Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Июлӗн 2021, 11:15

Çынсен сывлăхне çăлса хăварассине халалланă пурнăç

Кашни кун пирĕн пурнăçра тĕрлĕрен пулăмсем пулса иртеççĕ. Пĕрисем пачах та асра юлмаççĕ пулсан‚ теприсем чуна витереççĕ. Çакă вара район‚ республика тата çĕршыв историйĕ пулса тăрать. Ăна уйрăм çынсем çыраççĕ. Вĕсен ĕçĕсем‚ ĕçри паттăрлăхĕсем тата пурнăçĕ - район тĕслĕхĕ‚ пуянлăхĕ тата мăнаçлăхĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри - Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ Виталий Викторов.

Виталий Васильевич Викторов
Виталий Васильевич Викторов

Виталий Васильевич - медицина наукисен докторĕ‚ профессор. Вăл РФ Сывлăх сыхлав министерствин федераллă патшалăх бюджет аслă пĕлÿ паракан Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн проректорĕ тата çак аслă шкул çумĕнчи хушма профессиллĕ пĕлÿ паракан институтăн директорĕ‚ ППМУ васкавлă педиатрипе ачасен хирурги тата неонатологи курсĕн кафедра заведующийĕ пулса тăрăшать. Паллă тухтăр‚ ăсчах‚ ăста ертÿçĕ‚ хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен тата пысăк чун-чĕреллĕ çын кирек кама та пулăшма хатĕр. Виталий Викторов 1960 çулхи июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Унăн ачалăхĕ ытти ял арçын ачисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман: урамра каçчен вылянă-чупнă‚ юлташĕсемпе пĕве хĕррине пулă тытма çÿренĕ‚ чăн малтан вара ашшĕпе-амăшне хуçалăхра пулăшнă. Паллах‚ тухтăр пуласси вара арçын ачан çунатлă ĕмĕчĕ пулса тăнă. Çак шухăш-кăмăл ахальтен çуралман. Виталий амăшĕ Раиса Тимофеевна та медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăн пекех асламăшĕн çуртĕнче фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен фельдшерсем чылай вăхăт пурăннă. Шăпах вĕсем хăйсен çăмăл мар‚ çав вăхăтрах интереслĕ ĕçĕ çинчен каласа панă та. Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Виталий Викторов медицина училищине вĕренме кĕме шут тытнă. Ĕнерхи шкул ачи кирлĕ документсене йышăну комиссине тăратнă‚ унтан экзаменсене ăнăçлă тытнă. Шăпах çакăнтан хăйне çынсен пурнăçне çăлса хăварассине тата медицина наукине халалланă Виталий Васильевич тухтăр çулĕ çине тухнă тесе калама та пулать. Училищĕре вĕреннĕ вăхăтра чăваш каччи Ĕпхÿ хулинчи ДОСААФри аэроклуба çÿренĕ. Унта çамрăк каччă парашютпа сикме хăнăхнă. Çак хăнăху малашнехи пурнăçра та‚ Германипе Узбекистанра сывлăшпа десант çарĕсенче хĕсметре тăнă вăхăтра‚ кирлĕ пулнă. Медицина училищине Виталий Викторов «лайăх» паллăсемпе‚ хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Ăна тăван районти васкавлă медицина пулăшăвне фельдшер пулса ĕçлеме направлени панă. Çарта пулнă хыççăн çамрăк каччă Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнчи педиатри факультетне вĕренме кĕнĕ. Виталий Васильевич - аслă квалификациллĕ тухтăр. Малалла çамрăк педиатр институт пĕтернипе çеç çырлахман‚ ăсталăхне‚ пултарулăхне ÿстерес тĕллевпе клиника ординатуринче‚ ППМУ ачасен хирургипе анестезиологи тата реаниматологи кафедринче пĕлÿ пухнă. В.В. Викторов республикăри Ача-пăча клиника больницинче реаниматологипе анестезиологи уйрăмĕнче тухтăр-ординатор‚ республикăри Ача-пăчасен психоневрологипе эпилептологи центрĕнче тата 2№ республикăри Клиника больницинче реанимаципе интенсивлă терапи уйрăмĕн заведующийĕ‚ Васкавлă медицина пулăшу больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ‚ 17№ хулари клиника больницинче тĕп врачĕ‚ Ĕпхÿ хула округ администрацийĕнче сывлăх сыхлав управленин ертÿçи пулса ĕçленĕ.Виталий Васильевич чылай çул сывлăх сыхлавĕнче ĕçленĕ май сахал мар наука тĕпчевĕсем ирттернĕ. Хальхи вăхăтра чăваш арĕ абдоминаллă хирурги шайĕнче тĕпчев ĕçĕсем илсе пырать. Наука ĕçĕсен кăтартăвĕсем тăрăх‚ вăл статьясемпе докладсем‚ монографисем‚ вĕрентÿ пособийĕсем пичетлесе кăларнă. Виталий Викторов наука ертÿçи пулса пилĕк медицина наукисен кандидатне хатĕрленĕ. Паянхи кун вăл ертсе пынипе пĕр кандидат тата пĕр доктор диссертацийĕ çырăнать. Виталий Васильевича наукăпа практика ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн патшалăх наградисем парса чысланă: «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ»‚ «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ»‚ «Чечен Республикин тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ»‚ ПР Вĕрентÿ отличникĕ‚ Абхазин патшалăх университечĕн хисеплĕ профессорĕ ятсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл ПР Сывлăх сыхлав министерствин Потребительсен правине хÿтĕлекен обществăлла канашăн председателĕ‚ ППМУ çумĕнчи хирурги енĕпе диссертаци канашĕн пайташĕ‚ Раççейри Сывлăх сыхлав министерствин Атăлçи федераллă округăн тĕп аттестаци комиссин членĕ‚ ПР Сывлăх сыхлав министерствин аслă медицинăпа фармацевт вĕрентĕвĕн штатра тăман специалисчĕ шутланать. Унсăр пуçне Виталий Васильевич канăçсăр чĕреллĕ мăшăр‚ атте тата асатте-кукаçи пулнине те палăртса хăвармалла. Паллах‚ Виталий Васильевича юратнă мăшăрĕ Татьяна Викторовна ĕçре пулăшса пыни профессире çитĕнÿсем тума хавхалантарнă. Сăмах май‚ мăшăр студент пулнă вăхăтра паллашнă‚ çемье çавăрнă. Татьяна Викторовна - профессор‚ медицина наукисен докторĕ‚ ПР наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ. Вăл ертсе пынипе аспирантсем 25 кандидат тата доктор ĕçĕ ăнăçлă хÿтĕленĕ. Викторовсем икĕ ача‚ хĕрпе ывăл‚ çуратса çитĕнтернĕ. Ачисем - ашшĕпе амăшĕн мăнаçлăхĕ‚ Викторовсен йăхĕн тивĕçлĕ ăрăвĕ. Елена хĕрĕ Пушкăрт патшалăх университетĕнчи математика факультетĕнче вĕреннĕ. Унтан Америкăпа Германире ăсталăхне туптанă. Вăл медицина наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Сергей ывăлĕ аслисен ĕçне малалла тăсса медицина университетĕнче ăс пухнă. Медицина наукисен кандидачĕ паянхи кун Ĕпхÿ хулинчи 6№ стоматологи поликлиникинче тĕп врач пулса вăй хурать. Еленăпа Сергей ашшĕпе амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ. Аслă Викторовсем мăнукĕсене питĕ юратаççĕ. Ĕçрен пушă вăхăтра Викторовсем тăван кĕтесне‚ Суккул ялне‚ килсе çÿреме кăмăллаççĕ. Хаклă вăхăта сая ямасăр вĕсем сада васкаççĕ‚ тÿрех ĕçе пикенеççĕ. Сад пахчинче мăшăр канлĕх тупать‚ хула шăв-шавĕнчен канать . Виталий Васильевичпа Татьяна Викторовна çут çанталăка питĕ юратаççĕ‚ ăна упрама тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпех вĕсем Ĕпхÿре‚ хăйсен çурчĕ çывăхĕнче‚ 1000 йывăçпа тĕм лартнă. Пандеми вăхăтĕнче те мăшăр общество ĕçне хастар хутшăнать‚ республика çыннисене хăйсен тата çывăх çыннисен сывлăхне упрама чĕнсе калать.- Шел‚ вирус парăнмасть. Чирĕн çĕнĕ хумĕ килет. Çавăнпа малашне те хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнмалла. Кăшăлвирус - хăрушă чир‚ нумайăшĕ йывăр чирлеççĕ. Чирлесе ирттернисенчен чылайăшĕ паянхи кун прививка тăвассине суйласа илет. Кăшăлвируспа йывăр чирлесе выртассинчен вăхăтлă прививка туни вырăнлă. Ман шутпа хамăра хÿтĕлемелли шанчăклă майсенчен пĕри вăл вакцинаци иртесси пулса тăрать. 2020 çулăн вĕçĕнче эпир мăшăрпа иксĕмĕр те прививка тутартăмăр. Вакцинаци туни хăрушă чир сарăлассине чарма пулăшать. Çавăнпа хăвăра тата çывăх çыннăрсене сыхлăр‚ - терĕ Виталий Васильевич. Мияки районне тĕрлĕ тапхăрта чылай пултаруллă çын чапа кăларнă. Халĕ те район чысне хÿтĕлекенсем пур. Вĕсен шутĕнче ăсчахсемпе çыравçăсем‚ сăвăçсемпе ахаль çĕр ĕçченĕсем. Эпир пурте Виталий Васильевич Викторовпа мăнаçланатпăр. Унăн ырă кăмăлĕ‚ юратăвĕ‚ хĕрхенÿ туйăмĕ‚ пурне те пулăшма хатĕр пулни яланах халăхра хисепре. Эпир ăна ăнăçу‚ ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх‚ çемьере килĕшÿ сунатпăр.

Алия АБДУЛЛИНА.Мияки районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: