Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Июлӗн 2021, 10:51

«Пилеш» хастарĕсем юбилей хыççăн Крымри «Туй карти» фестивале çитнĕ

Июнĕн 12-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче «Пилеш» ансамблĕн юбилей концерчĕ иртрĕ. Ун çинчен «Урал сасси» хаçатра кĕскен пĕлтернĕччĕ.

«Пилеш» хастарĕсем юбилей хыççăн  Крымри «Туй карти» фестивале çитнĕ
«Пилеш» хастарĕсем юбилей хыççăн Крымри «Туй карти» фестивале çитнĕ

Ушкăнăн историйĕ 1991 çултах пуçланнă. «Пилеш» ансамблĕн ертÿçи Валентина Иванова 19 çулта чухнех (1989 çул) ял клубне ĕçе килнĕ. Çав çул Валентина пуçарăвĕпе район Акатуйĕнче чăваш туйĕн йăли-йĕркине кăтартса тинĕскÿлсем 1-мĕш вырăн йышăннă, Ленин ячĕллĕ колхоза «Техпомощь» машиналлă тунă.
Юбилей ячĕпе ансамбль ушкăнне саламлама Кармаскалă район пуçлăхĕ Альфир Сабиров, «Тавах» (Çтерлĕ хули), «Çăлкуç» (Йăмран ялĕ), «Шевле» (Суук-Чишма ялĕ), Ĕпхÿ хулинчен «Нарспи» чăваш ансамблĕсен хастарĕсем те килсе çитрĕç.
Лидия Привалова Тинĕскÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çтерлĕ хулинче пурăнать, «Тавах» ушкăна çÿрет. Вĕсен ушкăнне 10 çул тултарнă ятпа саламлама пĕлтĕр «Пилеш» ушкăн та кайнăччĕ. «Çăлкуç» ансамбль кашни мероприятине тĕплĕн хатĕрленет, пĕр-пĕрне хавхалантарса, пулăшса ĕçлет. «Шевле» ушкăн ертÿçи Светлана Матвеева «Пилеш» ушкăна халăх ансамблĕ ята пама ыйтрĕ. «Нарспи» ансамблĕн юрăçи, Вера Стружкина, чăн-чăн артистка, вăл Мускавра пурăнать. Авăркас районĕнче çуралнăскер хăй медицина ĕçченĕ пулсассăн та юрлама юратать.
- «Пилеш» ушкăнра манăн тăвансем пур, вĕсем мана чĕнсе илчĕç, - тет вăл.
Ансамблĕн пенси çулĕсенчи хĕрарăмсем вырăнти чăваш тумне тăхăнса авалхи йăла-йĕркесене упраса çамрăксене халалласа хăварасшăн. Халĕ вĕсем ялти мероприятисене те, районпа республика шайĕнчисене те хутшăнаççĕ.
«Пилеш» ансамбль ушкăн июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Крыма «Туй карти» («Свадебный хоровод») фестивале кайма тивĕç пулнă.
Тинĕскÿл ял Канаш пуçлăхĕ Наталья Иванова юбилей каçĕнче ансамблĕн кашни участникĕпе паллаштарчĕ. Пĕртăвансем те, çемьеллĕ мăшăрсем те пур кунта. Чăваш тумне, хушпу-тухйине çĕлеме ăста Галина Михайлова та ку ушкăна хастар хутшăнать. Елена, Валентина, Галина пĕртăван Федоровасене палăртмалла. Ленăн мăшăрĕ - Николай, вĕсен Тамара хĕрĕпе Валерий кĕрÿшĕ те çак ушкăнрах киленÿ тупнă. Валентин Васильев пултарулăх ушкăнне пĕр сиктермесĕр çÿрет. Ансамбль ертÿçи Валентина Иванова Егор мăшăрĕпе тата Виктория хĕрĕпе юрă-ташă тĕнчине путнă. Пĕтĕмĕшле ушкăнра 25 çын чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе чунран «чирлет».
Çак кун савăнăçлă пухура Кармаскалă район пуçлăхĕ Альфир Сабиров ансамбль хастарĕсене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Тинĕскÿл ял Канаш пуçлăхĕ Наталья Иванова та ял хутлăхĕ ятĕнчен парнесемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ, ушкăна асăнмалăх электросамовар парнелерĕ. Ансамбле пулăшакансене те манса хăвармарĕç. Инçе çула кĕскетсе уява килнĕ ансамбльсем те пуш алăпа мар, пурте парнесемпе саламларĕç.
Юбилей каçĕнче куракансем тăвăллăн алă çупса хăйпултарулăх артисчĕсене хавхалантарчĕç, савăнса пĕлекен юрăсене сцена ăстисемпе пĕрле шăрантарчĕç.
Ырă сунса - Тинĕскÿл ялĕнчи юрă-ташăпа
интересленекен
пенсионерсем.
Кармаскалă районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: