Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн 2021, 11:12

Юрату туйăмĕ паян та сÿнмест

Июнь уйăхĕнче Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Сергей Николаевичпа Лидия Александровна Афанасьевсем ылтăн юбилейне, пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине, паллă турĕç. Культура çурчĕпе ял хутлăх администрацийĕн ĕçченĕсем юбилярсене саламларĕç, парнесем парса чысларĕç.

Юрату туйăмĕ паян та сÿнмест
Юрату туйăмĕ паян та сÿнмест

Сергей Николаевичпа Лидия Александровна килнĕ хăнасене хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕç. Хаваспах хăйсен пурнăçĕ, мĕнле тĕл пулни çинчен каласа пачĕç. Упăшки пулас мăшăрĕпе паллашни, пĕрре курсах юратса пăрахни, тепĕр уйăхран хĕре килĕшме кайни çинчен аса илчĕ. Калаçу тăршшĕпех хăйĕн юратнă мăшăрĕн сăн ÿкерчĕкĕ çине пăха-пăха: «Çак илемлĕ хĕре епле юратмастăн?» - терĕ.
С.Н. Афанасьев 1948 çулта çуралнă. 1964 çулта вырăнти шкултан вĕренсе тухсан, 29№ ГПТУна кайса кĕнĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн каччăн Совет Çар ретне тăма вăхăт çитнĕ. Салтакран таврăнсан çамрăк «Путь колхоза» колхоза токарь пулса вырнаçнă та 39 çул хушши унта ĕçленĕ. Çемье архивĕнче тивĕçлĕ наградисемпе Тав çырăвĕсем сахал мар.
Лидия Александровнан ĕçлĕ пурнăçĕ сакăр класс пĕтерсенех пуçланнă. Хĕр ача 1966 çулхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Новомихайловкăри сĕтпе çу фермине доярка пулса вырнаçнă. Пулас мăшăрĕпе 1971 çулта паллашнă. Лида та Сергее пĕрре курсах куç хывнă.
Сергей Николаевичпа Лидия Александровна икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Асли, Люба, 1971 çулта, Николай ывăлĕ 1975 çулта çут тĕнчене килнĕ. Аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне куç тулли савăнтарса икĕ мăнукĕ, Роман тата Дмитрий, çитĕнеççĕ.
Аллă çул хушши мăшăр телейлĕ те туслă, пĕр-пĕрне ăнланса та хисеплесе пурăнать. Телей те савăнăç сунатпар сире, хисеплĕ юбилярсем!
Валентина МАКАРОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: