Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Июлӗн 2021, 12:03

Илемсем Уявран дипломсемпе таврăнчĕç

Июль уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районĕнче Раççей шайĕнчи Уяв-2021 иртрĕ. Вăл сахалран та пилĕк пин ытла чăвашпа ытти наци çыннисене пĕр кăшăла пуçтарчĕ.

Илемсем Уявран дипломсемпе таврăнчĕç
Илемсем Уявран дипломсемпе таврăнчĕç

Ĕлĕк Уяв тесе пирвайхи калчасем шăтса тухнă вăхăтран пуçласа утçичченхи тапхăра каланă. Ăсчах-этнографсем çирĕплетнĕ тăрăх, вăл ыр-усал тĕнĕ вăхăтĕнчен упранса юлнă уявсенчен пĕри. «Уяв» тени «уя» (блюсти) сăмахран пулса кайнă. Малтанах вăл йăла-йĕркене тытса пынине кăна пĕлтернĕ-тĕк, каярах çак сăмахпа хуть мĕнле праçнике калама пуçланă.
Уяв – çуркуннепе çуллахи тапхăр праçникĕ. Унăн никĕсĕнче – чăваш халăхĕн историлле традицийĕсене тĕпе хурса пĕрлештерни, хутшăнтарни, çут çанталакăн вăйĕсенчен тулăх тухăç, сулмаклă çумăр пама ыйтни, уяв картисемпе çамрăксен вăййисем.
Уяв çурхи Микула кунĕнчен (май уйăхĕн 22-мĕшĕнчен) пуçланнă та Питравра (июль уйăхĕн 12-мĕшĕ) вĕçленнĕ.
Чăваш йăли-йĕркипе иртекен праçнике Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Миниханов, Чăваш Енĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ТР культура тата экологипе çут çанталăк министрĕсем Ирада Аюповапа Александр Шадриков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Фатых Сибагатуллин, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Мари Эл Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Иван Казанков тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
Кÿршĕсем патĕнче Пушкăртстан чысне Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи - Владимир Яковлев) хÿтĕлерĕ. Унăн йышĕнче «Илем» халăх ансамблĕ (Нина Никитина), чăваш гимназийĕн директорĕ Елена Петрова, Слакпуçĕнчи музей тата культура çурчĕн ĕçченĕсемпе ял Канашĕн пуçлăхĕ Дмитрий Андреев пулчĕç. Уявран илемсем пилĕк дипломпа таврăнчĕç. Вĕсене сцена ăстисемпе чăваш хастарĕсем уява хутшăнса илем кÿнĕшĕн, чăваш юрттине лартнăшăн (ăна литературăпа этнографи темине халалланăччĕ), такмаксен конкурсне хутшăннăшăн тивĕçрĕç. Владимир Каранкин пултаруллă купăсçă хăй уйрăм дипломлă пулчĕ.
Уяв кăçалхипе 15-мĕш хут иртрĕ. Мероприятин куçа курăнакан пĕрремĕш курăмĕ вăл кунта пурте тенĕ пекех (80 проценчĕ) наци тумĕпе пухăнни. Унăн пахалăхĕпе илемĕ те ÿссе пыни куç умĕнче.
Тутарстанри чăваш халăхĕн «Уяв» праçникне 1993 çулта Чистай районĕнче Анат Кăтратар ялĕнче пуçласа ирттернĕ. Ăна вырăнти хастарсем йĕркеленĕ, ун чух вăл республика шайĕнчи статуссăр пулнă. Унта Кама леш енчи темиçе районти чăваш коллективĕсем хутшăннă.
1995 çулта Тутарстан Халăхсен ассамблейи тĕрев панипе, çавăн пекех Культура министерствипе унăн Наукăпа методика центрĕ хутшăннипе республика шайĕнчи Уяв иртет. Унăн алăкĕсем пур халăхшăн та уçă. Кунта яланах хуçасен тараватлăхĕпе ăшă та кăмăллă туйăмсем хуçаланаççĕ. Çакна кăçалхи праçникре те курма пулчĕ. Çавăнпа та Пушкăртстан делегацийĕ кÿршĕсене чĕререн тав сăмахĕ калать, малашне те пирĕн туслă çыхăнусем çирĕпленсе пырасса шанать.
Юрий СНЕГОПАД.
Тутарстан, Аксу районĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: