Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 11:49

Экспонатсем иртнĕ вăхăтри ĕçсене манма памаççĕ

Шкул музейĕ. Асамлă вырăн… Сахал мар çыннăн шăпи çинчен çырнă материалсем. Шел пулин те, хăш-пĕрин çинчен пачах нимĕн те пĕлместпĕр.

Экспонатсем иртнĕ вăхăтри ĕçсене манма памаççĕ
Экспонатсем иртнĕ вăхăтри ĕçсене манма памаççĕ

Ĕлĕкхине пĕлмесен паянхи пурнăçа ăнланма, пуласси çинчен ĕмĕтленме питĕ хĕн. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр фактсене урăхларах, тĕрĕс мартарах кăтартса пани те чылай. Çавăнпа та пирĕн тěллев – иртнĕ пулăмсене тĕрĕс кăтартса парасси.
Ыйтусем хăйсем тĕллĕнех пуçра çуралаççĕ. Хуравĕсем вара тулли мар, çителĕксĕр. Нумай самант вăхăт иртнě май манăçа та тухса пырать. Вěсем çинчен вара ялти хăш-пěр ват çынсем кăна кăштах ăнлантарма пултараççě.
Пирĕн историпе таврапĕлÿ музейне 1990 çулхи кĕркунне йĕркелесе янă. Музее уçма вăрçă ветеранне Василий Иванович Борисова тата ун чухнехи шкул директорне Петр Фёдорович Андреева шанса панă. Музей ĕçне Лидия Александровна Григорьева ертсе пынă. 2007 çултанпа музейре Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Харитонович Леонтьев тăрăшать.
Иртнĕ пурнăçăн усравлăхне пĕтĕм ял тăрăшнипе йĕркеленĕ. Чи паха материалсем шутĕнче документсем, сăн ÿкерчĕксем, наградăсем. Çавăн пекех ял çыннисем тĕрлĕ савăт-сапа, авалхи тумтирсемпе ĕç хатĕрĕсене пырса панă. Сахал мар материалсене пирĕн шкулта вĕреннĕ Мударис Харисович Сафин тĕпчевçĕ ертсе пыракан «Шырав» ушкăнĕ тупнă.
Чăваш Хурамал ялĕ пуçланнăранпа 260 çул пулнине паллă тума хатĕрленнĕ май, 1999 çулта музее пирĕн паллă ентеш, «Оренбурггазпром» предприятин генеральнăй директорĕ Василий Васильевич Николаев килнĕ. Вăл пулăшнипе музей лаптăкне пысăклатса хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕн, çĕнĕлле илемлетнĕ.
Музей ĕçне ертсе пыма Канаш йĕркеленĕ. Вăл 5-9-мĕш класс ачисенчен тăрать. 2015 çул шкултан экскурсоводсен пĕрремĕш ушкăнĕ тухать. 2018 çулта музей активисчĕсен иккĕмĕш ушкăнĕ шкул пĕтерет. Хальхи вăхăтра вара историпе таврапĕлÿ ĕçĕсене экскурси ертÿçисен виççĕмĕш ушкăнĕ питĕ хастар илсе пырать.
Экскурсоводсен пултарулăхĕ регионсен хушшинче иртекен «Николаев вулавĕсем» конференцийĕнче тĕрĕсленет. Ун чухне вĕсем пĕр кунта 4-5 хут курав йĕркелеççĕ. Çак вулавсем виççĕмĕш хут иртрĕç ĕнтĕ. Пирĕн паллă ентешĕн ĕçĕсемпе нумай хăна паллашрĕ, вĕсене тивĕçлĕ хак пачĕ.
Музейĕн пурлăхне ÿстерме тĕрлĕ меслетсемпе усăланатпăр, вăл шутра интереслĕ тата сайра тĕл пулакан япаласене тупас тĕллевпе тунă акцисем. Хăш чухне ялти ватă çынсем патне каятпăр, ĕлĕк кил-хуçалăхра усăланнă ĕç хатĕрĕсем, тумтирсем, илемлĕх çаккисем, сăн ÿкерчĕксем, çырусем пуçтаратпăр. Яла пуçласа янă çынсем вăхăтлăха пурăннă çĕрпÿртсем ларнă вырăнта темиçе хутчен те пултăмăр, унта тимĕр чашăк-тирĕк, кашăксем тупрăмăр. Ачасем кивĕ пÿрт тăррисенче тупнă авалхи япаласене хаваспах илсе килеççĕ. Эпир вĕсене инвентарь кĕнекинче шута илетпĕр.
Пурин çинчен те каласа пама питĕ хĕн. Анчах хăш-пĕрин çинчен каламаллах!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 234 çын хутшăннă, вĕсенчен 147-шĕ çеç çĕнтерÿпе килне таврăннă, 87-шĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă.
Уйрăмах Яков Андреев (Никитин) çемйин шăпи çинчен калас килет. Вĕсен килĕнчен пилĕк вăйпитти арçын вăрçа кайнă, пурте нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса пуçĕсене хунă. Çак çемьене хисеплесе 1995 çулта, Аслă Çĕнтерĕве 50 çул пулнă чухне, пирĕн ялти пĕр урама Андреев ятне панă.
Витрина çинче – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи экспонатсем. Вăл шутра паттăр разведчик Виталий Пашкин илсе килнĕ нимĕç картти, Серафим Михайлов сержант вăрçă вăхăтĕнче çырса пынă кун кĕнеки, залппа пемелли «Катюша» ятлă реактивлă установкăн командирĕ Григорий Майоров аслă сержантăн вăхăт иртнĕçем сарăхса пĕтнĕ кодсемпе çырнă «Вут-хĕм таблици», Иван Озеров салтакăн хăй вилес умĕн пĕр кун маларах тăван Алексей шăллĕ патне янă çырăвĕ.
Музейре вăрçăра пулнисем, тылра ĕçленисем, репрессине лекнĕ çынсем çинчен тунă материалсем упранаççĕ. Вун пĕр пысăк альбом илемлетнĕ. «Асăну», «Вĕсем вăрçăран Çĕнтерÿпе таврăннă», «Тыл паттăрĕсем», «Чăваш Хурамал ялĕн историйĕ» ятлă кĕнекесем яланах ачасене кăсăклантараççĕ.
Шел пулин те, тăватă çул каярах пирĕн ялтан вăрçа хутшăннă юлашки ветеран, паттăр разведчик, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, Ленин, Богдан Хмельницкий орденĕсене тивĕçнĕ Павел Михайлович Иванов пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ.
Хальхи вăхăтра Венгри, Афганистан, Чечня вăрçисенче пулнисемпе ĕçлетпĕр, тĕлпулусем ирттеретпĕр.
Паянхи кун пирĕн музей виçĕ залра вырнаçнă. Виççĕмĕш пÿлĕм веçех чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ Василий Васильевич Николаевăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне кăтартса парать. Ăна 2016 çулхи 11-мĕш февральте, пирĕн чаплă ентешĕн çуралнă кунĕнче, уçнă. Хăю касаканнисем – Салаватпа Кумертау епископĕ Николай тата Василий Васильевичăн тăван шăллĕ Георгий Васильевич Николаев.
Ăслăлăхпа тĕпчев проекчĕсем музей ĕçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ. Мĕнпур 18 ĕç те районти конкурссенче çĕнтерÿллĕ вырăнсем йышăннă, 15-рен 11 тĕпчев ĕçĕ республика шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕсенче чи лайăххисен шутне кĕнĕ.
2019 çулта пирĕн музей Раççей шайĕнче иртекен конкурсăн республика тапхăрĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ку чăннипе те пысăк çитĕнÿ!
2020 çулхи октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкартан питĕ савăнăçлă хыпар çитрĕ. Пĕтĕм Раççейри Чăваш Республикин тулашĕнчи музейсен чăваш культурине кăтартса паракан презентацийĕсен хушшинче пирĕн ĕç пĕрремĕш вырăн йышăннă! Ку пире питĕ хавхалантарать, малалла та тăрăшуллă ĕçлеме вăй-хăват парать.
Музейри питĕ сайра документсен шутĕнче яла пуçарса янă Никита Авдоким йăхĕн çынни Николай çветтуй атте (Николай Васильевич Никитин) репресси вăхăтĕнче Колымара пулнă чухне вăрттăн çырса пынă кун кĕнеки. Нумаях пулмасть унăн мăнукĕ, Пелепей тăрăхĕнче пурăнакан Георгий Акимович Михайлов çав материалсем тăрăх çырнă кĕнекине парнелерĕ.
Вăхăт малалла шăвать, анчах вăл халăхăн астăвăмне çĕнтереймест. Музей шăплăхĕнче выртакан экспонатсем ветерансемпе ачасен аллине лексен, çĕнĕрен чĕрĕлеççĕ, пире ĕлĕкхи пурнăçа илсе каяççĕ тейĕн, хăйсен паттăрĕсен чаплă ĕçĕсем çинчен каласа параççĕ, пире иртнĕ вăхăтри ĕçсене манма памаççĕ.
Константин СИДОРОВ,
Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи
В.В. Николаев ячĕллĕ вăтам шкулти
9-мĕш класра вĕренекен.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: