсти.
Эпир те хамăрăн аслă тусăмăра ăнăçу сунатпăр. Ĕмĕтленни çитсе пытăр.
Юрий МИХАЙЛОВ,
Раççей Журналистсен союзĕн членĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: