Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Июлӗн 2021, 12:08

Нумай çул ÿсекен курăксене çулма пуçланă

«Нива» СПКри выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлекенсем нумай çул ÿсекен курăксене çулма пуçланă. Ана çинче ворошилкăпа пресс-подборщик ĕçлеççĕ. Ытларах люцерна текен курăка çулса пуçтараççĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксене çулма пуçланă
Нумай çул ÿсекен курăксене çулма пуçланă

36 гектар çĕр лаптăкĕ çинче Евгений Алимпиев тата Ульфат Хафизов опытлă механизаторсем утă çулаççĕ. Евгений МТЗ-82 тракторĕ çумне ЖВЗ-7 жатка прицепне лектерсе эрне тăршшĕ люцернăпа костер çулать. Ульфат хăй тĕллĕн çÿрекен «Чулпан» косилкăпа тăрăшать. Тепĕр ана çинче МТЗ-82,1 тракторĕпе Андрей Потапов ĕçлет. Вăл калчасене им-çамланă хыççăн утă хатĕрлес ĕçе хутшăннă. Николай Шурков 44 гектар çĕр лаптăкĕ çинче МТЗ-80 тракторĕ çумне лектернĕ прицепĕпе люцерна паккусĕсене хускатать.
- Паккуссем хулăн, çавăнпа курăк аялтан типеймен. Люцернăна хускатса тухнă хыççăн пуçтарма та юрать. Унтан выльăхсене валли утă хатĕрлетпĕр. Люцерна юнтармăшрах курăк вăл, вăхăтлă пуçтармасан ванса пĕтет, туни çеç юлать, - ăнлантарса парать Юрий Филиппов. Чылай çул хушши хуçалăхра механизатор пулса тăрăшнăскере кăçал бригадир тивĕçне шанса панă.
36 гектар çинчи костер курăк типнĕ те ĕнтĕ, кунта пресс-подборщик ĕçлет. Александр Михайлов МТЗ-82,1 тракторĕ çумне лектернĕ хатĕрпе курăка пысăк рулонсене чĕркет.
- Анасем çинче хăй ĕçне лайăх пĕлекен, вăрах вăхăт ĕçлекен механизаторсем тăрăшаççĕ. Вĕсем шăрăх кунсене пăхмасăр хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Хăш чух пĕр тракториста темиçе техника единци çумне çирĕплетни те пулать. Шел пулин те, çамрăксем хăйсен пурнăçĕсене çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма васкамаççĕ. Ку ыйту пирĕн патра çеç мар, ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче те çивĕч тăрать. Çавăнпа та пур ĕçсене те пысăк опытлă механизаторсен пурнăçлама тивет, - палăртнă тĕп агроном Анваржон Султонбеков.

Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: