Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Июлӗн 2021, 11:57

Инкек ура айĕнчен сиксе тухать

Иртнĕ эрнере Пушкăртстан Республикин тĕрлĕ кĕтесĕнчен ачасем инкеклĕ лару-тăрăва лекни пирки начар хыпарсем килчĕç. Çулла вăй илсе пырать. Каникул тата уйăх ытла-ха. Вăл телейлĕ самантсем çеç илсе килессе шанатпăр. Çавна май республикăри Инкеклĕ ĕçсен министерствин специалисчĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ чи пĕлтерĕшлĕ ултă пункта шута илме ыйтатпăр.

Инкек ура айĕнчен сиксе тухать
Инкек ура айĕнчен сиксе тухать

Шыва путнă
Шаран районĕнче икĕ 13 çулхи хĕр ача путса вилнĕ. Ирпе вĕсем тăванĕсене велосипедпа ярăнма каятпăр тесе хăварнă. Каçпа таврăнман. Ачасене курнă çынсем вĕсен япалисене пĕве хĕрринче асăрханă. Пĕр хĕр ачан ÿтне тÿрех, иккĕмĕшĕнне тепĕр кун, çыран хĕрринчен тăватă метрта, шыраса тупнă.
Кăçал Пушкăртстанра 13 ача путса вилнĕ. Ку çур класс чухлĕ.
Хурлăхлă статистика тăрăх, ытларах тимлĕхсĕр юлнă ачасем инкеке лекеççĕ.
- Нумайăшĕ ачасем пулăшу ыйтаçĕç тесе шутлаççĕ. Анчах та вĕсем пĕр сассăр, кĕтмен çĕртен путаççĕ. Шыв çăтаççĕ те аялалла анса каяççĕ. Çавăнпа та вĕсене пĕр минута та тимлĕхсĕр хăварма юрамасть, - тет ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин Тĕп аварипе хăтару службин шыравпа хăтару отрячĕн пуçлăхĕ Денис Габдрахимов.
Вăрманта çухалса кайнă
Çулталăк пуçламăшĕнчен вăрманта 10 ача çухалса кайнă. Вĕсене пурне те тупнă. Кăçалхи май уйăхĕнче Çтерлĕ район вăрманĕнче тăхăр çулхи арçын ача каялла тухмалли çула тупайман. Хăтаруçăсем ăна шырама тухнă. Телее, арçын ача хăюллă пулнă. Вăл хăй тĕллĕн çул хĕрне тухма, иртен-çÿренсем патне чупса çитме (лешсем ăна полицие илсе çитернĕ) пултарнă. Çак кунсенче вара Белорецк районĕнчи Кĕрен тусем патĕнче пилĕк çулхи ача çухалса кайнă. Ăна ашшĕпе амăшĕ тупнă. Ачасем çĕрĕпе, хăш чухне темиçе кун та, вăрманта аташса çÿренĕ тĕслĕхсем те сахал мар.
Хăтаруçăсем мĕн сĕнеççĕ
- Ачана инçетрен курăнакан япаласем тăхăнтартăр. Çакă ăна куçран вĕçертмессе май парать. Çуллахи вăрманта симĕс е тĕксĕм тĕссем тăхăнма юрамасть. Куртка çанни е шăлавар пĕççи çине çутă ÿкекен материалсем çĕлесе хурăр. Ача çумĕнче яланах зарядка тунă телефон пултăр. Çыхăну çук пулсан 112 номерпе шăнкăравлама пулать.
- Ача вăрманта çухалса кайнă пулсан çак правилăсене манса ан кайтăр. Чи пĕлтерĕшли - пĕр вырăнта тăмалла. Унсăрăн таçта та кайса тухма пулать. Ачана шырама тухнисем йĕрсене, тĕрлĕ паллăсене сăна-сăна питĕ хуллен утаççĕ, анчах вĕсем пурпĕрех пулăшма килеççĕ.
- Хăрушă пулсан йывăçа ыталаса тăма юрать. Утмаççĕ пулсан та вĕсем чĕрĕ. Йывăçпа калаçма, çумăн ларма, ун çумне тĕренме юрать. Тискер чĕр чун патне пыма, уйрăмах ачашлама юрамасть. Вĕсем инфекци сарма, хăйсен çурисене, чĕпписене хÿтĕлесе тапăнма пултараççĕ.
Пĕлмен япаласене çиме юрамасть. Выçă пулни наркăмăшланса чирленинчен лайăхрах та. Ачапа уçăлса çÿренĕ чух, хăш кăмпана, çырлана çиме юрать, хăшне çук, асăрхăр, пĕр-пĕринпе танлаштарăр.
- Ача хăй ларакан вырăнтан сас патăр. Кăшкăрма, шăхличĕпе шăхăрма юрать (халь ачасем сумкăсемпе çÿреме юратаççĕ, ун ăшне шăхлич чиксе хурăр). Шăхлич çĕрле тискер чĕр чунсене хăратма пулăшать.
Самолетсемпе поездсем
Нумай пулмасть çакăн пек тĕслĕх пулса иртрĕ. Ĕпхÿ-Сочи самолет çинче кăкăр ачине начар пулнă. Унăн шăнăр туртма пуçланă, тутисем кăвакарнă, сывлама чарăннă. Борт çинче тухтăр пулман. Ачана стюардессăсем пулăшу панă. Пурте лайăх вĕçленнĕ. Ача тăна кĕнĕ, çĕр çине ларсан ăна врачсен аллине панă. Наталья Ананских - питĕ пултаруллă стюардесса.
Халĕ çул çÿрев сезонĕ вăй илсе пырать. Нумайăшĕ тинĕс хĕррине кайĕç е вĕçĕç. Енчен те сирĕн ачăр пĕчĕк пулсан тухтăрсемпе канашлăр, кирлех-и сире çак çул çÿрев? Тинĕсре канма питĕ лайăх, анчах пĕчĕк ачасем çав тери хÿтлĕхсĕр. Наталья Ананских пек стюардессăсем вара пулмасса та пултараççĕ.
Электричество
Çак кунсенче Туймазăри реанимацине алли пысăк напряжениллĕ токпа пиçсе кайнă 10 çулхи ачана илсе килнĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, арçын ачасем футбол вылянă, мечĕк трансформатор щитне лекнĕ. Илме хăпарнă чух ачана вăйлă ток çапнă. Куракансем васкавлă пулăшу чĕнтернĕ.
Ачасем лăпкă пуласса эпир нихăçан та кĕтсе илеймĕпĕр. Ку кирлĕ те мар. Эпир хамăр та шух пулнă. Анчах та пирĕн вĕсене тимлĕ пулма вĕрентмелле. Электричество пăралукĕсене тытма, çинçе те вĕçлĕ япаласем пур çĕртре, стройка ĕçĕсем пыракан вырăнсенче выляма, çурт тăррине хăпарма юраманнине асăрхаттарсах тăмалла.
Хĕвел антăратни
Кăçалхи çулла, ачасен савăнăçне кура, нихçан çуккине ăшă пулчĕ. Май пулсан хуть те кунĕпе выля. Анчах та ырă та çутă хĕвел усал та чее тăшмана çаврăнма пултарать.

Пурте самаях ансат. Ирĕк тум тир тата пуçа мĕн те пулсан тăхăнмалли хатĕр çеç кирлĕ. Вĕсем шурă пулсан тата та лайăхрах. Паллах, шыв нумай ĕçмелле. Анчах пур хаваслă ушкăн та пĕр савăтран мар.
Урам е пляж тăрăх уçăлса çÿренĕ май пуç кинет çаврăнса кайрĕ, ÿт хĕрелчĕ пулсан, сулхăн е хĕвел ÿкмен вырăна кайса тăмалла, шыв ĕçмелле, хăвăра ытла та начар туятăр пулсан, киле çитсе тухтăра чĕнтермелле.
Пушар
Çулталăк пуçламăшĕнчен пушарсенче сакăр ача вилнĕ. Хăш чухне пиртен нимĕн те килмест. Аçа çапать, электричество напряженийĕ улшăнать, вут-кăвар ÿкет тата ытти те. Анчах та хăш чухне ачасем выляса пушар тухни те пулать. Çут çанталăк вăйĕпе кĕрешме пултараймастпăр пулин те, пушар тухни пирки систерекен 200 тенкĕлĕх система вырнаçтарма пултаратпăр. Чи пĕлтерĕшли – ачасене вĕсен пурнăçĕ тĕнчери кирек епле теттерен те хаклăраххине каласа ăнлантарасси. Япаласене çăласси çинчен мар, çунакан çуртран сывă тухасси пирки шухăшламалла.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: