Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Июлӗн 2021, 11:22

Хальхинче сиплě те тутлă пылпа чей ěçесси пулмарĕ

Чи тутлǎ та сиплě пыла эпир кашни çулах Владимир мучинчен илекенччě. Вǎл - хурт-хǎмǎр ǎсти. Унǎн вǎрманти пěр илемлě уçланкǎра вырнǎçнǎ утарěнче питě нумай вěлле. Пыл илес тесе кǎçал та ун патнех çул тытрăмăр.

Хальхинче сиплě те тутлă  пылпа чей ěçесси пулмарĕ
Хальхинче сиплě те тутлă пылпа чей ěçесси пулмарĕ

Утар пӳрчě патне машинăпа пырса чарǎнсан сǎнчǎрти пысǎк йытǎ малтанах палласа илеймерě, пире вǎрçса усаллǎн вěрме тытǎнчě. Шарик текелесен ас туса илчě пулмалла, савǎнǎçлǎн сиккелеме пуçларě. Акǎ утар хуçи хǎй те хупǎлчине уçнǎ вěлле патěнче курǎнса кайрě. Кун пек чухне хурт нумай вěçекенччě, халь вара шǎп кǎна, хǎй пуçне те ахаль шлепке кǎна тǎхǎннǎ. «Мěнле-ха апла?» аптраса пуç ватса тǎратпǎр.
- Ан хǎрǎр, çывăхарах килĕр, - салху тухакан сасǎпа чěнчě пире мучи.
Кǎшт хǎрарах утрǎмǎр, вĕлле хурчĕсенчен хÿтĕленме пěр хатĕр те çук-çке хамǎр çумра.
- Куратǎр-и, мěн чухлě вилнě хурт выртать вěлле умěнче те, ун ǎшěнче те? - аван-и! тесе каличченех вилнě пыл хурчěсем çине пӳрнипе тěллесе кǎтартса хурлǎхлǎн калаçрĕ пирĕнпе хурт-хǎмǎр ǎсти.
Çакăн евĕр ÿкерчĕке ку вěлле патěнче кǎна мар, ыттисем патĕнче те курма пулать. Ǎçта пǎхсан та ěçчен хуртсен виллисем купаланса выртаççě.
- Мěн пулнǎ кунта? - тěлěнсе те аптраса ыйтатпǎр ватă çынран.
Хуравличчен унǎн куçěсенчен куççуль те тумларě. Вěсене шǎлса илсен утарти хуртсем пĕтĕмпех вилсе пěтни çинчен пĕлтерчĕ. Килěнче кǎна пěр 3-4 вěлле чěрě тǎрса юлнǎ. Ун кǎна та мар иккен, районта та, республикǎра та нумай çěрте пыл хурчěсем пěтни çинчен калаçаççě. Утарçǎсем кама айǎпламаллине те пěлеймеççě. Тĕп сăлтавĕсене агрохуçалǎхсем хирсене тěрлěрен химикатсемпе им-çамланинче тата пěр-пěр чир килсе ернинче кураççě. Вилнě хуртсене Хусанти лабораторине яни çинчен те каласа пачě Владимир мучи. Утартан вǎл пире нихǎçан та сиплě те тутлǎ пылпа чěй ěçтермесěр кǎларса яракан марччě. Хальхинче вара пыл пулмарě.
Елена ИВАНОВА.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: